Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Çу » 25 » Трак ен ачисем - республикăри конкурссен çĕнтерÿçисем
Трак ен ачисем - республикăри конкурссен çĕнтерÿçисем
20:45
Сăн ÿкерчĕк

Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.

Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.

«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш чĕлхипе литературин класĕнче çакма меллĕ) тата Чăваш халăх сайчĕ пухса кăларнă кĕнекесенчен пĕри. Паллах, Хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕç çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене. Уява уйрăмах сăвă калакансем илем кӳчĕç — пĕчĕккисем те аслăрах класрисем те.

"Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнеке хăтлавĕнче Красноармейски шкулĕнчи "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем те парнене тивĕçрĕç - хăйсен хайлавĕсене кĕртнĕ авторсем ăна тÿлевсĕрех илчĕç. Пĕтĕмпе - 12 вĕренекен. Вĕсен ертÿçисем - Виталий Михайловичпа Зинаида Петровна Михайловсем, çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем. «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă Аня Васильева вара Дипломпа Ухсай Яккăвĕн портретне тивĕçрĕ.Трак шкулĕнче вĕренекен Сергей Петров (ертÿçи И.Н.Антонова) çак конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл Дипломпа парне илнĕ хыççăн хăй конкурсра вуласа çĕнтернĕ сăввине те вуласа пачĕ.

Юрă-ташăпа вара Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ савăнтарчĕ.

Миçе çын пăхнă: 521 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024