Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Юпа » 31 » Шупашкарта ЧНКан X Аслă Пухăвĕ иртнĕ
Шупашкарта ЧНКан X Аслă Пухăвĕ иртнĕ
21:20
Сăн ÿкерчĕк

Уставпа килĕшÿллĕн регионти тата вырăнти Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕсенчен квота тăрăх пурĕ 320 делегат суйланнă. Аслă Пухăва пурĕ 285 делегат тата 160 хăна килчĕç. Вĕсем пурĕ 30 регионтан пуçтарăнчĕç. Виçĕ делегаци ют çĕршывран килнĕ: Беларуç, Эстони тата Украина. Çавна май Аслă Пухура кворум çителĕклĕ пулчĕ.

Чăваш наци конгресĕн хальчен ирттернĕ Аслă Пухăвĕсене хутшăннине пăхсан - хальхи делегатсенчен 46,3 % хутшăннă, 53,7 -хутшăнман.

Мандат комиссийĕ конгреса малашнехи ĕçре çапла сĕнÿ парать: ЧНК Уставĕн 4.10.2. статйипе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче конгресăн регионти пĕр уйрăм кăна йĕркелесе ĕçлессине, чăвашсен ытти общество пĕрлешĕвĕсем çак регионти уйрăмăн тытăмне кĕмеллине шута хумалла.

Х Аслă Пуху çÿллĕ шайра иртрĕ. Кун пирки делегатсемпе хаклă хăнасем те каларĕç. Чăваш наци конгресĕн тăватă çулхи ĕçĕ-хĕлне Николай Угаслов президент хăйĕн 34 минут тăсăлнă докладĕнче тĕплĕн тишкерсе каласа кăтартрĕ. Унăн докладне ЧНК пресс-служби хатĕрленĕ фото тата видеоматериалсем пуянлатрĕç. Доклада сÿтсе явнă çĕре пурĕ 19 делегат хутшăнчĕ: Тюмень, Иркутск, Тутарстан тата ытти регионсенчен, Крым Республикинчен. Пĕтĕмĕшле ЧНК тăватă çулта тунă ĕçе çителĕклĕ тесе хакларĕç.

Пуху мĕнле иртни çинчен ЮТВ канал ÿкернĕ видеоматериала часах сайта лартăпăр. Хальлĕхе Сувар ТВ тухса калаçакансене çырса илнĕ видеверсипе çырлахма тивет. Вăл пирĕн сайтра тата социалла сайтсенчи пирĕн ушкăнсенче пур. Фоторепортажа çав куннех вырнаçтарнăччĕ.

Х Аслă Пухăвĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - ЧНК президентне суйласси пулчĕ. Делегатсем хушшинче виçĕ кандидата сĕнчĕç: Николай Угаслов, Анатолий Ухтияров тата Олег Мустаев. Олег Мустаев хăйĕн кандидатурине сирчĕ. Икĕ кандидатран уçă сасăлавпа Николай Угаслов çĕнтерчĕ. Уншăн пурĕ 283 делегат сасăларĕç, Анатолий Ухтияровшăн -2 сасă пулчĕ. Çапла майпа Николай Федорович Угаслов иккĕмĕш хут президента суйланчĕ.

Аслă Пуху Мăн Канаш пайташĕсене те çĕнĕрен суйларĕ. Вĕсен шучĕ иртнĕ 8-мĕш пухура 102 çын пулнă пулсан - халĕ 105 пайташа çитрĕ. (Списокне хамăр сайта вырнаçтарăпăр) Аслă Пухăва вĕçленĕ хыççăн çĕнĕрен суйланнă Мăн Канаш пайташĕсем президент çумĕсене палăртрĕç. Вĕсем 5-ĕн пулчĕç. Пĕрремĕш çумĕ - Валерий Клементьев, вице-президентсем: Олег Мустаев, Анатолий Ухтияров, Петр Ивантаев тата Владимир Тяпкин. Çавăн пекех Мăн Канаш пайташĕсенчен куллен ĕçлекен президиум палăртрĕç. Унта пурĕ 24 хастара çирĕплетрĕç. (Списокне сайта вырнаçтарнă та ĕнтĕ)

Юлашкинчен çакна калас килет. ЧНК юбилейĕпе çыхăннă ĕç-пуçа пирĕн хастарсем тивĕçлĕн хатĕрлесе ирттерчĕç. Уншăн пурне те тав! Кунта кĕнеке кăларни те ( авторĕ - А. Леонтьев), фильм хатĕрлени те ( авторĕ эпĕ, Зоя Яковлева) тата ытти пысăк ĕçсем.

Хăш-пĕрисем Аслă Пуху хыççăнах анлă статья вырнаçтарманшăн ÿпкелеççĕ те пуль...Анчах та Аслă Пухупа çыхăннă пĕтĕм материала сайта вырнаçтарса сире паллаштарсах тăма тăрăшатăп. Конгресс тытăмĕнче ĕçлесе курманнисем кăна ăнланмаççĕ çакна. Кунта такам та пулма тивет: видеоператор, фотограф, хаçат редакторĕ, хăнасе кĕтсе илсе вĕсене тимлĕ итлесе ăсатса яраканни те тата ытти те...

 Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Хамăртан: Красноармейски районĕнчен Аслă Пухăва çаксем делегат пулса хутшăннă: Осипова Р.М. - район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ, Михайлова З.П. - ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи, Прокопьев И.А. - Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ертÿçи, Ершов Н.Г. - Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хисеплĕ председателĕ, поэт-çыравçă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Молотков С.Л. хăна пулса хутшăннă. Сăмах май, Михайлова Зинаида Петровнăна ЧНКан Мăн Канаш йышне кĕртнĕ. Саламлатпăр!

Миçе çын пăхнă: 13 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017