Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Ака » 8 » Трак ен вĕрентекенĕсем - Çĕрпÿ тăрăхĕнче, фестиваль-конференцире
Трак ен вĕрентекенĕсем - Çĕрпÿ тăрăхĕнче, фестиваль-конференцире
18:25
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта республика пĕлтерĕшлĕ чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен фестиваль-конференцийĕ иртнӗ. Ăна Чăваш наци конгресĕ, Çĕрпÿ район администрацийĕ тата Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республикăри ассоциацийĕ йĕркеленĕ. Унта Шупашкар,  Красноармейски тăрăхĕнчи тата Çĕрпÿ енри шкулсенче ĕçлекен вĕрентекенсем пуçтарăннă. Фестивале хутшăнакансем Çĕрпÿ хулин 1-мĕш шкулĕнче наукăпа практика конференцийĕнче "Чăваш чĕлхи тата культури" темăпа докладсем итленĕ. Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова ку тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те докладсене тӗплӗн хатӗрленӗ. Сăмахран, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен В.М.Михайлов "Чăваш кĕреки" темăпа тухса калаçнă. Конференцие Çĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Т.Н.Петрова ертсе пынă. Конференци хыççăн вĕрентекенсем Тихвин мăнастирĕн чиркĕвне тата Çĕрпÿ хулин музейне кĕрсе курнă.Тавӑшкасси шкулӗнче вĕрентекенсем «Чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли йӗрки декораципе ӳнерӗнче» куравпа паллашнă. Куравпа çак шкулти историпе географи вĕрентекенĕ А.П.Смирнов паллаштарнă. Паваркасси шкулӗнче «Иртнӗ пурнӑҫа манакан — паянхи пурнӑҫран юлакан» уяв каҫӗ иртнӗ. Унта çын пурнăçĕн кун-çулне йăла-йĕрке сценкисем урлă Паваркасси шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кăтартса панă.

 

Миçе çын пăхнă: 438 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024