Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 18 » Пире çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ/Района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ май
Пире çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ/Района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ май
17:00
Сăн ÿкерчĕк

Хаклӑ ентешсем! Трак тӑрӑхӗн маттур та пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗсем!

Акӑ, тӑван районӑмӑрӑн черетлӗ юбилейне — вӑл 75 ҫул тултарнине те кӗтсе илтӗмӗр. Пирӗн тӑрӑхри юхан шывсем хӗррине ҫынсем мӗн авалтан кӑмӑлланӑ, йывӑҫсем касса ҫемйисем валли ҫурт-хуралтӑсем ҫӗкленӗ. Халапсем тӑрӑх, вун виҫҫӗмӗш ӗмӗр варринче чӑвашсен паллӑ ҫар пуҫӗсенчен пӗри — Упи-паттӑр хӑйӗн ӑрӑвӗпе Мӑн Ҫавал енне килсе вырнаҫнӑ. Вӗсем монгол-тутар отрячӗсемпе хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ. Ахальтен мар ҫар шлемӗ Красноармейски районӗн гербӗ ҫинче те вырӑн тупнӑ. Ҫакӑнтанах Упи ял историйӗ те ҫырӑнма тытӑннӑ, вӑл чылай вӑхӑт вулӑс центрӗ те пулнӑ Кунти Я А Абрамова 1906 ҫупта Хусан кĕпӗрнинчи вунӑ депутат хушшинче пӗрремӗш Патшалӑх Думине суйланӑ.

Архив докуменчӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 18-мӗш ӗмӗр вӗҫнелле Яманак, Сурӑмхӗрри, Тусай, Апманч, Янкас, Ҫырмапуҫ, Еншик, Ҫирӗклӗ ҫӗршер ҫемье ытлаллӑ пысӑк ялсем шутланнӑ. Яманакри 181 ҫемьере, акӑ, 1875 ҫулта 432 арҫынпа 436 хӗрарӑм пуоӑнни паллӑ. Алманчра — 1804, Именкассинче — 1814, Мӑн Шетмӗре — 1826, Упире — 1831, Кӗҫӗн Шетмӗре 1890 ҫулсенче чиркӳсен чул ҫурчӗсене купаласа пӗтернӗ. 1910— 1911 ҫулсенче Еншикпе Карайра вӗсене йывӑҫран ҫӗкленӗ. Чиркÿсем ҫумӗнчи шкулсене каярахпа арҫын ачасемпе пӗрлех хӗрачасем те ҫӳреме пуҫланӑ.

1935 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССР Тӗп Ӗҫтӑвкомӗн Президиумӗ ҫӗнӗрен 7 район йӗркелесси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Ку йыша пирӗн район та кӗнӗ. Унӑн центрӗ Малти Трак ялӗ пулнӑран района та Трак ят панӑ. Районти 108 ял 26 ял Советне пĕрлешнĕ, вĕсем маларах Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Элӗк районӗсене кӗнӗ. Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи Указӗпе килӗшуллӗн вара Трак районне Красноармейски ят панӑ, унӑн центрне те Красноармейски ялӗ теме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ район йӗркеленни вырӑнти ыйтусене те меллӗрех татса пама май панӑ. Ҫав ҫулсенче Красноармейскинче машинӑпа трактор станцийӗ уҫӑлнӑ, больница, вӑтам шкул, культура ҫурчӗсем ҫӗкленнӗ. 1941 ҫул тӗлне районта 3 электростанци, крахмал, кирпӗч завочӗсем, типог­рафи, 6 промысла артелӗ, 5 ялпо, 7 колхоз пекарни ӗҫленӗ, 27 ҫил, 10 шыв, 3 механикӑлла ҫӑнӑх арманӗсем пулнӑ.

Пирӗн ентешсем Тӑван ҫӗр-шыв никама пӑхӑнманлӑхне хутӗлеме те паттӑррӑн хутшӑннӑ. Вырӑс-яппун вӑрҫинче Порт-Артура хутӗленӗ чухне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн, ав, Пайсупинри М. Г. Григорьева Георги хӗресӗпе наградӑланӑ. Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫине Красноармейскинчи ҫар комиссариачӗ урлӑ 6 пин ытла ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен ҫурри ытла каялла таврӑнайман. Вӗсен ячӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн чӗресенче упранаççĕ. Яманакри Й. Т. Терентьев, фашистсен взводне тыткӑна илсе хӑйсен чаҫне ҫитернӗскер, пилӗк ордена тивӗҫнӗ. Одер юхан шывне илнӗ ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн Мӑн Шетмӗри В. В. Васильева Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.

Трак ен хӑйӗн ҫыннисемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланса мухтанма пултарать. Вӗсен йышӗнче—республикӑн паллӑ ертÿҫисем И.И.Илларионов, Л.С.Спасов, А.С.Сымокин, Л.П.Прокопьев, Социализмла Ӗҫ Геройӗ И. Н. Никифоров учитель, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем И. Е. Шашковпа А.Е.Михайлов профессорсем, Ф. М. Лукин композитор, Чӑваш халах позчӗ Ю.С.Сементер, Чӑваш Республикин Гербӗпе Ялавӗн авторӗ Э. М. Юрьев, Г. Н. Николаев ӳнерҫӗ, В. Е. Петров юрӑҫ тата ыттисем те. Ăслӑлӑх докторӗсем 30-ӑн, ӑслӑлӑх кандидачӗсем 100-ӗн ытла пирӗн, генералсемпе полковниксем те пур. Халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенчи хастар ӗҫшӗн 300 ытла ҫынна "Тава тивӗҫлӗ ӗҫчен" ятне панӑ.

Район хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне япӑх мар кӑтартусемпе кӗтсе илчӗ. Вӗсене Трак ен ҫыннисем патне ку ятпа янӑ хӑйӗн саламлӑ телеграмминче Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. В. Федоров та палӑртрӗ. Мари Эл Республикинчи Морки районӗпе туслӑн тупӑшса вӑй хуни те хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрет. Ырӑ улшӑнусем кашни отрасльтех—ял хуҫалӑхӗнче те, вӗрентӳре те, культурӑра та, суту-илуре те, сывлӑха сыхлас ӗҫре те пур. Юбилей ҫупталӑкӗнче вӗсене малапла тӗреклетсе ҫирӗпле-тесси районта пурӑнакан кашни ҫынӑн таса та ҫутӑ тивӗҫӗ пулса тӑмалла. Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн шанатӑп та.

Тӑван районӑмӑр 75 сул тултарнӑ май Трак енри кашни сынна. çавӑн пекех аякри хула-ялта ӗслекен тата пурӑнакан ентешсене чун-чӗререн саламлатӑп, кулленхи ӗсое сумлӑ ситӗнÿ-ÿсӗм туптама, пурнӑсра телей-савӑнӑс курма, ырӑ сывлӑхпа тулли вӑй-хӑват сунатӑп.


 Район пуçлăхĕ С.А.Николаев

Миçе çын пăхнă: 751 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024