Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Раштав » 6 » Трак енте пĕртен пĕр Героя манмаççĕ
Трак енте пĕртен пĕр Героя манмаççĕ
20:47
Сăн ÿкерчĕк
Çапларах калас килет "Паттăр çуралнă тăрăхра” рубрикăпа пичетленекен статьясен ярăмне тăсас тĕллевпе Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ялĕнче пулса курнă хыççăн. Урама кĕнĕ-кĕменех Совет Союзĕн Геройне Владимир Васильева халалласа лартнă палăка асăрхатăн. Аякранах мăнаçлăн курăнаканскер чунра ырă туйăмсем вăратать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, ирсĕр тăшманпа хăйне хĕрхенмесĕр çапăçса пуç хунă Владимир Васильевич мĕнлерех сăн-питлине часрах пĕлес, ун куçĕнчен тинкерес килет...
Трак тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен мухтавлă ывăлĕпе мăнаçланаççĕ, унăн ятне упраса хăварассишĕн чылай тăрăшаççĕ. Паттăр бюстне ав 1975 çултах лартнă, тăван ялĕнчи, Красноармейскинчи урамсене Васильев ятне панă. Совет тапхăрĕнче Мăн Шетмĕри пионер дружини чаплă ентешĕпе хавхаланнă, халĕ вара вăтам шкул ун ячĕллĕ. Пĕлÿ çуртĕнчи тата районти тавра пĕлÿ музейĕсенчи ятарлă кĕтессенче Владимир Васильевăн пурнăçĕпе, унăн вилĕмсĕр паттăрлăхĕпе паллашма пулать. Шансах тăратăп: Красноармейскисем пурăна киле Совет Союзĕн Геройĕн музейне те йĕркелĕç-ха.

Хăр тăлăх ача

Мăн Шетмĕре çуралса ÿснĕ паттăр çинчен сăвă хайлакан чылай пулнă, вĕсенчен хăшне-пĕрне юрра та хывнă.
Манас çук Мăн Шетмĕ ялĕ
Хăйĕн паттăр ывăлне.
Манас çук сана, Васильев,
Ĕмĕрех çĕр-шыв-анне, -
çырнă Георгий Трофимов ачаллах хăр тăлăха юлнă Владимир Васильевича халалланă сăввинче. Чăнах та, чăваш йĕкĕчĕн пурнăç йывăрлăхĕсене пĕчĕклех курма тивнĕ. 9 çулта чухне амăшĕ чирлесе çĕре кĕнĕ. Тăраймиех выртакан Ваçука мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнăран, çемье аран-аран кăна пурăнкаланăран кĕçĕн ывăлне Владимира ача çуртне пама сĕннĕ, документсем те хатĕрленĕ, анчах арçын килĕшмен - кĕçĕннин тĕп килте юлмалли пирки çирĕппĕн каланă. Выçлăх çулĕсем пулас паттăра хăр тăлăха хăварнă. Хăш-пĕр энциклопедире çырнине ĕненес тĕк - Василие ача çуртне ăсатнă, вăл унта 7 çул пурăннă. Анчах Мăн Шетмĕсем каланă тăрăх - ку сăмах тĕрĕс мар. Тăлăх турат пиччĕшĕпе пĕрле кун кунланă, вăл вăхăта икĕ аппăшĕ качча кайнă ĕнтĕ. Пĕр тăвансем çапла пурăнкаланă, çикелемелĕх-тăхăнкаламалăх тесе ял-йыша пулăшма çÿренĕ. Унччен те пулман - кĕтÿ пăхма килĕшнĕ.
- Вĕсем иккĕшĕ те питĕ ĕçченччĕ. Эпĕ качча пыриччен çавскерсем хăйсем тĕллĕнех шурă пÿрт лартма, кăмака купалама пултарнă, - ентешĕсене каласа кăтартнă Якур арăмĕ. - Володька пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăмастчĕ, питĕ йăрăччĕ, правурччĕ. Пирĕнпех ÿсрĕ, вăхăт çитсен салтака кайрĕ.

Пуçтаха "патак çитернĕ”

