Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Çу » 23 » Паллă председателе асра тытса
Паллă председателе асра тытса
21:33
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралса ӳснĕ Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александров Вячеслав Александрович (20.05.1929–05.10.2005) пурнăçăн ытларах пайне Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче пурăнса ирттернĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ, малтан Тусай ялĕнче колхоз ĕнисене çулталăк хушши пăхнăшăн медаль илме тивĕçлĕ пулнă, унтан ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан агрономра тăрăшнă — малтанах Тинĕсçум енĕнче, унтан Етĕрне районĕнче. 16 çул хушши агрономра тăрăшнă хыççăн ăна «Заветы Ильича» колхоз председателĕн пуканне шанса параççĕ, хуçалăх ертӳçин çăмăл мар лавне вăл мĕн пенси çине тухичченех 17 çул хушши туртнă. Колхоз территорийĕнчи чăн-чăн хыр вăрманĕсем халĕ уй-хире илем кӳреççĕ, мĕн чухлĕ йывăç ларттарнă вăл ертсе пынипе! Ял хушшине асфальт сарнă, культура, автовокзал çурчĕсем, колхозниксемпе специалистсем валли çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ. Колхоз районта кăна мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулнă. Сăмах май колхозĕ халĕ те арканса кайман. Сывлăхĕ хавшанине пăхмасăрах Вячеслав Александрович Кăкшăмри шкулта музей уçса йĕркелесе хăварчĕ. Унăн кăкăрне икĕ орден тата чылай медаль илемлететчĕ. Пурăннă пулсан çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл 85 çул тултарнă пулĕччĕ.

Çак ятпа район сайчĕ çинче архив материалĕсем тăрăх чуна тивмелли материал вырнаçтарнă. Кăкшăм шкулĕнче паян ăна асăнса шкул ачисемпе тĕлпулу йĕркелерĕç. Александровăн кĕçĕн хĕрĕ Пĕрçырланта татаКăкшăмра биологи тата хими учителĕнче тăрăшакан Константинова Валентина Вячеславовна ашшĕн кун-çулне йĕрлесе сăнӳкерчĕксем тăрăх хăтлав (презентаци) хатĕрленĕ. Вăлах пухăннă хăнасене нумай çул ӳсекен чечексем парнелерĕ, Вячеслав Александрович ячĕпе шкул пахчинче Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ 4 тĕрлĕ чечек тата темиçе сайра тĕл пулакан тĕмĕсем лартассине йĕркелерĕç.

Пухăннисем умĕнче Вячеслав Александрова асăнса Кăкшăм ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Михайлов, 7-мĕш бригада бригадирĕнче нумай çул хушши вăй хунă Ольга Петрова, Кăкшăм библиотекарĕ Зинаида Изоркина, шкул директорĕ Валентина Корчева, культура çурчĕн ĕçченĕсем Еленăпа Александр Шаровсем, Нина Арестова тата Вячеслав Александрович тăванĕсем Раиса Бельская, Галина Зотова, Ирина Григорьева, Людмила Александрова чылай ăшă сăмах каларĕç. Ырă кăмăллă, ир пуçласа каçченех колхоз уйĕсем тăрăх чупни сая кайман, колхозра пысăк тухăçлă тырпул туса илнĕ, колхозниксен ĕç укçи те самаях ӳснĕ. Сцена çинче те вылянă, купăс та каланă, пыл-хурт ăсти пулнă, профсоюз председателĕнче чылай çул хушши тăрăшнă, ревизи комиссин председателĕ пулнă, ватăсен канашне ертсе пынă,шкулта кĕтнĕ хăна пулнă, шкулта Хĕл мучи пулса ачасене премĕк-канхветпа савăнтарнă, фотоаппаратпа сăнӳкерчĕксем тума та вăхăт тупнă, Васса Анисимовнăпа пилĕк ача çуратса пурне те аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Хаçат-журналпа туслă çыхăну тытнă, хăй те «Торф — паха им-çам» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Мухтава тивĕçлĕ çĕр ĕçченĕн — «Хисеплĕ колхозникăн» тата «Хисеплĕ председателĕн» — ĕçне вырăнти халăх малалла тăсать.

http://www.chuvash.org/news/5893.html

Миçе çын пăхнă: 565 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024