Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Çурла » 25 » Шкул ачасемшĕн иккĕмĕш кил пултăр
Шкул ачасемшĕн иккĕмĕш кил пултăр
14:52
Сăн ÿкерчĕк
Шкулсенче юлашки шăнкăрав сасси янăрани хăлхарах-ха. Анчах вăхăт калама çук хăвăрт шăвать. Паян календарьте çурла уйăхĕ пырать. Апла пулсан районти вĕренÿ учрежденийĕсене 2012—2013 çулсенчи тапхăра еплерех хатĕрленине тĕрĕслеме те вăхăт. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Трак енри шкулсене яваплă тапхăра мĕнлерех хатĕрленине тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă йышăну кăларнă, комисси туса хунă. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ И. Степанов ертсе пырать. Çав йыша вĕрентÿ пайĕн, муниципалитетсем хушшинчи "Цивильский" пайăн районти полици уйрăмĕн, Роспотребнадзорăн, Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн ЧР пушар хуралĕн управленийĕн районти пушар хуралĕн, культура пайĕн физкультурăпа спортшăн яваплă ĕçченĕсем кĕреççĕ. Хăш-пĕр шкулсенче тĕрĕслевре çак йĕркесен авторне те пулма тÿр килчĕ.

Яла комплекслă аталантарас программăна лекнĕ 

Пирĕн ушкăн малтанах Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çитрĕ. Юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕç-хĕл пирки шкул директорĕ А. Соловьева хаваспах каласа пачĕ. Кăçал Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ республикăри ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарас тĕлĕшпе пынă конкурсра çĕнтернĕ. Çавна май ун тăрăх вырăнти шкулта чылай юсав ĕçĕсем ирттерме май килнĕ. "Пысăк пулăшу пулчĕ çав укçа-тенкĕ, — тет Альбина Геннадьевна. — Эпир кĕске вăхăтрах пире чылай çул канăç паман шывпа ăшă системине, канализацие çĕнетсе улăштарма пултартăмăр. Халĕ водонагревательсем урлă крансене вĕри шыв пырать. Паян Шупашкарти "АлексСервисСтрой", "Фаворитстрой" пĕчĕк предприятисем чÿречесене пластик кантăксемпе улăштараççĕ, алăксене çĕнетеççĕ. Кунсăр пуçне бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе (13 пин тенкĕ) пĕтĕмпех сăрă, столовăй валли тĕрлĕ хатĕрсем туянтăмăр. Кăçал, авă, ачасене ларма-канма, хĕвелтен пытанма, пушă вăхăта меллĕ ирттерме çĕнĕ беседка та туса лартрăмăр. Юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Пантелеймонов та интересленсех тăчĕ."
Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 63 ача партăсем хушшине лармалла. Çак йыша 15 педагог (3-шĕ совместительствăпа) тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани памалла. Физика учителĕ çитмест, заявка панă. Вĕренÿ кабинечĕсем тăрăх çÿретпĕр. Вĕсенче таса та çутă, сăрă шăрши çеç сăмсана çурать. Пуçламăш классен, музыка кабинечĕсем валли çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. 
Юлашки çулсенче çĕр-шыври чылай шкулсемпе шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче пулнă инкек-синкексем комисси членĕсене пушар хуралĕн ыйтăвĕсене мала хума хистерĕç. Çавна май вĕсем пушар щичĕсене, огнетушительсене, пушар резервуарне, сигнализацие, электрохуçалăха тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Çакна палăртмалла: эпĕ пулнă вĕренÿ учрежденийĕсенче кашнинчех инкек-синкек сиксе тухас пулсан (ун пекки ан пултăрччех) районти пушар хуралне чĕнсе илме сотовăй çыхăну урлă май туса панă. 
Комисси членĕсем, пĕр шухăшлă пулса, шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнчĕç.
Асăннă программăпа килĕшÿллĕн кăçал райцентрти "Звездочка" ача- пăча садне те тĕпрен юсанă. Çавна май çуртăн тăррине улăштарнă, палăртнă ытти ĕçсене пурнăçланă. Кăна валли республикăпа вырăнти бюджетсенчен 600 пин ытла тенкĕ (çурмалла) пăхнă пулнă.

