Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Пуш » 11 » "Трак ен пики - 2015" - Александра Яковлева
"Трак ен пики - 2015" - Александра Яковлева
23:11
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 10-мӗшӗнче Красноармейски районĕн культура центрĕнче «Трак ен пикине» суйланӑ. Ӑна район йӗркеленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем тӑван район историне, культурине, йӑли-йӗркине мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех жюри пикесем чӑваш наци ҫимӗҫне епле хатӗрлеме пӗлнине хакланӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май хӗрсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене вуланӑ, сценкӑсем кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче чӑваш пикисем наци тумне кӑтартнӑ.

Чи малтанах пурне те Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата унăн çумĕ А.И.Васильев саламланӑ. Унтан пӗлтӗр «Трак ен пики» ята тивӗҫнӗ Мария Козлова тата "Трак ен каччи - 2015" Николай Артемьев тухса калаҫнӑ.

Конкурса 9 пике хутшӑннӑ. Кӑҫал «Трак ен пики» ята Красноармейски шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Александра Яковлева тивӗҫнӗ. Пикшикри шкулта ӑс пухакан Светлана Тихонова «Вице-Трак ен пики» пулса тӑнӑ. «Хӳхӗм пике» номинацире Упи хӗрӗ ҫӗнтернӗ. Трак шкулӗнче вӗренекен Маргарита Гаврилова — «Ҫепӗҫ пике», Карай хӗрӗ Анна Кузьмина — «Ӑста пике», Трак шкулӗн вӗренекенӗ Валентина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», Чатукассинчи Анастасия Кириллова — «Тарават пике», Трак шкулӗнче ӑс пухакан Светлана Леонтьева — «Чипер пике», Мӑн Шетмӗри Ксения Иванова — «Ырӑ пике».

Тупăшăва хутшăннă хĕр-пикесене Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова саламланă, парнесемпе чысланă.

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2968947

Миçе çын пăхнă: 660 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024