Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Раштав » 3 » Трак ен пики Анна Никифорова – «Раççей чăваш пики – 2018» конкурс участникĕ
Трак ен пики Анна Никифорова – «Раççей чăваш пики – 2018» конкурс участникĕ
22:45
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче «Раççей чăваш пики – 2018» конкурс иртрĕ. Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен конкурса пурĕ 18 пике хутшăнчĕ. Хĕрсен хушшинчи ăмăрту-тупăшу кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулчĕ.
Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Вĕсем чипер те хастар пикесене чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, конкурсра хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне пур енлĕн кăтартма ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах уява пухăннисене Алексей Шадриков эстрада юрăçи хаваслă юрă парнелерĕ.
Хĕрсем вара пĕри тепринчен хитре, кăмăллă, пултаруллă. Вĕсем хăйсен вăй-халне пилĕк тĕрлĕ тупăшура тĕрĕслесе пăхрĕç: хăйсем çинчен каласа парасси, пултарулăха кăтартасси, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлесе килсе ун çинчен каласа парасси, ăс-тăн конкурсĕнче ыйтусем çине хуравласси тата чăваш тумĕн илемне кăтартасси.
Жюри членĕсем хушшинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президиум пайташĕ Юрий Зорин, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, ГТРК «Чувашия» шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев, иртнĕ çулсенчи «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçисем тата ытти сумлă çынсем пулчĕç. Вĕсем хĕр-пикесен ăсталăхĕпе пултарулăхне хак парса пĕтĕмлетÿ турĕç.
«Раççей чăваш пики – 2018» чаплă ята Канаш районĕн пики Лидия Пуганова çĕнсе илчĕ. «Вице Раççей чăваш пики» ята – Куславкка хĕрĕ Ангелина Мотова, «Чи ăслă та вичкĕн пике» ята Тутар Республикинчи Элмет районĕнчен килнĕ Карина Туктамышева тивĕçрĕç. Муркаш районĕнчи Елена Григорьева – «Чи хÿхĕм пике», Тăвай пики Анастасия Моисеева – «Куракансем кăмăлланă пике», «Чи тарават пике» – Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ Алена Портнова, «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» – Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ Екатерина Степанова пулчĕç. Конкурса хутшăннă пур пикене те дипломсемпе парнесем парса чыс турĕç.
Трак ен тăрăхĕнчен асăннă конкурса Анна Никифорова хутшăнчĕ. Вăл сцена çинче хăйне тивĕçлипе кăтартрĕ. Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, хăйне сăпайлă тыткалани, чăваш ташшине çаврăнăçуллă ташласа кăтартни, ыйту çине тĕрĕс хурав пани, чăваш апачĕ – хуплу çинчен сăвăласа каласа пани, чăваш çипуçне ăста кăтартни – йăлтах унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ иксĕлми пулнине кăтартса пачĕ.

Миçе çын пăхнă: 294 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024