Мăн Шетмĕри тĕслĕх вулавăш библиотекарĕ Раиса Герасимова Совет Союзĕн Геройĕ çуралнăранпа 90, 100 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ уявсене хастар хутшăннă. Çавăнпах вăл ял-йыш, кÿршĕ-аршă Владимир Васильев çинчен каласа кăтартнине лайăх ас тăвать.
- Кушарта пурăннă вăрçă ветеранĕ Яков Яковлев шкулта пулас паттăрпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Пĕррехинче вăл ачалăхне аса илчĕ. "Владимира эпĕ шкула кайичченех пĕлеттĕм. Вăл пирĕн яла аппăшĕ Верук патне килетчĕ. Пĕрле лапталла, чушкăлла выляттăмăр. Вăййа яланах Владимир йĕркелесе пыратчĕ. Унпа пĕр командăра пулма лайăхчĕ”, - палăртнăччĕ Яков Яковлевич. Çавăн пекех вĕрентекенре ĕçленĕскер хăшĕ-пĕри Васильевран, тĕрĕслĕхшĕн çунаканскертен, хăрани пирки те систернĕччĕ, тĕслĕх те илсе кăтартнăччĕ. Урок вăхăтĕнче Пăрăнтăкри Павел ятлă ача çап-çамрăк та чипер учительницăна парттăсен хушшипе иртнĕ чухне тĕкнĕ имĕш, çакă Владимира, паллах, килĕшмен. Тăхтава тухма систерекен шăнкăрав янăрасанах вăл Павела тăн кĕртнĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ библиотекарь.
1917 çулта çуралнă Ксения Гурьева та Мăн Шетмĕ каччине лайăх ас тунă. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - Владимир хăйсен ялĕнче ача сахал пулнăран Упаçырмине каçнă. Унта унăн пиччĕшĕпе Тимошкăпа доминолла вылянă. Тантăшсем питĕ туслă пулнă. "Володя - çÿллĕ, çавра пит-куçлă хитре каччăччĕ”, - каласа кăтартнă Ксения Гурьевна. Тăлăха юлнă йĕкĕтпе пĕр вăхăталла пурăннă ытти ентешĕ те Ваçук ывăлĕ Владимир маттур пулнине яланах палăртнă, вăйăра, ĕçре ун çумĕнче тăма тăрăшнă. Хальхилле каласан, вăл лидер пулнă.

Ят тухсан хĕпĕртенĕ

Колхоз йĕркеленсен Владимир мĕн пур ĕçе хăйне шанса панă Асамат ятлă лашапа пурнăçланă. Кун пирки Владимир Константинов тавра пĕлÿçĕ хăйĕн "Сывлăхпа патриотлăх çăл куçĕ” кĕнекинче тĕплĕн çырса кăтартнă. Автор палăртнă тăрăх - Мăн Шетмĕ каччи хăй çиес çăкăра та утне хыптарнă, ăна юратса, хĕрхенсе пăхнă. Янавар утланса çÿреме кăмăлланăранах-тăр Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă Матвей Григорьев аса илнине тăнлама кăмăлланă. Георгий хĕресне тивĕçнĕ улан утçă уншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Анчах, ял çыннисем аса илнĕ тăрăх, Владимирăн çара каймашкăн ят часах тухман, 1931 çулта повестка парсан вара шутсăр хĕпĕртенĕ. Утлă çар полкне лексен тата ытларах савăннă-мĕн.
- Володя çартан маттур, вăйлă, сарлака хул-çурăмлă, кăмăллă каччă пулса таврăнчĕ. Çынсемпе сăпайлă хутшăнатчĕ, лайăх юлташчĕ, - каярахпа каласа кăтартнă "Мичуринец” ячĕллĕ колхоз председателĕ Леонтий Львов.
Кăштахранах 33 çулти арçын Чул хулана тухса кайнă. Унта чукун çулĕн йĕрке хуралĕнче тăрăшнă. Вырăс пикипе Валентинăпа, Киров облаçĕнче çуралса ÿснĕскерпе, ăнсăртран паллашнă, пурăна киле вĕсем çемье çавăрнă. Васильевсем Çĕнĕ Доскино поселокĕнче çурт лартнă. Кĕçех çамрăк çемьере хĕрпе ывăл сасси янăранă. Владимирăн килсĕр-çуртсăр ачасемпе вăрă-хурах тискерлĕхне самаях курма тивнĕ, хур тÿснисене вăл яланах пулăшма тăрăшнă. Милици тытăмĕнче тăрăшма çăмăл маррине кура кил хуçи арăмĕ Владимира ĕçрен кайма ыйтнă. Çапла çемье пуçĕ Чул хула автозавочĕн чукун çул цехĕнче токарьте тар тăкма тытăннă. Çĕр-шывра лăпкă мар тапхăр пуçланнă. Çавна кура-тăр 1939 çулта чăваш арçыннине çара тепĕр хут илнĕ. Владимир Васильевич çамрăксене çар ăсталăхне туптама пулăшнă. Ытти çăл куçра палăртнă тăрăх - чăваш арне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче, çара илнĕ. Акă Мăн Шетмĕ арĕ çапăçу хирне тухса кайнă. Хушнине вăл яланах тĕплĕн пурнăçланă. 1943 çулхи пĕр çапăçура Владимир хытах аманнă, тĕрлĕ госпитальре çур çул сипленнĕ. Самайланнăскере темиçе кунлăха çывăх çыннисене курмашкăн кайма ирĕк панă. Ун хыççăн вăл ăсталăхне кавалери училищинче туптанă.

