Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Раштав » 21 » "Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн..."
"Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн..."
23:35
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

2014 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски салинче «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» темăпа конференци иртрĕ. Конференцие пирĕн ентеш, Чăваш халăх поэчĕ  Юрий Сементер, Трак ен ентешлĕхĕн ертÿçи Алексей Николаевич Львов, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Юлия Елисеевна Анисимова, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн çыруçи Лариса Валерьевна Анисимова, Республикăра тухса тăракан „Самант” журнал редакторĕ Владимир Васильевич Степанов, районти шкулсемпе ача сачĕсен ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕсем хутшăнчĕç. Тăван чĕлхе шăпи, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ, паллах, пурне те шухăшлаттарать. Тухса калаçакансем чăваш чĕлхи кулленхи калаçура та, радиопа телевидени эфирĕсенче те, шкулсемпе ача сачĕсенче те, хулара та, ялта та, уяв-пухусенче те уççăн та илемлĕн, янăравлăн та кăмăллăн янăратăр тесен, вăл аталанса та вăй илсе пытăр тесен, чăваш ачи хăй чăваш пулнине чунпа туйса ÿстĕр тесен, вăл Чăваш ен аталанавĕшĕн хастар та пуçаруллă ĕçлетĕр тесен ашшĕ-амашĕсен килте, воспитательсен ача сачĕсенче, вĕрентекенсем шкулсенче еплерех ĕçлемелли çинчен хăйсен шухăш-кăмăлне, ыйту-сĕнĕвне палăртса хăварчĕç.

Конференцие Красноармейски администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Иванович Васильев уçрĕ. Вăл конференци темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Чи малтанах   Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ  Юлия  Анисимова  сăмах илчĕ. Вăл Красноармейскинче тăван чĕлхе пуласлăхĕ çинчен калаçмалли ятарлă конференци ирттерме палăртнине ырларĕ, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн Николай Федорович Угасловăн 2014 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçине Зинаида Петровна Михайловăна  Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе  чысларĕ, ĕçре çитĕнÿсем, пурнăçра ăнăçу та тулли телей сунчĕ.        

Ун хыççăн районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи, Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Зинаида Петровна Михайлова «Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн…» темăпа доклад туса пачĕ. Вăл чăваш чĕлхи çĕр çинчи чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе пулни çинчен, ăна ют халăх çыннисем те кăсăклансах тĕпчени çинчен каларĕ. Кÿршĕллĕ пурăнакан тутар халăхĕ хăйĕн тăван чĕлхине шкулсенче еплерех вĕрентни çинчен те каласа хăварчĕ. Вĕсен наци шкулĕсенче те, вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче те ачасене вĕрентмелли сехетсен шучĕ пирĕннинчен нумайрах пулнине, пур шкулта та 1 класран пуçласа 11 класс таранах тутар чĕлхине те, тутар литературине те вĕрентнине пĕлтерчĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ, тăван чĕлхене мĕн чухлĕ ытларах вĕрентетĕн, ачасемпе эрнере мĕн чухлĕ ытларах тĕл пулатăн – ачасене çавăн чухлĕ ытларах калаçтаратăн, ăнлантаратăн, хăйсем хăш халăх çынни пулнине туйтарса тăратăн. – Шкулта çеç чăваш чĕлхипе калаçни çителĕксĕр. Тăван чĕлхепе калаçма, ăна  юратма вĕрентесси вăл çемьерен, атте-аннерен пуçланать. Анчах та юлашки вăхăтра ачасене килте чăвашла сахалтарах калаçтарма пуçлани сисĕнет, – терĕ малалла Зинаида Петровна.  – Чăвашла калаçтарсан паллă та сумлă çынсем тăваймастпăр тесе хăраççĕ-ши? Кăлăхах пăшăрханаçсĕ. Чăваш енрен тухнă эпир пĕлекен мухтавлă паллă çынсем  вĕсем пурте чăн-чăн чăваш ачисем пулнă, шăкăлтаттарса чăвашла калаçса ÿснĕ. Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн 50 çул ытла тăрăшнă Иван Яковлевич Яковлев, Андриян Григорьевич Николаев космонавт, Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, Çеçпĕл  Мишшипе Геннадий Айхи поэтсем, хамăр ентешсем – Филипп Лукин композитор, Виталий Петров юрăçă, Элли Юрьев художник, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер... Вĕсем – Чăваш çĕр-шывне чапа кăларакансем. Çавăнпа та кашни ачара, кашни çынра наци мăнаçлăхĕ пулмалла, хамăр чăваш пулнине туйса тăмалла, Чăваш çĕрĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Вара эпир чăн-чăн патриотсем пулатпăр. Тен, ашшĕ-амăшĕ  йывăрлăхран хăрать? Мĕншĕн тесен хамăр ачасене чăн-чăн чăваш çынни тума çăмăл мар. Кашни ачара чăваш çыннин ырă енĕсене аталантармалла: ĕçченлĕхне, сăпайлăхне, чăтăмлăхне, тăрăшулăхне, тараватлăхне, ыркăмăллăхне, сапăрлăхне. Кашни ачана çакăн пек тума нумай ĕçлемелле, хăвăн та ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Апла пулсан чăн-чăн чăваш пулма çăмăл мар иккен. Чăваш чĕлхипе калаçса хăй чăваш пулнине туйман çын чăваш чунлă  пулаймасть. Çавăнпа та хамăр ачасем ырă чунлă та пархатарлă ÿссе çитĕнчччĕр тесен пирĕн вĕсене кулленех: «Эс чăваш ачи, санăн чăваш пек маттур пулмалла», – тесе каласах тăмалла. Ашшĕ-амăшĕ хăй чăваш-тăк ачине те чăвашла вĕрентмелле, вырăсла, акăлчанла, французла ачи вăл хăех вĕренет. Çакна ăнланакан ашшĕ-амăшĕсем чăннипех те ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Ачасене воспитани парас ĕçре халăх педагогики те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ Зинаида Михайлова. – Пирĕн ватă асатте-асаннесем хăйсен ачисене халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ çине таянса ÿстернĕ. Нумай калаçса ларма ĕлĕк вăхăт та пулман. Кĕскен те ăслă каланă. «Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ», «Ĕç – пурнăç тыткăчи», «Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет», «Çăкăртан асли çук», «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», «Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар», «Пуçра ăс пултăр, алăра ĕç пултăр», «Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн». Çак сăмахсене пур ача та ĕмĕрлĕхех ас туса юлать. Акă вăл халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ. Сăмаха витĕмлĕ калама пĕлни çеç кирлĕ иккен.

