Шкулсенче - пĕрремĕш шăнкăрав - 1 Сентября 2010 - Трак Ен

 
Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 55

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 1 » Шкулсенче - пĕрремĕш шăнкăрав
Шкулсенче - пĕрремĕш шăнкăрав
13:45
Сăн ÿкерчĕк

Районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлÿ кунĕнче шкул партти хушшине 1837 ача ларчĕ. Вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут. 

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Александров салари иккĕмĕш номерлĕ шкулта пулчĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламларĕ. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса чысларĕ. Савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ С.М.Николаева тата районти педагогика ĕçĕн ветеранĕсен организацийĕн ертÿçи Л.Г.Григорьев тухса саламлă сăмах каларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава кăçал вунпĕрмĕш класра вĕренекен Миша Фризенпа пĕрремĕш класс вĕренекенĕ пачĕç.

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ  Ю.А.Васильев пулчĕ, вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш шăнкаравĕ янăранă ятпа саламларĕ. Линейкăра хăйсен салам сăмахне гимнази директорĕ Г.И.Юлмасова тата шкулти попечительсен совечĕн председателĕ И.В.Дмитриев каларĕç. Шкулти чи лайăх вĕренекенсене Мухтав хучĕпе чысларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав сассине кăлараканни кăçал Галина Илларионовна Юлмасова пулчĕ. 

Районти пур шкулта та Пĕлÿ кунне халалланă уяв йĕркеллĕ те савăнăçлă иртрĕ.

Миçе çын пăхнă: 132 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]

Русская версия | English


Кĕмелли форма
E-mail:
Пароль:

2011 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 91 çулта

Красноармейски районĕ - 76 çулта

Чăваш телевиденийĕ - 50 çулта

Яков Ухсай - 100 çулта 

Космонавтика çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ - Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010-мĕш çулхи стипендиачĕ, Редактор - Михайлов Виталий
Copyright alex-net © 2012