Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 1 » Пултарулăхĕпе чуна çĕклет
Пултарулăхĕпе чуна çĕклет
22:17
Сăн ÿкерчĕк
Культурăра ку ĕçе чун-чĕрепе парăннă тата ăна пур кăмăлтан юратакан чăтăмлă та тÿсĕмлĕ çын çеç тивĕçлипе вăй хума пултарать. Кĕçĕн Шетмĕри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕн директорĕ В.Петрова шăпах çав евĕр пулнипе палăрать те.
Валентина юрă-ташăпа туслă çемьере ÿснĕ. Ашшĕ - Илья Терентьевич - ял-йыша тата районта пурăнакансене тăтăшах хут купăс каласа тĕлĕнтернĕ. Районти çăварни уявне çуллен виçĕ лаша кÿлсе хутшăннă. Шăллĕ - Саша - ку инструментпа туслă, юрлама та юратать. Вĕсене кура Валентина та шкул çулĕнченех юрă-кĕвве чун-чĕре хĕлĕхĕсем витĕр кăларнă. Çĕкленÿллĕ те хавас кăмăллă, нихăçан та тунсăхлама пĕлмест тейĕн ăна. Кулăш-шÿте юратать. Çуркунне шăнкăр-шăнкăр шывпа çĕр çине килнĕренех пуль. Кăлтăр-кăлтăр кулли чуна çĕклет...
...Шкул хыççăн республикăри культура училищине çул тытнă вăл. 1984 çулта Валентинăна Кĕçĕн Шетмĕре пысăк должноç шанса панă: ялти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи пулса тăнă вăл. Пуçарулăхĕпе палăрни, ĕçтешсемпе пĕр чĕлхе тупма, чун-чĕрине вăй-хăват кĕртме пултарни ÿсĕм çулĕ çине тухма пулăшнă. Тепĕр 10 çултан вăл - директор. Хăй евĕр хастарсене пĕр чăмăра пуçтарма мехел çитернĕрен ĕçĕ те кал-кал пынă. Кунта тĕрлĕ кружок ĕçне вăйлатнă, интерессем енĕпе клубсем уçăлнă, вĕсене çÿрекенсен йышĕ те ÿснĕ. Ачасем кăна мар, çитĕннисем те, ватăраххисем те пулнă вĕсен хушшинче. Ял артисчĕсем пĕр хут çеç мар районти тата республикăри смотр-конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ пулнă, темиçе хутчен те «Республикăри чи лайăх клуб» ята, республикăри Культура министерствин Дипломĕсене тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿсенче Валентина Ильинична тÿпи те пысăк. Культурăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн 2005 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
В.Петрова патĕнче пултарулăх çулне туптанисем хăйсене килĕшнĕ ĕçе суйласа илнĕ, пурнăçне культура отраслĕпе çыхăнтарнă. Акă И.Михайлова халĕ районти искусство шкулĕн директорĕ. А.Никитин, О.Сергеева тата ыттисем унăн ырă ĕçне малалла тăсаççĕ.
Вăл пуçарнипе мĕнле кăна мероприяти хатĕрлемеççĕ-ши Кĕçĕн Шетмĕпе çывăхри ялсенче? Юлашки çулсенче тата юбилейсене халăхпа пĕрле савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвасси те вăй илчĕ. Кунсăр пуçне кану каçĕсем, календарьти паллă кунсемпе çыхăннă уявсем, «Çăварни», «Салтак ăсатни», «Туссене савăнтарар юрăпа», ытти мероприяти асра юлмалла иртеççĕ.
Кунти «Романтиксем» драма ушкăнне пĕлтĕр халăх ятне пачĕç. Тĕрлĕ шайри конкурссен дипломанчĕ те вăл. Унта çÿрекенсем - тĕрлĕ професси çыннисем. Çулĕсемпе аслисем те, çамрăксем те пур йышра. Декорацисемпе тумсене те хăйсемех хатĕрлерĕç. Валентина Ильинична та чылай роле калăпларĕ, ял сценисем çинче вĕсене чун-чĕрене тыткăна илмелле вылярĕ. 
Хавас кăмăлĕпе чуна çĕклет Валентина Ильинична. Çавăншăн культура ĕçченне хисеплеççĕ те ку тăрăхра, вăл йĕркелесе ирттернĕ мероприятисенче пулса курнă хыççăн ăшшăн-ăшшăн тав тăваççĕ.

Миçе çын пăхнă: 514 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Петрова Валентина | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024