Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Ака » 8 » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пулать!
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пулать!
21:31
Сăн ÿкерчĕк

ВИДЕОХЫПАР

2014 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш диктантне иккĕмĕш хут ирттерме палăртнă. Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш поэчĕ, журналисчĕ Марина Карягина çырнă текста суйласа илнĕ, халĕ çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма парнесем хатĕрлет, диктант бланкĕсене пичетлеме хатĕрленет, электрон почтипе çырусене йышăнса, пичетлесе кăларса, тĕрĕслекенсене вăхăтра çитерсе парассине çăмăллатас енĕпе ĕçлет.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕнер, акан 7-мĕшĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» тавра çыхăнну ыйтусене сӳтсе явма тепĕр хут пуçтарăннă.

Калаçăва кĕскен пĕтĕмлетсен çак хыпарсене пĕлтерме пулать. Наци радиовĕ валли текста вуланă та иккен, ку ĕçе РСФСР тата Чăваш АССРĕн халăх артистки Нина Яковлева пурнăçланă. Çавăн пекех тепĕр шухăш — республика тулашĕнчи чăвашсем валли ятарлă видео хатĕрлесси. Ăна YouTube видеохостингра е тепĕр вырăнта лартасшăн (видео диктант пуçлансан курăмланĕ). Ларура мероприятин логотипне — элемне — хатĕрлес ыйтăва та хускатнă. Кунта Праски Витти ăсталанă ĕçе суйласа илнĕ.

Аса илтеретпĕр, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» эрнекун, акан 25-мĕшĕнче, 13 сехетре иртмелле. Çырас шухăшлисем Чăваш Рсепубликин вĕренӳ институтне е И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пымалла. Çавăн пекех килте те çырма пулать — Марина Карягина çырнă текста Наци радиовĕн эфирĕнче вуласа парĕç. Çыру йĕркине аса илес кăмăл пур пулсан сире акан 21-мĕшĕнче (тунтикун) вĕренӳ институтĕнче 13 сехете кĕтеççĕ — унта тӳлевсĕр вĕрентӳ иртĕ. «Пĕтĕм чăваш диктантне» хутшăнас кăмăл пур пулсан total.dictant.2014@yandex.ru адреспа заявка ямалла. Ун хурмине ЧПГĂИ сайтĕнче илме пулĕ.

Тĕплĕнрех

http://www.chuvash.org/news/5496.html

Миçе çын пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024