Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2019 » Авăн » 24 » Николай ЕГОРОВ: Кирек мĕнле хулана çитсен те чиркĕве кĕретĕп
Николай ЕГОРОВ: Кирек мĕнле хулана çитсен те чиркĕве кĕретĕп
23:15
Сăн ÿкерчĕк

«Живопиçе юратрăм. Вилсен, çăтмаха лексен малтанхи миллион çула живопиçе халаллатăп», - палăртнă хăй вăхăтĕнче Уинстон Черчилль. Пурнăçра эпĕ тĕрĕс çул суйланă. Сăрă ăсти пуласси калама çук кăсăклă. Художник канма выртсан та - художник, çывăрнă чухне те - художник, вăрансан та - художник. Çын курманнине курать, çын илтменнине илтет», - тет живописец, педагог, Раççей Федерацийĕн Художниксен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Егоров. Николай Григорьевич хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн живопиç кафедрин заведующийĕнче ĕçленĕ. Паян вăл - ирĕклĕ художник.

Николай Егоров картинăсем ÿкернисĕр пуçне художниксем валли йĕркелекен пленэрсене хастар хутшăнать. Калăпăр, вăл Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа çурла уйăхĕнче ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери пленэрта тĕп хуламăрăн илемлĕ вырăнĕсене ÿкернĕ. Ун хыççăн сăрă ăстисен пĕр ушкăнĕпе Сызране кайса килнĕ. «Унта питĕ ырă меценат пур. Вăл ÿнер музейĕ йĕркеленĕ. Эпир унпа чылай çул туслă çыхăну тытатпăр. Сăмах май, Сызрань хулине никĕслеме хăй вăхăтĕнче Чăвашран 100 платнике илсе кайнă. Илемлĕ хуларан тулли кăмăлпа таврăнтăм. Унта ĕçлесе пысăк киленÿ илтĕм. Халĕ пултарулăх енĕпе кăна ĕçлетĕп», - мастерскойра упранакан ĕçсемпе паллаштарнă май каласа кăтартрĕ сăрă ăсти. Ăсталăх лаççинче йĕри-таврах - улăх-çаран, юхан шывсем, вăрман уçланкисем, анлă уй-хир… Акă вăл - çут тĕнче! Художник Красноармейски районĕнчи Çырмапуç ялĕнче колхозниксен çичĕ ачаллă çемйинче çуралнă. Вăл шăп варринчи пулнă. «Ман умĕнхисем виççĕнччĕ, кĕçĕннисем те виççĕнччĕ. Халĕ виççĕн кăна юлтăмăр. Владимир - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Валерий Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче преподавательте ĕçлет. Пирĕн çемьере пурте ÿкерме пултарнă. Аттепе анне илеме ăнланакан çынсем пулнă, япалана ĕлккен енчен кăтартма пĕлнĕ. Атте лартнă пуртă аврисем халĕ те хитрипех упранаççĕ. Шкула кайичченех ÿкерме пуçланă эпĕ. Карай ялĕнче ĕлĕк чиркÿ пулнă. Шел, çĕмĕрнĕ ăна. Унти япаласене салатнă. Пирĕн ампарта Мăнкунра кăлармалли тупăк ларатчĕ. Унта тырă тултарнăччĕ. Тулă çине апай №аннене пирĕн тăрăхра çапла калаççĕ№ çăмарта хурса пыратчĕ. Эпĕ вĕсене пăхса выртаттăм. Çавсем ачасем пекех туйăнатчĕç. Хайхи кăранташ илтĕм те куçне, тути-сăмсине ÿкертĕм. Пĕрисем макăраççĕ, теприсем йăл кулаççĕ, виççĕмĕшĕсем тĕлĕнеççĕ. Апай чăх йăвисенчен çăмарта пухса ампара кĕнĕ те… хăйне тупăкран такамсем тинкернине курса хăраса кайнă. Саппунпа чĕркенĕ çăмартасене пăрахсах ампартан тухса тарнă. «Художник пулать пуль», - тенĕ вăл ун чухне. Пичче Георгий те лайăх ÿкернĕ. Анчах ятарлă пĕлÿ илмен. Трак шкулне пĕтерсен парти чĕннипе чукун çул тума класĕпех Коми тăрăхне тухса кайнă. «Пирĕн класра художник пулакан пĕр ача пур. Вăл - Коля Егоров», - тенĕччĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне Мария Скворцова учительница. Мария Спиридоновна хăй те хитре ÿкеретчĕ. Унăн ачисем ÿнер училищинче, педуниверситетăн ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ», - калаçăва сыпăнтарчĕ Николай Григорьевич.

