Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Юпа » 23 » Тăван чĕлхе пуласлăхĕ - ачасенче
Тăван чĕлхе пуласлăхĕ - ачасенче
20:49
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕсене тухăçлă ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси, пĕр-пĕринчен çĕнĕрен çĕнĕ технологисене алла илсе пырасси, вĕренÿ ĕçĕнче усă курмалли мультимеди хатĕрĕсене курса пахаласси, пĕр-пĕрин уçă урокĕсене хакласси, малашнехи ĕçре ырă сĕнÿсем парасси вĕсемшĕн – пархатарлă ĕç. Çак ырă та сумлă ĕçе туса пыраççĕ те ĕнтĕ тăван чĕлхене чунтан юратакансем.

Акă, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Упи шкулĕнче «Тăван чĕлхе урокĕсене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ ыйтнă пек йĕркелесе ирттересси» темăпа черетлĕ лару пулчĕ. Ларăва хутшăнакансем Упи шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен урокĕсене итлерĕç, вĕсене тивĕçлĕ хак пачĕç. Светлана Валерьяновна Петрова 6 класра Антип Николаевăн «Юра асламăшĕ» калавĕ тăрăх «Ватă çынна ăшă сăмах кирлĕ» темăпа воспитани ыйтăвĕсене анлă çутатса паракан пуян содержаниллĕ урок ирттерчĕ. Ачасем калав содержанине ăнланса пурнăçпа çыхăнтарма пĕлни, хайлав темипе тĕп шухăшне хăйсем тĕллĕн палăртма пултарни, сăнарсене тĕрĕс хак пама тăрăшни, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, хăйсен шухăшне уççăн каласа кăтартни, ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне уçса пама пултарни пурне те савăнтарчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Вĕрентекен хăй урокне методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелесе пынине те, ачасен шухăш-кăмăлне сиссе-туйса тăнине те, вĕсен ÿсĕм шайне шута илсе ыйтусем кăларса тăратнине те, вулавпа калаçу урлă вĕренекенсен шухăшлавне аталантарса пынине те палăртрĕç итлесе ларакансем. «Ку ахаль урок мар, ку – пурнăç урокĕ, сапăрлăх урокĕ», – терĕç вĕсем.

Вера Вениаминовна Васильева вара 8 класра «Йăнăшсемпе ĕçлесси» темăпа урок кăтартрĕ. Ачасем уйрăм сăмахсенчи, сăмах майлашăвĕсенчи, предложенисенчи, текстсенчи йăнăшсене çăмăллăнах тупма пĕлни, тĕрĕс çырмалли правилăсене ас туса юлни, вĕсен модельне ÿкерсе кăтартма пултарни, урокра тăрăшуллă та хавхалануллă ĕçлеме пĕлни ачасем кашни урокра тарăн пĕлÿ илсе хăйсен ăс-хакăлне çивĕчлетсе, ăсталăхне ÿстерсе пынине пĕлтерчĕ те, туйтарчĕ те. Йăнăшсене тĕрĕс тупса палăртас енĕпе ăмăртрĕç ачасем урокра. Çĕнтерÿçĕсене палăртма ачасенченех учителе пулăшакансем те пулчĕç. Вĕсем  пĕрле вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе хак пама та пултарчĕç.   Виçĕ ушкăнпа ăмăртса чи маттуррисене – 1, 2, 3 вырăн йышăннисене (Зинаида Петрована, Анна Никифорована, Артем Никифорова) – «5» паллăсăр пуçне медальсемпе те чысларĕç.  Ларăва пухăннисем Упи шкулĕнче вăй хуракан учительсен ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕç.

Методика ларăвĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕн ĕç планне çирĕплетсе хăварчĕç, юратнă поэтăмăрсен – Çеçпĕл Мишшипе Константин Иванов – юбилейĕсене халалланă ĕçсене пысăк пуçарулăхпа та хастар кăмăлпа йĕркелесе ирттересси çинчен калаçрĕç.

Лару ĕçне район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Федорова Ирина Михайловна йĕркелесе пычĕ, Упи шкулĕн директорĕн çумĕ Федоров Сергей Юрьевич та хутшăнчĕ.

Тăван чĕлхе пурри – телей. Çав илемлĕ те çепĕç чĕлхепе кулленех ачасене калаçтарни, ăна хисеплеме те упрама вĕрентни – пысăк сăвап. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ те районти шкулсенче чăваш чĕлхипе  литератури вĕрентекенсем.

Зинаида Михайлова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн тата ЧНКан Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 572 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024