Пирĕн тăван Трак енĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе çав тери пуянах мар пулин те, хăйĕн авалхи историйĕпе кăсăклă. Кунсăр пуçне вăл хăйĕн ĕçчен çыннисемпе, вĕсен район тăрăхĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă талантлă ĕçĕ-хĕлĕпе мухтавлă. Вĕсен ячĕ Чăваш енре кăна мар, Раççĕйĕпе те, тĕнчипе те паллă. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшса ĕçлесе вĕсем çĕршыв сумне çĕкленĕ. Çак çынсемпе пирĕн хавхаланмалла, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хальхи çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, уншăн çине тăма вĕрентмелле. Вара пирĕн тăван тăрăх малалла чечекленĕ, унăн сумĕ тата çÿле çĕкленĕ. Çакăн çинчен материал пухса сумлă кĕнеке кăларма тинех вăхăт çитрĕ пулмалла. Чăваш енри ытти районсем çакнашкал кĕнеке кăларма мехел çитерчĕç пулсан, эпир вара мĕнрен кая? Кун йышши икĕ кĕнеке кăларнă-ха эпир («Трак ен», 2000; «Люди и судьбы», 2005). Вĕсен тытăмĕ урăхларах пулнă. Эпир вара хамăр район историйĕпе культури, унăн çыннисем çинчен мĕн пĕлетпĕр, çавна пĕр кĕнекене пухса энциклопеди йышши кĕнеке кăларасшăн. Кунта пин-пин, çĕршер çулсем каяллахи историлле фактсем те, район туса хунăранпа паян кунччен аталаннă район культурипе экономикине те, унăн тĕнчен тĕрлĕ енне сапаланса чапа тухнă çыннисен кун-çулне те сăнласшăн. Кĕнеке пуриншĕн те усăллă пулĕ. Хамăр кăк тымарĕсене шыраса тупса, аталану çул-йĕрĕсене палăртса эпир хамăрăн историне çырăпăр. Ан тив, вăл хамăрпа хамăр мухтаннă пек пулса тухтăр. Ку ĕçе тумаллах пирĕн, мĕншĕн тесен иртнисĕр паянлăх çук, паянлăхсăр малашлăх çук. Ентешсен пархатарлă еткерлĕхне пулас ăрусене халалласа хăвармаллах пирĕн. Ку ĕçе йĕркелеме пире чăвашсен авалхи йăли – ниме – пулăшĕ. Кам тăван ен историйĕпе тата культурипе интересленет – вăл çак ĕçе хутшăнатех. Камăн килте е çемьери архивра материал пур, ăна энциклопеди хатĕрлекен ĕç ушкăнне (редколлегине) çитерме ыйтатпăр.
|