Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Чÿк » 15 » Тĕлпулăва Иванов çулталăкне халалланă
Тĕлпулăва Иванов çулталăкне халалланă
15:05
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Янкасри библиотекăра «Канлĕх» ветерансен клубĕ «Трак енĕн литература тĕнчи» уяв каçĕ ирттернĕ. Ăна Литература тата Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Унăн ĕçне вырăнти ветерансен канашĕн членĕсем, председателĕ - Екатерина Васильева, Красноармейски районĕн ветерансен канашĕн председателĕ Георгий Ефимов, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова, район центрĕнчи тавра пĕлÿ музейĕн йĕркелÿçи, ЧНК уйрăмĕн членĕ Валентина Тихонова, Николай Ершовпа Валентина Рудникова сăвăçсем хутшăннă. Пухăннисене Валентина Тихонова Константин Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ, нумай енлĕ таланчĕ çинчен каласа кăтартнă. Зинаида Михайлова вара Трак тăрăхĕнчи поэтсен Нестер Янкасăн, Вениамин Пехилĕн, Шетмĕ Михалин, Николай Карайăн, Геннадий Юмартăн, Борис Романовăн, Гурий Дубровăн, Юрий Шепиловăн, Иван Прокопьевăн, Николай Ершовăн, Юрий Сементерĕн тата ыттисен произведенийĕсемпе паллаштарнă. Валентина Рудникова хăйĕн сăввисене вуланă. Николай Ершов çакăн пек литература тĕлпулăвĕсене ытти ял тăрăхĕнче те йĕркелеме сĕннĕ. Вулавăшра уяв каçĕ тĕлне Трак ен поэчĕсемпе писателĕсен кĕнекисен ятарлă куравне те йĕркеленĕ.

С.ИВАНОВА («Хыпар» хаçат).

Миçе çын пăхнă: 142 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017