Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 16 » Трак ене халалланă урок
Трак ене халалланă урок
20:21
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Ҫак юбилее халалласа Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче те тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ.

Акӑ, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче 6-б класра тӑван чӗлхе урокӗ "Юратнӑ Трак ен" темӑпа иртрӗ. 3. П. Михайлова вӗрентекен пире "Ӳс, сӗклен эс, хӑватлан" мультимедиллӗ презентаципе паллаштарчӗ. Ăна ҫак шкултах ӗҫлекен В. М. Михайлов хатӗрленӗ, район историне, вӗрентӳ, сывлӑха сыхлас, экономика, ял хуҫалӑхӗ, суту-илӳ, культура, ҫурт-йӗр тӑвас, транспорт, спорт ыйтӑвӗоэне тарӑннӑн çутатнӑ. Трак енӗн символики, Трак енӗн паллӑ ҫыннисем, Нестер Янкас обществин лауреачӗсем ҫинчен те пӗлмелли нумай пулчӗ.

Презентаци кӑтартнӑ вӑхӑтра Интернет урлӑ тÿрремӗн Красноармейски районӗн сайчӗпе те паллашрӑмӑр, кирлӗ информаци тупса вуларӑмӑр. Ҫак интереслӗ те усӑллӑ урок хыҫҫӑн вӗренекенсем килте Интернетпа район 75 ҫул тултарнине халалланӑ инҫет олимпиадӑн ыйтӑвӗсене хуравлама пултарчӗҫ. Ку олимпиадӑна та Виталий Михайлович йӗркелесе пырать. Эпӗ те хаваспах хутшӑнтӑм унта. Манпа пӗр класра вӗренекен Мария Даниловăпа Кристина Лукина та хутшӑнчӗҫ.

Халӗ эпир хамӑр юратнӑ Трак ен ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлтӗмӗр. Шкулта Трак ене халалланӑ ӗҫсем татах та пулаҫҫӗ. Эпӗ сӑвӑ ҫыракансен конкурсне те, ҫемье гербне ӳкерессипе ҫамрӑк геральдистсен конкурсне те хутшӑнасшӑн.

Трак енӗм куллен ӳссе, хитреленсе пьгтӑр, ҫыннисем ӗҫчен те ырӑ пулччӑр.

А. ЯКОВЛЕВА, 6 б класс, Красноармейски иккӗмёш шкулӗ.

Миçе çын пăхнă: 382 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018