     Чăваш халăх историйĕпе культурине шкулта вĕрентесси пирки те чарăнса тăчĕ Зинаида Петровна. – Пирĕн халăхăн историйĕпе культури питĕ пуян. Анчах та юлашки вăхăтра ăна уйрăм предмет шайĕнче вĕрентейместпĕр. Елена Енькка хатĕрленĕ «Тăван ен культури» вĕрентÿ пособийĕ 5-8 классем валли чăвашла та, вырăсла та пичетленсе тухрĕ. Вĕсенче – пĕтĕм чăваш кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, тĕрри-эрешĕ, уявĕсемпе йăли-йĕркисем, капăр çи-пуçĕ, чăваш çĕрĕн ĕлĕкхипе паянхи сăн-сăпачĕ. Кун çинчен ачасен – пĕлмеллех, пирĕн вара – вĕрентмеллех.

Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинче çулталăк каялла йĕркеленнĕ уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те каласа хăварчĕ унăн ертÿçи. «Уйрăмăн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ «Тăван чĕлхемĕр, янăра!» ятпа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен конкурсне, районти тĕп библиотека «Упрар тăван чĕлхемĕре» сочиненисен конкурсне йĕркелесе ирттерчĕç. Культура çулталăкне халалласа районти культурăпа кану центрĕ «Халăх юрри – чун уççи» фольклор фестивалĕпе тĕлĕнтерчĕ. Районти краеведени музейĕ вара «Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчи» пысăк курав йĕркелерĕ», – терĕ вăл.

Çакăн пек ырă та курăмлă ĕçсен хастар йĕркелÿçисене тав турĕ, 1915 çулхи К.В.Иванов çулталăкĕнче те ырă ĕмĕт-шухăшпа, çирĕп  вăй-халпа пуçаруллă ĕçлеме ырлăх-сывлăх та ăнăçу сунчĕ. Тĕрлĕрен уяв-конкурссене  йĕркелесе ирттерме хавхалантарса пынăшăн, çĕнтерÿçĕсене чыслама майсем тупса панăшăн район администрацине те, вĕренÿ пайне те тав сăмахĕ каларĕ.

