Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çурла » 14 » Тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшаççĕ
Тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшаççĕ
00:10
Сăн ÿкерчĕк
Территорисене симĕслентерсе тирпей-илем кĕртес енĕпе çулленех районта смотр-конкурс ирттереççĕ.
Вăл кăçал та ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем тата учрежденисем, уйрăм çынсем хутшăннипе 5 енпе иртрĕ. Смотр-конкурса пурĕ 15 ĕç тăратнă. Вĕсене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсене палăртас умĕн ĕç комиссийĕ вырăнсенче те пулса курчĕ.
Номинацисемпе çĕнтерÿçĕсен йышне камсем кĕчĕç-ха? Ялсене тирпей-илем кĕртессипе, акă, пĕрремĕш вырăна Мăн Шетмĕ (I степеньлĕ дипломпа 20 пин тенкĕ преми), иккĕмĕшне — Упи (II степеньлĕ дипломпа 10 пин тенкĕ), виççĕмĕшне Кĕçĕн Шетмĕ (III степеньлĕ дипломпа 5 пин тенкĕ) ялĕсем йышăнчĕç.
Организацисен территорийĕсене симĕслентерсе тирпей-йĕркене кĕртессипе малти виçĕ вырăна "Бытовик” ХАО, Красноармейскинчи райпо тата "Чесла” ООО тивĕçрĕç, вĕсене I—II—III степеньлĕ дипломсемпе чыслаççĕ тата 10000—5000—3000 тенкĕ укçан преми параççĕ.
Социаллă сферăри учрежденисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе 1—2—3-мĕш вырăнсенче — Именкассипе Карай шкулĕсем тата "Парус” ача сачĕ (I—II—III степеньлĕ диплом тата 20000—10000—5000 тенкĕ укçан премисем).
Уйрăм секторти урамсенче тирпей-йĕрке тăвассипе Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Именкассинчи К. Маркс урамĕнче пурăнакансем маттуртарах пулчĕç. Вĕсем I степеньлĕ дипломпа пĕрлех 3 пин тенкĕ преми илчĕç. Иккĕмĕшĕнче — Красноармейски ял тăрăхĕнчи Йÿçкассинчи Мостовая урам (II степеньлĕ диплом тата 2 пин тенкĕ), виççĕмĕшĕнче — Кĕçĕн Шетмĕри В. Петров ячĕллĕ урам (III степеньлĕ диплом, 1000 тенкĕ преми).
Чечек пахчисемпе кану кĕтесĕсене илемлĕрех тăвассипе Янкасри Пушкин ячĕллĕ урамри 37-мĕш çуртри Григорьевсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсен кил-çурчĕпе пахчин кашни кĕтесĕ капăрлăхпа палăрать. Ылтăн алăсем тунă, паллах, çак хитрелĕхе. Кил хуçи — Петр Иванович — Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕн тренерĕ, мăшăрĕ — Елена Сергеевна — пĕчĕк ачапа ларать. Григорьевсем икĕ ывăлне те пĕчĕкрен илемлĕхе курса çитĕнме, ăна харпăр хăй аллипе тума вĕрентсе воспитани параççĕ. Ыт ахальтен мар вĕсем I степеньлĕ дипломпа 3 пин тенкĕ укçан премине тивĕçрĕç.
Ку номинацире Еншик Чуллăри Мирная урамри 6-мĕш çуртра пурăнакан Агафия Николаевна Николаева — II степеньлĕ дипломпа 2000 тенкĕ премине, Упи ял тăрăхне кĕрекен Янмурçин ялĕнчи Николаев урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакан Клементьевсен çемйи вара III степеньлĕ дипломпа 1 пин тенкĕне çĕнсе илчĕç.
Районти смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ ĕçсене ялсене чи лайăх симĕслентерсе тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттерекен республикăри смотр-конкурса тăратаççĕ.

И. Степанова
Миçе çын пăхнă: 642 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024