Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Çу » 1 » Районсем хушшинчи "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ
Районсем хушшинчи "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ
22:33
Сăн ÿкерчĕк
Ака уйăхĕн 17-27-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекен В.М.Михайлов пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2012: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс иртрĕ.
Вăйă конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура аталанăвĕпе çыхăннăччĕ.
Конкурса пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен 165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 130 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен тата шкулсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:
Красноармейски районĕ – 75 ача (Красноармейски шкулĕ - 33 ача, Карай шкулĕ - 15 ача, Алманч шкулĕ - 11 ача, Трак шкулĕ - 9 ача, Упи  шкулĕ - 6 ача, Пикшик  шкулĕ - 2 ача
Комсомольски районĕ – 15 ача
Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14 ача
Вăрмар районĕ – 11 ача
Канаш хули - 11 ача
Шупашкар хули – 10 ача
Хĕрлĕ Чутай - 6 ача
Элĕк районĕ – 4 ача
Елчĕк районĕ – 4 ача
Етĕрне хули - 3 ача
Çĕрпÿ районĕ - 3 ача
Етĕрне районĕ – 2 ача
Канаш районĕ – 2 ача
Çĕрпÿ хули - 2 ача
Куславкка районĕ - 2 ача
Улатăр районĕ - 2 ача
Муркаш районĕ – 1 ача
Çĕмĕрле хули – 1 ача
Çĕмĕрле районĕ - 1 ача
Республикăмăртан пĕтĕмпе 11 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнчен тата Элкел районĕнчи Хусанкай шкулĕнчен пурĕ 4 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ теме пулать.
Вăйă конкурс оргкомитечĕ 40 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 7 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 14 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 18 ача йышăнчĕ.
Электронлă дипломсене çывăх вăхăтрах (вĕренÿ çулĕ пĕтиччен) ачасен электрон ещĕкĕсене ярса паратăп. Сертификатсене вара çак сайта лартса парăп, вĕсене уçласа илсе тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа хăвăрăн çаптармалла пулать. Чи маттур вĕрентекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Тав хучĕпе саламлăпăр.
Вăйă конкурса тепĕр çул та ирттерме шутлатпăр. Ун çинчен маларах - 2013 çулхи пуш уйăхĕнчех пĕлтерĕпĕр.

Тĕрĕс хуравсем (8-9 кл.)
Тĕрĕс хуравсем (10-11 кл.)
Миçе çын пăхнă: 522 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024