Халĕ вара çав программăпах ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн райцентрти Спорт çуртне юсас ĕç пырать. Унта эпир вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе М. Голубевпа пулса куртăмăр. Пире ДЮСШ директорĕ В. Моисеев кĕтсе илчĕ. Паян кунта Элĕкри МСОн юсав бригади тăрăшать. Владимир Валерьянович кăмăллă строительсен ĕçĕпе."Чÿрече рамисем çĕрĕшнĕччĕ. Çавна май çумăр çапса çунă чухне стенасем тăрăх шыв анатчĕ. Халĕ вĕсене пластикăлла кантăксемпе улăштартăмăр. Урайне тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Пĕр сăмахпа, физкультурăпа спорта кăмăллакансене çĕнĕ сезонта çĕнетнĕ Спорт çурчĕ кĕтсе илĕ. Кунта тренировкăсене çÿреме, сывлăха çирĕплетме, ÿт-пĕве тĕреклетме условисем çителĕклĕ пулаççĕ, ” — терĕ вăл. 

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă 

Яманакри пуçламăш шкула Елена Николаевна Львова ертсе пырать. Кăçал кунти 1—4-мĕш классене 16 ача (вĕсенчен 4-шĕ — пĕрремĕш класа) килмелле. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнче икĕ воспитатель ĕçлемелле. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă темеççĕ-и? Шкула тĕп тапхăра хатĕрлесе хăйсем палăртнă ĕç-хĕле туса ирттернĕ. Бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕне пĕтĕмпех тăкакланă. Кунсăр пуçне çак тĕллевпе ытти çăл куçсемпе те усă курнă.Туалет алăккисене улăштарнă, стенасене сăрланă, çĕнĕ водонагреватель туяннă. Çурта электричество вăйĕпе хутса ăшăтмалла яманаксен. 

Ĕç-пуç лайăх енче 

Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕнче Г. Игнатьева ĕçлеме тытăнсан ĕç-пуç чылай лайăх енне улшăннă. "Çак тапхăрта эпир вĕренÿ кабинечĕсенчи сĕтел-пукансен пысăк пайне çĕннисемпе улăштарма (80 пин тенкĕлĕх) май тупрăмăр, ăшă системипе, канализаципе чылай ĕçлерĕмĕр. Паян химипе физика кабинечĕсене пăрăхран шыв пырса тăрать. Столовăйĕнче смеситель лартрăмăр, сивĕтекен камера туянтăмăр. Сивĕ тата вĕри шыв ыйтăвне татса патăмăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене икĕ хутчен вĕри апат çитерме палăртатпăр. Кăçал пĕрремĕш класа 6 ача килмелле, хатĕрленÿ ушкăнĕнче 15 пепке пулмалла, " — тет Галина Николаевна. 
Çакна шкул тăрăх çÿренĕ май хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Чатукассисем укçа-тенкĕне шутлама пĕлеççĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан шкул спортзалĕн алăкĕсем ял çамрăкĕсем валли яриех уçă. Вĕсем кунта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме те май тупаççĕ. Кăçал хĕрсемпе каччăсем шкул дирекцине юсав ĕçĕсем ирттерме хăйсенчен укçа пухса панă. Çакна ырламалла кăна. 

Ырă улшăну палăрать 

Алманч вăтам шкул директорĕ О. Димитриев та çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе уйрăм ĕç туса ирттернине палăртать. Кăçал 100 ача партăсем хушшине лармалла. Кунсăр пуçне шкул çулне çитмен ушкăна 10 ача çÿремелле. Вĕренÿ кабинечĕсенчи сĕтел-пуканăн 80 процентне çĕннипе улăштарнă. Шыв системине, душевойсене пăхса тухнă, ăшă системине пусăм вăйĕпе тĕрĕсленĕ. 

