Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Пуш » 27 » Шупашкарта "Кĕмĕл сасă" иртрĕ, анчах Трак енрен никам та пулмарĕ. Мĕншĕн-ши?
Шупашкарта "Кĕмĕл сасă" иртрĕ, анчах Трак енрен никам та пулмарĕ. Мĕншĕн-ши?
19:31
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче регионсем хушшинчи "Кĕмĕл сасă" фестиваль ирттерчĕ.

ЧР Культура министерстви, чăваш эстрада артисчĕсен союзĕ, "Чăваш ен ахахĕсем" фестивале йĕркелекенсем те ку паллă та пĕлтерĕшлĕ уявран айккинче юлмарĕç. Фестиваль чăннипех те анлă та курăмлă иртрĕ. Пурĕ вун икĕ регионти чăваш çамрăкĕ çак конкурса килсе çитрĕ. Чăваш Енри районсемпе хуласенчен те "Кĕмĕл сасă" фестивале яш-кĕрĕм хастар хутшăнни палăрчĕ. Пурĕ вăтăр сакăр çамрăк чăваш эстрада юррине юрлас ăсталăха кăтартрĕ. Ытти çулхипе танлаштарсан ку пысăк çитĕнÿ темелле. Кăçал конкурс положенипе пĕччен юрлас номинаци çумне "ушкăнпа юрласси" çĕнĕлĕх те пулчĕ.

Кăнтăрла 11 сехетре конкурс пуçланчĕ. Фестивале хутшăнакан çамрăксене саламлама ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Культура министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев çитрĕç. Вĕсем яш-кĕрĕме чăваш юррине çÿллĕ шайра кăтартма ăнăçу сунчĕç.

Конкурс хĕрÿ те кăмăллă иртрĕ.

Тÿресен йышĕнче юрă-кĕвĕ ăсталăхĕн маçтăрĕсем: РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Станислав Кондратьев профессор, ЧР халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Константин Ефремов тата ытти сумлă çынсем пулчĕç. Жюри председателĕ пулса конкурса ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Клементьев йĕркелесе пычĕ.

Каçхине вара филармонире иртекен гала -концертра, конкурса хутшăннă чăваш юрăçисен ăсталăхне зал тулли халăхăпа пĕрле пĕтĕмлетрĕç.

Концерт пуçланиччен уява килнисене Шупашкар районĕнчи "Кăмăл" çемье ансамблĕ, Елчĕк районĕнчи Патриккел халăх хорĕ тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти "Шур çăл" юрă ушкăнĕсем савăнтарчĕç.

Чăваш наци радиовĕнче тăрăшакан Ирина Лампасовăпа Алексей Иванов уява кăмăллă ертсе пычĕç. Вĕсем гала-концерта пуçлама сцена çине ЧНК Президентне Николай Угаслова, ЧР Культура министрĕн çумне Вячеслав Оринова тата жюри председательне Валерий Клементьева чĕнчĕç. "Кĕмĕл сасă-2016" фестивальте юрăçсен ăсталăхне сумлă жюри пĕтĕмлетнĕ тăрăх çакă паллă пулчĕ:

Гран-прине тата ЧНК Президенчĕн парнине, тухъяна Хĕрлĕ Чутай пики Наталия Сергеева çĕнсе илнĕ.

Пĕччен юрлакан юрăçсенчен пĕрремĕш вырăна Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хулинчен килнĕ Карина Тимофеева тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш вырăна Пенза тăрăхĕнчи Неверкино районĕнчен килнĕ Виктория Серафимова тата Тутарстан Республикинчи Аксу районĕнчен килнĕ юрă ăсти Анжелика Еремеева пайланă.

Пĕччен юрлакан юрăçсенчен виççĕмĕш вырăна каллех икĕ юрăç йышăнчĕ: Иркутск облаçĕнчи Балаган районĕнчен килнĕ Инна Яковлева тата Муркаш район хĕрĕ Елена Филиппова.

Ушкăнпа юрлакан юрăçсенчен пĕрремĕш вырăна Шупашкар хулинчи Юлия Макеевăпа Павел Васильев, иккĕмĕш вырăна Самартан килнĕ йĕкреш Антонинăпа Татьяна Сашинăсем тухрĕç.

Виççĕмĕш вырăна вара Челябинск хулинчен килсе çитнĕ Артемийпе Катерина Тельцовсем тивĕçлĕ пулчĕç.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем конкурса килнĕ кашни çамрăкăн ăсталăхне тĕрĕс хаклама тăрăшса дипломантсене те палăртрĕç.

Ямалпа Ненец автономи округĕнчен инçе çула кĕскетсе килнĕ Виктория Иванова, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Екатерина Шепелева, Мурманскранах çитнĕ Дина Агеева, Куславкка каччи Радий Чернов тата Шупашкар хулине хÿтĕлекен Михаил Иванов дипломантсем пулса тăчĕç.

"Кĕмĕл сасă-2016" фестивальте " Чи çепĕç саслă юрăç" хисеплĕ ята Çĕрпÿ пики Елена Арсентьева, "Чăваш юррин пуянлăхне уçса паракан юрăç" ята Улатăр район хĕрĕ Мария Храмова, "Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç" - Екатеринбург хулин чăвашĕсемшĕн килнĕ Артемий Тельцов, "Куракансем килĕштернĕ юрăç" ята Оренбург тăрăхĕнчи чăваш каччи Александр Максимов çĕнсе илчĕç.

Куракансемпе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасем фестиваль çÿллĕ шайра иртнине, чăваш эстрада юррин пуласлăхĕ лайăххине , çамрăксенче пысăк шанăç пуррине палăртрĕç.

Уйрăмах регионсенчи чăвашсен халĕ юрлас ăсталăх хăпарни палăрать.

ЧНК хастарĕсем, "Кĕмĕл сасă" фестивале йĕркелекенсем Раççейри чăваш автономийĕсене, районсенчи ЧНК уйрăмĕсене, конгресăн тусĕсене, паллă чăваш эстрада артисчĕсене çак уява тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

"Пĕрлĕхре - вăй"- тет ЧНК Президенчĕ Николай Федорович Угаслов.

Чăн та, пурте пĕрле тăрăшсан чăваш культурине, чĕлхине аталантармалли тата та ырă ĕçсем тăвăпăр-ха.

Пĕрле пулар, чăвашсем!

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

(сăнÿкрчĕксене "одноклассникинчи" "Чăваш наци конгресĕ" группăра курма пулать

Миçе çын пăхнă: 448 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024