 – Чăваш чĕлхи пире чăваш пулма кирлĕ, – терĕ Зинаида Петровна хăй самахне вĕçлесе пынă май. – Чăваш çĕр-шывне чăвашла хастарлăхпа юратса аталантарса пыма кирлĕ. Чăвашлăха аталантарма пултаракансем вара – эпир – ачасемпе, халăхпа ĕçлекенсем, ырă та пархатарлă ĕç тăвакансем. Кашни ĕç-пуç еплерех шайра пуласси йăлтах хамăртан килет: эпир мĕнле ĕçленинчен, тăрăшнинчен, хамăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланинчен, хамăрăн гражданла позицие тĕрĕс ăнланнинчен.

Эпир пĕр-пĕр ĕçе тума пуçласан укçа çитменни çине йăвантаратпăр. Анчах та чăвашла шухăшлама, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма, чăвашла юрлама, ачасене чăвашла калаçма вĕрентме, хамăр шухăша чăвашла уççăн палăртма укçа кирлĕ мар – чун тата кăмăл кирлĕ. Чунпа кăмăл хуçисем вара – эпир хамăр.

 – Савăнма та ăс кирлĕ, тенĕ ваттисем. Ырă ĕçсем тумасăр савăнма май çук. Малашне те ырă ĕмĕт-шухăшсемпе, сумлă та пархатарлă  ĕçсемпе савăнса пурăнар, – тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне Зинаида Михайлова.

Малалла тухса калаçакансем те çивĕч ыйтусем тавра калаçрĕç. «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ Геронтий Лукиянович Никифоров чăваш чĕлхине упраса хăварас тесен мĕн-мĕн тумалли çинчен каларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, шкулсенче ачасене чăваш чĕлхине вĕрентмелли сехетсен шутне чакармалла мар, шкул ертÿçисен вĕренÿ планне тĕрĕс суйласа илмелле, „Тăван ен культури” предмета 5-8 классенче интеграци мелĕпе мар, уйрăм предмет шайĕнчех вĕрентмелле, шкулсенче 5 кунлăх эрне çине куçмалла мар, эрнере 6 кунах вĕрентмелле, ачасен те, аслисен те чăваш хаçачĕсемпе журналĕсене çырăнса илмелле, ача сачĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли сехетсем пулмалла, чăваш наци лицейĕпе гимназийĕсене çĕнĕрен уçмалла, хулара та, ялта та урам ячĕсене, учреждени-организаци ячĕсене чăвашла та, вырăсла та чĕлхе саккунĕпе чĕлхе нормисене пăхăнса тĕрĕс çырмалла. Геронтий Лукиянович çакăн пек конференци-семинарсем кашни районтах ирттересси пирки те каларĕ. «Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ…» форум резолюцийĕсене пурнăçа кĕртме пурин те хутшăнмалли çинчен аса илтерчĕ.

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Юлия Елисеевна Анисимова хăйсен шкулĕнче тăван чĕлхене вĕрентмелли ятарлă классем пурри çинчен тата çав классенче чăваш чĕлхи сехечĕсем ытларах пулни çинчен пĕлтерчĕ. «Çакăн пек пилотлă классем хальлĕхе Шупашкар хулинчи виçĕ шкулта çеç-ха», – терĕ вăл. Ун шучĕпе, чăваш чĕлхине вĕрентмелли ятарлă классем уçни усси пур.

Юлия Елисеевна раштавăн 29-мĕшĕнче 14 сехетре Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче Чăваш наци конгресĕ район тата хула шкулĕсенче вĕренекен пултаруллă ачасем валли чăвашла Çĕнĕ çул уявĕ ирттересси çинчен хыпарларĕ, Трак енрен те маттур ачасене яма ыйтрĕ.

Класс тулашĕнчи ĕçсене чăвашлăх сĕмĕ кĕртесси пирки конференцире

Упи шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Вера Вениаминовна Васильева каласа кăтартрĕ. Вăл ачасен пуплев культурине, ăсталăхĕпе пултарулăхне уроксенче кăна мар, класс тулашĕнчи мероприятисенче те аталантармаллине палăртса хăварчĕ. Упи шкулĕнче литература, фольклор, ал ăсти кружокĕсем ĕçленине, шкулти уявсем икĕ чĕлхепе те – чăвашла та, вырăсла та иртнине пĕлтерчĕ.

