Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Раштав » 2 » С.Л.Молотков текех район администрацийĕн пуçлăхĕ мар
С.Л.Молотков текех район администрацийĕн пуçлăхĕ мар
16:45
Сăн ÿкерчĕк

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен улттăмĕш созыври Пухăвĕн черетсĕр çирĕм иккĕмĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем И. Николаевпа В. Селиванов, район прокурорĕ Н. Муллин, ĕç тăвакан влаçăн территори, федераци тата республика ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Трак енри вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсем хутшăнчĕç. Ларура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Унта тĕп ыйту — район администрацийĕн пуçлăхĕн С. Молотковăн заявленине пăхса тухасси пулчĕ. Сергей Львович хăйĕн полномочийĕсене срок çитиччен татма пулнă. С. Молотков кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен хăйĕн полномочийĕсене срок çитиччен татма пулса заявлени çырнă. Вăл депутатсем умĕнче сăмах илсе, районшăн хăйпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçленисене чĕререн тав турĕ. Нумай ĕç тунă, анчах та пурнăçламалли ĕçсем татах та чылай. Çитес тапхăрта район умĕнче питех те пысăк тĕллевсем тăнине — çитес çулхи пуш уйăхĕнче Раççей Президенчĕн суйлавĕ пулмаллине, 2018 çулхи июньте Трак тăрăхĕнче Республика кунне ирттермеллине палăртрĕ. Вăл хăй ĕçленĕ вăхăтра районта Республика кунне ирттерессипе çыхăннă ĕçсене çуркуннех пуçланă пирки каларĕ. Çак мероприятине çỹллĕ шайра ирттерес тесе мĕн пур проектсене хутшăнма тăрăшнă терĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ О. Димитриев С. Молотков çак тивĕçе икĕ çул ытларах пурнăçланине палăртрĕ. Çак хушăра вăл мĕн пур ĕçне район пуласлăхĕшĕн панă. Пысăк яваплă ĕçшĕн ăна тав турĕ, малашнехи кун-çулĕнче ăнăçу сунса алă тытрĕ. Депутатсен ячĕпе А. Львов тухса калаçрĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕ И. Николаев сăмах илсе С. Молотков ăста ертỹçĕ пулнине, тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарнине, вĕсемшĕн явап тытма пултарнине палăртрĕ. Депутатсем С. Молотковăн заявленине пĕр саслă пулса (иккĕн тытăнса тăнă) йышăнчĕç. Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникне Я. Григорьева шанчĕç. Юлашки ыйтупа депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма конкурс ирттермелли йĕркен положенине çирĕплетрĕç.

М. Евграфова.

Миçе çын пăхнă: 350 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024