Ĕмĕчĕсем пĕчĕк мар 

Шывпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул кăçал 40 ачана йышăнмалла, хĕрсемпе каччăсем 2 корпусра вĕренмелле. Вĕсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çакăнта шкулăн яланхи тусĕ А. Михайлов спонсорла пулăшу кÿнĕ. Пире çултан-çул çуртсене хутса ăшăтас ыйту канăçсăрлантарать, — тет шкул директорĕ З. Егорова. — Чылай чухне çĕр кăмрăк пахалăхĕ тивĕçтермест, çавна май хĕллехи шартлама кунсенче кабинетсенче температурăна пĕр пек тытса тăма питех те хĕн. Кăçал шкула çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтас тĕлĕшпе ĕçсем вырăнтан хускалчĕç темелле. Халĕ унăн проектне "Цивильскмежрайгаз" предприятине çитернĕ. Шкул таран асфальтлă çул çитересси те, çĕрĕшнĕ чÿрече рамисене пластикăлла кантăксемпе улăштарасси те ĕмĕтре. Столовăй валли çĕнĕ холодильник, компьютерсем валли креслосем туянтăмăр." 
Шывпуçсем кĕркуннехи-çуркуннехи йĕпе-сапаллă вăхăтра физкультура урокĕсене шкул коридорĕнче ирттернĕ. Халĕ çавна май çывăх вăхăтра ятарласа спорт пÿлĕмне ĕçе кĕртме пăхаççĕ. Шкул дирекцийĕ столовăйне хăйсем çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшать. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсем "иккĕмĕш çăкăр" пухса кĕртме вĕренекенсенчен пулăшу ыйтманран кăçал çĕр улми лаптăкне самаях пысăклатнă. 

Пĕлÿ кунĕччен ĕлкĕрмелле 

Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул дирекцийĕ яваплă тапхăра хатĕрленсе уйрăм ĕçсем туса ирттернĕ пулин те, Пĕлÿ кунĕччен пурнăçламалли те чылай-ха. Именкассисене тахçанах шыв ыйтăвĕ канăç памасть. Ялта шыв насусĕ йĕркеллĕ ĕçлемест, пăрăх та тĕллĕн-тĕллĕн шăтса пĕтнĕ. Çавăнпа та çуллахи кунсенче икĕ сехет хушши кăна шыв параççĕ, ун чухне ирĕксĕртен ăна савăт-сапана тултарма тивет. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан вара?
Шкул çурчĕн ум стенине хăйсен вăйĕпех çирĕплетме пултарнă кунта. Анчах тăрă юсав ĕçĕсем ыйтать. Канализаци ĕçĕсене районти "Уют-монтаж" организаци пурнăçланă, ĕçе тĕпрен вĕçлемен пирки спортзал урай хăмисем хальлĕхе хăйпăтнипех выртаççĕ. Туалетпа душевойра та тумалли чылай. Вырăс, истори кабинечĕсене урамран çутă сахал кĕрет, çавăнпа та чÿрече умĕнче ÿсекен хурăнсене касмалла. Физика кабинетĕнчи линолеума та улăштармалла. Юрă урокĕсене ирттерме ятарлă педагог кирлĕ. 
Комисси асăннă çитменлĕхсене пĕтерсен кăна шкула йышăнма пулчĕ. Августăн 7-мĕшĕнче комисси членĕсем именкассисем патне тепĕр хут çитрĕç, укçа-тенкĕпе çыхăнман ĕçсене тунине палăртрĕç. 