Николай Егоров Карайри шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ÿнер училищине çул тытнă. Анчах кая юлнă, вĕренме кĕмелли экзаменсем вĕçленнĕ. Мал ĕмĕтлĕ каччă пуç усман - Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш училищĕне столяра вĕренме кĕнĕ. «Вĕренни нихăçан та сая каймасть, ку специальноçа илни пурнăçра кирлĕ пулчĕ. Картинăсем валли рамăсене хамах ăсталатăп, дачăри çурт маччине, алăкĕсемпе чÿречисене хамах турăм. Диплом илсе пичче Георгий патне Коми Республикине чукун çул тума тухса кайрăм. Мана çамрăк пулнăран хĕрарăмсен бригадинче ĕçлеме çирĕплетрĕç. Вĕсен бригадирĕ Николай Чепурных питĕ ăслă çынччĕ. Эпĕ каннă вăхăтра ÿкерсе лараттăм. «Итле-ха, Коля, чукун çул тума пурте пултараççĕ. Сан пек ÿкерекен урăх çук. Санăн ÿнер училищине кĕме тăрăшмалла», - терĕ çирĕппĕн. Чукун çул çинче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕтĕм. Ун чухне конкурс питĕ пысăкчĕ: 1 вырăна 7-8 çынччĕ. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн салтака илсе кайрĕç. Художник пулнине пĕлсен çарта салтаксен клубĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме шанчĕç. Хĕсметрен таврăнсан ÿнер училищине салтак тумĕпех кайрăм. Диплом илсен направленипе Сахалина ячĕç. Ун чухне эпĕ авланнăччĕ ĕнтĕ. Рязань хĕрĕпе Раиса Александровнăпа Шупашкарта паллашса çемье çавăрнăччĕ, пĕрлех тухса кайрăмăр. Томари хулинчи клубра художникре ĕçлерĕм. «Ку санăн вырăн мар. Санăн Мускаври Суриков ячĕллĕ института вĕренме кĕмелле», - тенĕччĕ пĕррехинче Раççейĕн тĕп хулинчен килнĕ художник. Хамăн ĕçсене пуçтартăм та Мускава кайма тухрăм. Çулăм Владивосток урлă выртрĕ. Ун чухне Владивосток хупă хулаччĕ. Билет сутмаççĕ. Мĕн тумалла? Владивостокри искусствăсен институтĕнче пĕлĕве ÿстерме тиврĕ. КПСС членĕ пулнă май вĕренсе пĕтерсен Семипалатинскри педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне ĕçлеме ячĕç. Каярахпа çав хулари ÿнер мастерскойĕнче художник-оформительте вăй хутăм», - иртнине куç умне кăларчĕ сăрă ăсти. Вун ултă çул пурăннă вăл Казахстанра. Унти художниксем йĕркелекен выставкăсене, пленэрсене хутшăннă. Лайăх ÿкерекенсене пуçтарса Тобольска, Самарканда çитнĕ. Егоровсен Сахалинта - Алексей, Семипалатинскра Сергейпе Григорий çуралнă. «Пĕррехинче Мусим мечетне ÿкерме тытăннăччĕ. «Неверный, мĕн тăватăн эсĕ?» - терĕ ман пата пынă имам. «)керетĕп», - терĕм ним пулман пекех. «Мĕншĕн ÿкеретĕн? Эсĕ мăсăльмансен мечетне ÿкерни тĕрĕс мар», - хирĕçлерĕ хайхи. Эпĕ ăна мечет историн хăйне евĕр палăкĕ шутланни пирки каласа ăнлантартăм. «Эсĕ ырă ĕç тăватăн. Ĕç сана ăнăçу илсе килтĕр», - терĕ те вăл хăйĕн çулĕпе кайрĕ. Казахсен паллă поэчĕ Асет Найманбаев ячĕпе ун чухне конкурс ирттеретчĕç. Юлташăм, Рашид ятлă казах, манăн «Мусим мечечĕ» ĕçе хамран ыйтмасăрах çав конкурса тăратнă. Шутламан-туман çĕртен унта пĕрремĕш преми лауреачĕ пулса тăтăм. Ĕçĕме музей валли илчĕç, уншăн 8000 тенкĕ пачĕç. Конкурсра çĕнтернĕшĕн - 2 пин тенкĕ. Пĕрле ĕçленĕ юлташсем чĕннипе Омск хулине кайса килтĕм. Ун чухне Семипалатинска та çитрĕм, Абай Кунанбаевăн асăну комплексне кĕрсе куртăм. Унти музейри хамăн «Мусим мечетне» кĕрсе пăхрăм. Ĕçĕм чи курăмлă вырăнта, Абай палăкĕпе юнашар вырăн тупнине курсан савăнтăм. Эпĕ Асет Найманбаев ячĕллĕ конкурсăн пĕрремĕш лауреачĕ пулнине пĕлсен вĕсем журналистсене чĕнчĕç… Самана улшăнсан Казахстанра пурăнма йывăрланчĕ. «Рязань - вырăссене, Хусан - тутарсене. Казахсем, вырăссенчен çурт ан туянăр, вĕсем пĕрех пире юлаççĕ», - тетчĕç ун чухне казахсем. 1994 çулта Шупашкара таврăнтăмăр. Хваттере, дачăна, гаража сутаймарăмăр, çаплипех пăрахса хăвартăмăр», - аса илчĕ ăста.