Паллах, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçасси вăл çыннăн культура шайĕ. Ачасен пуплев культурине аталантарас тĕлĕшпе еплерех ĕçлемелли çинчен Пикшик шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Людмила Анатольевна Тихонова чарăнса тăчĕ. Вĕрентекен шухăшĕпе, хальхи вăхăтра шкул ачисене вырăсла-чăвашла хутăш калаçни таса та илемлĕ, ытарлă калаçма чăрмантарать. Предложенири сăмахсен йĕркине пăсни те пуплев йăнăшĕ шутланать. Вырăсларан чăвашла куçарнă чухне тÿрремĕнех (шухăшне мар, сăмахĕсене) куçарни те пуплеве уçăмлă тумасть. Чăн чăвашла шухăшласа калаçманни те пуплев сăнарлăхне чакарать. Тĕслĕхрен, „Ырă сунса кĕтетпĕр” е „Хапăл тăватпăр” тени сăнарлăрах-и, чуна çывăхрах-и? Паллах, иккĕмĕшĕ. Чăвашăн кашни сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, тарăн шухăшлă çав. Шыв ăсма каякана: „Пушăпа кайса туллипе килмелле пултăр!”, тулли витрепе килекене: „Шывĕ тутлă пултăр!”, мунчана каякана: „Ăшши тутлă пултăр!”, утă çулакана: „Çарану илпеклĕ пултăр, утту тухăçлă пултăр!”, хăнана каякана: „Хăна çулĕ такăр пултăр”, „Çепĕççĕн каласçа ăшшăн юрламалла пултăр!”, „Ыр кăмăлпа кайса ыр кăмăлпа килĕр!”, салтака каякана: „Кайма çулу çу пултăр, килме çулу пыл пултăр!” тенĕ. Çак пуян чĕлхе техĕмне пирĕн ачасене туйтармалла. Таса та илемлĕ калаçма тăрăшакан, сăнарлă сăмах пĕлтерĕшне чунпа туякан çын тăван чĕлхене те юратса хисеплет, ун пахалăхне те хаклама пĕлет.

Красноармейски салинчи „Çеçпĕл” ача сачĕн музыка ертÿçи Надежда Борисовна Николаева паянхи ача сачĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, ача садне çÿрекенсем чăваш чĕлхипе питĕ сахал калаçаççĕ, уявсем те вырăсла иртеççĕ. Мĕншĕн тесен, килте ашшĕ-амăшĕ ачисемпе ытларах вырăсла калаçать, çавăнпа та вĕсен пуплев хăнăхăвĕ çук, тата чăвашла уроксем ирттерме ятарлă программăсем, методика кăтартăвĕсем, курăмлăх хатĕрĕсем, чăвашла юрă-сăвă, вăйă-кулă кĕнекисем çителĕксĕр. Ашшĕ-амăшĕсемпе ыйтăм ирттернин пĕтĕмлетĕвĕ çакна кăтартать: ашшĕ-амăшĕ чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе шутлать, ăна ачасене вĕрентмеллине палăртать. Паллах, ашшĕ-амăшĕ çакна ăнланни – чи кирли.

Конференцире çавăн пекех сумлă та хисеплĕ ентешсем – Чăваш халăх поэчĕ  Юрий Сементер, Трак ен ентешлĕхĕн ертÿçи Алексей Николаевич Львов чăвашлăха аталантарасси çинчен, Трак тăрăхĕнчен тухнă пултаруллă çынсем çинчен каларĕç,  пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, сума суса ĕçлемеллине палăртрĕç.

Республикăра тухса тăракан „Самант” журнал редакторĕ Владимир Васильевич Степанов „Хыпар” хаçат редакцийĕ кăларса тăракан хаçат-журналсемпе, çырăнтару йĕркипе  паллаштарчĕ, „Тантăш”, „Хыпар” хаçатсен, „Самант” журналăн хăш-пĕр кăларăмĕсене конференцие хутшăнакансене салатса пачĕ.

Палăртнă ыйтусене пăхса тухнă  хыççăн конференци малашне ĕçлемелли йышăну туса хăварчĕ. Йышăну тексчĕпе районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ираида Николаевна Антонова паллаштарчĕ. Пухăннисем йышăнăва пурте ырласа сасăларĕç.

Красноармейски администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Иванович Васильев пурне те тав турĕ. „Паянтан эпĕ хамăн ачасемпе те, ĕçтешсемпе те, хулари таванăмсемпе те чăвашла тата та ытларах калаçма тытăнăп. Манăн ĕçтешĕмсем хăйсен ачисемпе, кÿршисемпе, тăванĕсемпе  чăвашла калаçма тытăнччăр”, – терĕ. Кĕскен те витĕмлĕ каларĕ.  

Конференци ăнăçлă иртрĕ. Коференци йышăнăвне пурнăçлас ĕç тата та ăнăçуллă пултăрччĕ.      

Конференци резолюцийĕ

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 1674 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024