Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 26 » Район депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ
Район депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ
16:56
Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 24-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ тăххăрмĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. 
Депутатсем кун йĕркине 10 ыйту кĕртрĕç: 
1. Районăн кăçалхи 9 уйăхри бюджетне пурнăçлани çинчен информаци. 
2. Район депутачĕсен Пухăвĕн "Красноармейски районĕн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен” йышăнăвне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен. 
3. Районăн тĕп хатĕрĕсене тата пурлăх запасĕсене муниципаллă пурлăхран федераци пурлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен. 
4. Районăн пурлăхне муниципаллă пурлăхран ял тăрăхĕсен харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен. 
5. Районăн пурлăхне муниципаллă харпăрлăхран ЧР патшалăх харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен. 
6. Район депутачĕсен Пухăвĕн кăçалхи сентябрĕн 12-мĕшĕнчи ларăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен. 
7. Райадминистрацин муниципаллă служащийĕсене класлă чин парас йĕрке тата ăна сыхласа хăварасси çинчен. 
8. Райадминистрацин пуçлăхĕн класлă чинне çирĕплетесси çинчен. 
9. Район территорийĕнче социаллă ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелештерсе тăрас тĕлĕшпе виçĕ енлĕ комисси туса хурасси çинчен. 
10. Район территорийĕнче РФ Патшалăх Думин улттăмĕш созыври тата ЧР Патшалăх Канашĕн пиллĕкмĕш созыври депутачĕсене кăçалхи декабрĕн 4-мĕшĕнче суйлас тĕлĕшпе 411—434 номерлĕ суйлав участокĕсен йышне кандидатурăсем сĕнесси çинчен.
11. Тĕрлĕрен. 
Кун йĕркинчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш ыйтусемпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Николаева, виççĕмĕш — пиллĕкмĕш ыйтусемпе пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. Петров, улттăмĕш — саккăрмĕш ыйтусемпе юридика пайĕн ертÿçи А. Павлов, тăххăрмĕшпе вуннăмĕш ыйтусемпе райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелÿпе тĕрĕслев тата информаципе тивĕçтерес ĕç управленийĕн начальникĕ В. Иванов тухса каланă. 
Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В. Александров хутшăннă, сăмах каланă.

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=67
Миçе çын пăхнă: 524 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024