Шупашкар чăваш арне ăш пиллĕн йышăннă. Николай Егоров ÿнер училищине ĕçлеме вырнаçнă. Кĕçех ăна мастерской панă. Каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета аслă преподавательте ĕçлеме куçнă. Николай Григорьевичăн пуçарăвĕпе аслă шкулта ÿнер вĕрентекенĕсемпе пĕрлех профессионал художниксене те хатĕрлеме пуçланă, живопиç уйрăмне уçнă. Николай Егоров живопиç кафедрине вунă çул ытла ертсе пынă. Сăрă ăстин пейзажĕсенче çынна сайра хутра кăна куратăн, вĕсенче тĕп герой - çут çанталăк. Уй-хир, улăх-çаран, вăрман хĕррисемпе ял укăлчисем хăйсене май, çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне пăхăнса кăна, шăппăн пурăнаççĕ. «Çынна кĕртсен çут çанталăка туллин кăтартаймастăн, çухалать вăл. «Тăван çĕршывшăн тунсăхлани» картинăна Семипалатинскра ÿкернĕччĕ. Казахсен живопиçĕ урăхларах. Эпĕ унта пурăннă чухне хамăр патри пек вырăнсене шыраттăм. Ĕçĕмсенче кĕркуннепе çуркунне ытларах хуçаланаççĕ. Хĕлле те пур. Хĕвел тухать, кунĕпе çÿрет, анать… Эпир пурте хĕвел айĕнче пурăнатпăр. Тĕнчене никам та улăштараймасть. Пĕтерекенни - çын. Çавăнпа эпĕ тĕнчене, çут çанталăка ÿкересшĕн. Тĕрĕссипе, картинăсен шучĕ çук. Вĕсем маншăн пурте хаклă. Вĕсенче - юрату, кăмăл килни. Мĕнле кăмăлламăн: манăн пурнăç-çке вĕсем. Ăçта, мĕнле ÿкернине пурне те астăватăп», - чунне уçрĕ ентешĕм. Трак тăрăхĕнчи Çырмапуç ялĕ те, Яманак тата Сурăм вăрманĕсем, Шупашкарти Чантăр пĕви самаях сăнланнă унăн ĕçĕсенче. Пулла, сунара, кăмпана çÿреме юратнăран çут çанталăкра тăтăшах пулать вăл. Ăçта çитет - унти илеме пир çине куçарма васкать… Тата тепĕр хăйне евĕрлĕх пур унăн. Кирек мĕнле хулана çитсен те чиркĕве кĕрет, турăш туянать, Турăран пил ыйтать. Николай Григорьевич çутă ĕмĕтпе пурăнать. Вăл Красноармейски салинче живопиç музейне уçасшăн, хăйĕн ĕçĕсене çав музее парнелесшĕн. Мĕнех, чаплă ÿнерçĕн чаплă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕтĕрччĕ.

Роза ВЛАСОВА («Хыпар» 2019, авăн, 24 №108)

Миçе çын пăхнă: 261 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024