Ÿчĕ çинче - 40 суран

1944 çулта ăна, аслă сержанта, 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн дивизийĕн кавалери полкĕн 4-мĕш эскадронĕн пулеметчиксен расчечĕн командирне лартнă. Владимир Васильев Сандомир-Силези операцине хутшăннă. Совет Союзĕн Геройĕн ятне вара Одер юхан шывĕ çывăхĕнчи çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн панă.
1945 çулхи кăрлач уйăхĕ. Одер шывĕ çывăхĕнче хĕрÿ хирĕç тăру пынă. Кăрлачăн 23-мĕшĕнче чăвашсен мухтавлă ывăлĕ тăшманăн 20 салтакне ураран ÿкернĕ. Тепĕр кунхине вара Польша çĕрĕнчи Кендежинран 3 километрта вырнаçнă Рогау ялĕ патĕнчи виçĕ тапăнура Васильев хăйĕн салтакĕсемпе пĕрле нимĕçсен 60 салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Тăшман пульли пулемет хупăлчине тăватă тĕлтен шăтарсан 43-ри Владимир ăна хăйĕн ватникĕн мамăкĕпе мăкланă та Гитлера пуç çапакансене малалла шатăртаттарнă. Степанов хушаматлă командир Жгутов салтака ун патне ярсан та Мăн Шетмĕ хастарĕ: "Пĕлĕр: Васильев чĕрĕ чухне тăшман кунта кĕреймĕ”, - тенĕ. Шел те, çав çапăçура унăн чĕри тапма чарăннă. Владимира Кендежин хулинче пытарнă. 1-мĕш гварди кавалери полкĕн командирĕ Кочетов подполковник юлашки юн тумламĕччен кĕрешнĕ Васильева çĕр-шыври чи сумлă ята памашкăн нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнчех документсем пухса хатĕрленĕ пулин те кун пирки çĕртмен 27-мĕшĕнче çеç указ тухнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăнсан Васильевăн çарти тусĕ унăн тăлăх арăмĕ патне пынă. Мăн Шетмĕ арĕн ÿчĕ çинче 40 суран пулни пирки каласа кăтартнă.

15 çултан çеç пĕлнĕ

Владимир Васильева Герой ятне панине Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен варринче çеç пĕлнĕ. Мăн Шетмĕсем тăлăххăн ÿснĕ ентешне çапла чысланине пĕлсен савăннă. Анчах тĕлĕнмен, мĕншĕн тесен тĕрĕслĕхшĕн яланах кар тăнăскер пĕчĕк чухнех маттур пулнă-çке. Çавăнпах ял пуçĕнче палăк лартма шут тытнă. Анчах нимĕнле сăн ÿкерчĕк те пулман.
- Малти Карăкра çуралса ÿснĕ Вениамин Александровпа манăн атте Георгий Филиппович канашланă. Скульптурăна тăмран ас тунă тăрăх ăсталанă. Çакна çывăх çыннăм курсан: "Хăй пекех пулса тухнă, çÿçне çеç кăшт ытларах кăтралатмалла”, - тенĕ. Çапла тунă та, - калаçăва хутшăнчĕ Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Эдуард Филиппов.
1975 çулхи Çĕнтерÿ кунĕнче ял-йыш çĕнĕ палăка хакланă. Хĕн-хурне ачаллах нумай курнă Володьăна пăхнă пиччĕшĕн Якурăн арăмĕ, икĕ туяпа çÿрекенскер, ăна курсан куççульленнĕ, вăл еплерех маттурри çинчен пĕр вĕçĕм каласа кăтартнă. Çак уява Геройăн мăшăрĕ Валентина Александровна та, ывăлĕ Геннадий те хутшăннă.
- Пурăна киле, 2000 çулсен пуçламăшĕнче, эпир Чул хулана кайса куртăмăр, - каласа кăтартрĕ Раиса Гурьевна библиотекарь. - Пире ентешĕмĕрĕн çывăх çыннисем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, çĕр каçмах хăварчĕç. Васильев палăкне, ун ячĕпе хисепленекен шкула кĕрсе куртăмăр. Мăн Шетмĕре ÿссе пĕве кĕнĕскере Чул хулара та хисеплени, унпа мăнаçланни савăнтарать.

Васильевсем - сумлă çынсем

- Васильевсен йăхĕ пирки лайăххине çеç калама пултаратăп. Акă Геройăн çывăх тăванĕсем - Клим, Герман тата Виталий Васильевсем - шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслăччĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем мухтав стенчĕ çинче халĕ те пур. Çак ăрура патриотлăх туйăмĕ юнпа куçать-тĕр, - палăртрĕ Эдуард Георгиевич.
Васильевсем хăйсен паттăр хурăнташне сума сунине Раиса Герасимова та асăнчĕ.
- Пĕлтĕр Владимир Васильевич çуралнăранпа пĕр ĕмĕр хыçа юлнине халалланă чаплă уявра вĕсем палăк умне хĕп-хĕрлĕ 100 кĕл чечек хунине сăнама кăмăллă пулчĕ, - терĕ вăл.
Тĕрĕс. Çапла пулмалла та. Трак тăрăхĕнче пурăнакансем ентешĕн ятне вилĕмсĕрлетнине, унăн тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ пирки çамрăк ăрăва каласа кăтартнине, республика шайĕнче мероприятисем ирттернине ырламалла çеç. Паттăрсем çуралнă кашни тăрăхрах çавăн пек пулинччĕ.

Дмитрий Моисеев ("Хыпар")
Миçе çын пăхнă: 555 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024