Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Чÿк » 30 » Шупашкарта "Раççей чăваш пики" конкурс пуçланать
Шупашкарта "Раççей чăваш пики" конкурс пуçланать
21:56
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Паян "Раççей чăваш пики" конкурса хутшăнакан пикесем Шупашкара çитрĕç. Пурĕ 22 чăваш хĕрĕ çак сумлă конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Иркутск, Тюмень, Самара, Пушкăртстан, Тутарстан, Питĕр, Чулхула тата ытти тăрăхсенчен килнĕскерсем паян хатĕрленÿ тапхăрне пуçларĕç. Вĕсемпе паллă балетмейстерсем, юрăçсем ĕçлеççĕ. Каç еннелле Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕсене тата Чăваш Ен районĕсене конкурсра тивĕçлĕ кăтартас кăмăллăскерсем "Паха тĕрĕ" фирмăра экскурсире пулчĕç. Вĕсем тĕрĕ музейĕпе тата фирма лавккипе паллашрĕç. "Паха тĕрĕ" предприятин ертÿçин çумĕ Маргарита Павлова хĕрсене чăваш тĕррин пуян историне каласа пачĕ, музей экспоначĕсемпе паллаштарчĕ. "Раççей чăваш пики" конкурса килнĕ пикесем кунта чун киленĕçĕ илчĕç. Уйрăмах качча каймалли пĕркенчĕк умĕнче вĕсем чылай çаврăнчĕç, кашнийĕ чăвашсен уйрăмлăхне кăтартакан пĕркенчĕке уртса пăхрĕ. Ыран конкурса килнĕ пикесемпе малалла репетицисем иртĕç. Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи. (Сăнÿкерчĕксем авторăн)

Шел пулин те, Траксем кăçал ку конкурса хутшăнмаççĕ. Настя Козлова,Трак шкулĕнче 9-мĕш класра вĕреннĕскер тата "Трак ен пики-2017" ята тивĕçнĕскер (халĕ Шупашкарта медицина училищинче вĕренет), хутшăнма кăмăл туман.

Миçе çын пăхнă: 10 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 2.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017