Вĕрентĕве лайăхлатас тĕлĕшпе 

Кăçал Трак енре вĕрентĕве çĕнетсе лайăхлатмалли программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Пикшик тата Еншик Чуллă вăтам шкул çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме пăхнă. 
— Çакăн пек юсав ĕçĕсене тахçантанпах кĕтнĕ эпир, — тет Пикшик шкул директорĕ А. Гаврилов.— Хăвăрах шутлăр-ха, шкула хута янă хыççăн кунта чĕрĕк ĕмĕр хушши пысăк юсав ĕçĕсем вуçех туман. Пире уйрăмах çуртăн тăрри шыв яни канăç памастчĕ. Ку паян кун та хăш-пĕр вĕренÿ кабинечĕсене кĕрсен яр уççăн палăрать. Çак эрнере строительсем (унта эпир августăн 7-мĕшĕнче пултăмăр) тăрă çинчи юсав ĕçĕсене вĕçлеççĕ. Тавах вĕсене. Кунсăр пуçне пирĕн алăксем улăштармалла. Пĕлÿ кунĕччен шкул çулне çитмен ушкăнти ачасен пÿлĕмне хатĕрлесе çитермелле. 
Анатолий Ивановича çавăн пекех Пикшик ялĕнче шывпа тивĕçтересси кирлĕ пек пулса пыманни, шкулта унăн пусăмĕ пĕчĕк пулни шухăшлаттарать. Кăçал вĕренекенсене икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтермелле. Çавна май столовăйĕнче те сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Холодильникпе сивĕтекен камера çĕнĕрен туяннă. 
Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пикшиксен 96 ача парта хушшине лармалла (вĕсенчен 7-шĕ — пирвайхи хут). Физика учителĕ çитмест, заявка панă. 
Асăннă программăпах Еншик Чуллă вăтам шкулне тума федераллă бюджетран 1719300, район бюджетĕнчен 429800, каярахпа тата 200 пин тенкĕ уйăрнă. "Çак тапхăрта пурте пĕр тĕллевпе вăй хурса çĕрĕшнĕ чÿречесене пластик кантăксемпе улăштартăмăр, — тет шкул директорĕ Т. Беззубова . — Пĕтĕмпе 123 кантăк. Лартни — пĕрре. Ун хыççăн кантăк аяккине (откосне) шкукатурка тумалла, пахалăхне лайăхлатма гипсокартон çыпăçтармалла, шпаклевка туса сăрламалла. 
Татьяна Александровна ĕç-хĕлпе малалла паллаштарать. Столовăйĕнче чылай ĕç тунă. Шалти канализацие тĕпрен юсанă. Пĕр сменăра 60 ача тата 10 персонал апатланмалла. Чашăк-кашăк çитет. Спортзалта çутă та таса. Кунта вĕренекенсем валли душевойсем тăвас ĕç тăрать. 
"АлексСервисСтрой" ООО ĕçченĕсен, килĕшÿре пăхнă пек, çывăх кунсенче штукатурка ĕçĕсене вĕçлемелле. Вара педагогсен хăйсене çирĕплетсе панă кабинетсене, техслужащисен коридора, пурте пĕр пулса спортзала çуса тасатса сăрламалла. Комисси членĕсем çавăн хыççăн шкулта тепĕр хут пулма пулчĕç. 

Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ малта 

Паллах, паян укçа-тенкĕсĕр нимĕнле юсавпа строительство ĕçĕсене те тума çук. М. Голубев палăртнă тăрăх, çĕнĕ 2012—2013 вĕренÿ çулне хатĕрленме, шкулсенче вак-тĕвек ĕçсем тума вырăнти бюджетран 406900 тенкĕ, çав шутран Тракпа Красноармейски вăтам шкулĕсене 100-шер пин, Алманч, Мăн Шетмĕ, Карай, Упи, Пикшик, Еншик Чуллă шкулĕсене 25 пин, Именкасси, Кĕçĕн Шетмĕ, Чатукасси шкулĕсене 13 пин, Шывпуçпе Яманак шкулĕсене 12900 тата 5 пин тенкĕ çитерсе панă. 
Кунсăр пуçне районти шкулсем кăçал физкультурăпа спорт ĕçне лайăхлатас, çавна май спортзалсемпе стадионсем, площадкăсем валли спорт хатĕрĕсем туянас тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен уйăрнă 600 пин тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă. 
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Чатукассипе Шывпуç шкулĕсене, Красноармейски вăтам шкулĕн Янкасри филиалне ( кунта шкул çулне çитмен ушкăна тытаççĕ) газпа хутса ăшăтмалла тума, блочнăй котельнăйсем лартма пăхаççĕ. 
Трак вăтам шкулĕн столовăйне çывăх вăхăтрах 1 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани килмелле. 
Кăçал районти шкулсем ачасемшĕн чăнах иккĕмĕш кил пуласса нимĕн иккĕленмелли те çук. 

Ача сачĕсен — хăйсен ыйтăвĕсем 

Августăн 9-мĕшĕнче комисси членĕсем районти ача-пăча сачĕсем (Трак енре вĕсем 6) тĕп тапхăра мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесе тухрĕç. 
Çу кунĕсем — юсав ĕçĕсем ирттермелли чи лайăх вăхăт. Çавăнпа та паян "Чебурашкăра" пĕчĕккисен икĕ ушкăнне кăна йышăнаççĕ, авăн уйăхĕнчен тăватă ушкăн ĕçлемелле. Çак тапхăрта кунта шалти тата тулти шыв системине тĕпрен çĕнетме пултарнă. Кунта спонсорсен пулăшăвĕпе те усă курма май килнĕ. Ача сачĕн коллективĕн ашшĕ-амăшĕсемпе тытакан çыхăнăвĕ çирĕп. Авă вĕсем территори тавра вĕр çĕнĕ карта тытма пулăшаççĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвне тивĕçтерсе медкабинет валли тĕрлĕрен оборудовани туяннă, кĕçех лицензи илес тĕллевлĕ. 
"Çеçпĕлĕн" туслă коллективĕ пĕр пулса умри тĕллевсене татăклăн татса пама тăрăшать. Çуртăн тăрринче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, кухньăпа ача сачĕн пĕрремĕш хутри коридорне юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ светильниксем çакнă. Хальлĕхе кунта медицина сестрин вырăнĕ пушă. 
Упири "Парăс" ача садне хута янăранпа çитес çулхи январь уйăхĕнче чĕрĕк ĕмĕр çитет. Унтанпа кунта тĕп юсав ĕçĕсем вуçех ирттермен. Çавăнпах çурт тăрринчен шыв анать, путвалти шывпа канализаци ситемисем шыв яраççĕ. Анчах коллектив йывăрлăхсем умĕнче чарăнса тăмасть. Укçа-тенкĕ тупса туалетсене, прачечнăя, ытти пÿлĕмсене сăрлама май çитернĕ, çĕнĕ тимĕр алăксем лартнă. Авăн уйăхĕнчен виçĕ ушкăн йышăнма пăхаççĕ.
Мăн Шетмĕри "Хĕвелĕм" ача сачĕн коллективне иртнĕ çулхи июль уйăхĕнчен Л. Николаева ертсе пырать. Людмила Ивановна та умри йывăрлăхсем çинчен каласа пачĕ. Шыв ыйтăвĕ канăç памасть, чылай чухне унăн пусăмĕ пĕчĕк. Хальлĕхе пĕр ушкăн кăна ĕçлет. Çавна май теприн пÿлĕмĕсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсем тума май килнĕ. 
Кĕçĕн Шетмĕри "Çăл куçе" вăхăтлăха хупнă. Кунта канализаци улăштарма палăртаççĕ. Çак ĕçе "АлексСервисСтрой" ĕçченĕсене явăçтарма пăхаççĕ.

Ю.Борисов ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 700 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024