Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 20 » “Трак ен” кафе сире кĕтет
“Трак ен” кафе сире кĕтет
22:42
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 89-мĕш çуртра (финн поселокĕн микрорайонĕнче) обществăлла апатланăвăн çĕнĕ предприятийĕ — "Трак ен” кафе уçăлчĕ. 
Çав ятпа кунта иртнĕ савăнăçлă мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, ытти хăнасем, "Уяв” фольклор ансамблĕ хутшăнчĕç. 
"Ăнăçлă ĕçлемелле пултăр сирĕн”, — терĕ Владимир Валерьянович хĕрлĕ хăйăва каснă май. 
Кафе директорĕ Л. М. Петрова ăна, ытти хăнасене ăшшăн тав турĕ, "Трак ен” алăкĕ пурин валли те уçă пулнине палăртрĕ. 
КĔске справка. Людмила Михайловна Петрова — хамăр ентеш, Васнар ялĕнчен. Обществăлла апатлану тытăмĕнче нумай çул вăй хурать. 2001 çулта ăна "Раççей Федерацийĕн мастер-поварĕ” ят панă. 
Сăмах май, кафере 2 зал: пĕри 80 çын вырнаçмалăх, тепри (банкетсем ирттермелли пĕчĕк зал) — 12 çын валли. Вĕсенче таса та çутă, хăнасене тарават йышăнма мĕн пур условисем тивĕçеççĕ. Пысăк зал стени çине хальхи йышши телевизор вырнаçтарнă: спорт тата вăйă, ытти передачăсем пăхма меллĕ. Кĕçех тата тепĕр зал уçма палăртаççĕ. 
1—2-мĕш блюдăсен ассортименчĕ пысăк, хакĕсем те пурне те тивĕçтермелле. Кунта юбилей, корпоратив каçĕсем, банкетсем ирттерме те, кукăль-икерчĕ пĕçерме те заявкăсем йышăнаççĕ. Кафе ĕçченĕсем (сăмах май, кунта 9-ăн вăй хураççĕ) тутлă апат-çимĕçпе вырăна тухса та тивĕçтерме хатĕр. 
Заявкăсене 2-22-07 телефонпа та йышăнаççĕ. 
"Трак ен” кафе 10 сехетрен тытăнса 23 сехетчен канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Сире кунта яланах хапăл туса кĕтсе илĕç, тутлă апат-çимĕçпе хăналĕç.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 643 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024