Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Ака » 9 » Трак Ен аграрийĕ те Раççейри ял тăрăхĕсен депутачĕсен съездне хутшăннă
Трак Ен аграрийĕ те Раççейри ял тăрăхĕсен депутачĕсен съездне хутшăннă
17:07
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш Енĕн аграрийĕсем Раççейĕн ял тăрăхĕсен депутачĕсен Волгоград хулинче иртнĕ сьездне хутшăннă.

Чăваш Ен хресченĕсенчен йышра Елчĕк районĕнчи «Прогресс» акционерсен хупă обществин ертӳçи Петр Краснов, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» кооператив председателĕ Владимир Мурайкин, Красноармейски районĕнчи Леонид Посадский фермер пулнă. Ял тăрăхĕсен депутачĕсен съезчĕ терĕмĕр те, пирĕн Трак енри халăх тарçисем те унта хутшăннă.

Депутатсен съездне аграрисем епле лекнĕ-ши тесе ытлашши пуç ватма кирлĕ мар. Республикăн Ял хуçалăх министерстви кун пирки ăнлантарнă тăрăх хакласан, унта чыслă хресченсем кайма тивĕçнĕ. Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хуçалăх, акă, Чăваш Енĕн аграри отрасльне йĕркелекен хуçалăхсенчен пĕри шутланать. «Нива» выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илет иккен, Трак Ен тăрăхĕнчи (Именкасси) Леонид Посадский фермер сурăх ĕрчетет. Тĕрлĕ ăратлă çак выльăх паян унăн 100-е яхăн-мĕн. Услама вăл ĕç пуçаракан фермерсене патшалăх уйăракан укçана — «кĕмĕл» виçи 1 миллион тенкĕ ытла — тивĕçнипе пуçарнă.

Съезда çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă 2 пине яхăн делегат хутшăннă. Унта вĕсем агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе малашлăхне сӳтсе явнă.

Миçе çын пăхнă: 526 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024