Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Пуш » 19 » “Трак ен” ентешлĕх — пирĕн чыс та мухтав
“Трак ен” ентешлĕх — пирĕн чыс та мухтав
22:49
Сăн ÿкерчĕк

Трак ен çыннисем çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулсан та, чунпа хастар, ĕçпе пархатарлă, шухăшпа пуян, чун-чĕрепе тарават, кăмăл-туйăмпа сăваплă çынсем. Вĕсем ырă ĕçсемсĕр пурăнаймаççĕ. Район кун-çулне аталантарса, пуянлантарса пырас тесе тĕрлĕрен обществăлла пĕрлĕхсем йĕркеленеççĕ. Тĕслĕхрен, 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, 1990 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх, 2013 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмне йĕркеленĕ. Çак пĕрлешỹсем халĕ те тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсен кашнинех хăйсен ĕç йĕрки, çитĕнĕвĕсем, историйĕ. Акă, пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче "Трак ен" ентешлĕх хăйĕн 25 çулхи уявне паллă тăвать. Ман шутпа, чĕрĕк ĕмĕр хушшинче çак пĕрлĕх район çыннисемшĕн те, Шупашкар хулинче пурăнакан ентешĕмĕрсемшĕн те нумай сумлă ĕç туса ирттерчĕ. Халăх хушшинче искусство, литература, культура, спорт енĕпе конференцисем, уявсем, ăмăртусем, кану каçĕсем ирттерни вăл ентешсене хисепленине, вĕсен пурнăçне илемлĕрех, хаваслăрах, пуянрах тума тăрăшнине пĕлтерет. Халиччен 65 çынна ентешлĕхĕн “За дружбу и верность” медальне парса чыслани те — сумлă та мухтавлă ĕç. Ентешсен пархатарлă ĕçне курса тăма, çав ĕçшĕн вĕсене хавхалантарма, малалла та пултарулăхпа ăсталăха туптаса пыма вăй-хăват сунма ертỹçĕсен çирĕп вăй-халлă, ырă шухăш-ĕмĕтлĕ, пуян чун-чĕреллĕ, уçă кăмăллă пулмалла. Шăпах çавăн пек çын вăл “Трак ен” ентешлĕхĕн паянхи ертỹçи — А. Львов. Çыншăн тăрăшасси, çынна ырă тăвасси, телей те савăнăç парнелесси, çын кăмăлне тивĕçтересси — Алексей Николаевичăн чунĕнче те, юнĕнче те. Чăваш çыннин мĕн пур ырă енĕсем — тăрăшулăх, ĕçченлĕх, чăтăмлăх, пултарулăх, сăпайлăх, ыркăмăллăх, тараватлăх — йăлтах унра тĕвĕленнĕ. Çавăнпа та вăл тăвакан кашни сăваплă ĕç ăнса пулать, вăл каланă сăмах чуна ăшăтать, унăн кашни ырă ĕмĕт-шухăшĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Çакăн пек пултаруллă пулмасан обществăлла ĕç лавне туртса пыма та йывăр пулнă пулĕччĕ. Алексей Николаевич вара 2003 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех, 13 çул, ентешлĕхĕн ертỹçинче вăй хурать. Чыс та мухтав ăна уншăн! Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмне йĕркелесен хамăр ĕç планĕпе палăртнă уявсене, конкурссене, фестивальсене тухăçлă ирттерме “Трак ен” ентешлĕх те нумай пулăшрĕ. Районта чăвашлăха аталантарас енĕпе йĕркелесе ирттернĕ ырă ĕçсенче “Трак ен” ентешлĕхĕн ертỹçи А. Львов шкул ачисене те, аслисене те — çĕнтерỹçĕсене çеç мар, унта хутшăнакансене те — ăшă сăмахпа та, парнесемпе те хавхалантарсах тăчĕ. Эпир ăна уншăн пур кăмăлтан тав тăватпăр. Ĕç çыннин çулталăкĕнче А. Львова хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне хушăм ĕçе те ăнăçлă туса пынăшăн чăн-чăн ĕç çынни тесе калассăм килет. Вăл хăй те, вăл ертсе пыракан “Трак ен” ентешлĕх те — Красноармейски районĕн чысĕ те мухтавĕ. З. Михайлова

Миçе çын пăхнă: 202 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017