Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Раштав » 24 » Трак енре Чăваш наци конгресĕн уйрăмне туса хунă
Трак енре Чăваш наци конгресĕн уйрăмне туса хунă
20:43
Сăн ÿкерчĕк
Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче районти обществăлла пуçарулăх ушкăнĕн йĕркелÿ пухăвĕ  иртрĕ. Ăна регионсемпе нацисем хушшинчи туслăхпа этноçыхăнăва вăйлатас, чăваш нацин ăс-хакăлпа пурлăх культурине аталантарас тĕллевпе пуçарнă. Пухăва Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Шестаков А.В., ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, муниципалитетăн бюджетлă учрежденийĕсен пуçлăхĕсем, культура тата вулавăшпа музейсен ĕçченĕсем, шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, таврапĕлÿçĕсем, çыравçăсемпе журналистсем хутшăнчĕç.
Пухăва Чăваш Республикин муниципаллă органсен Совечĕн ĕç тăвакан директорĕ, Чăваш наци конгресĕн  Президиум членĕ Николаев С.А. ертсе пычĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн юлашки съезчĕ йышăннă резолюцисемпе паллаштарчĕ, тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине упрамалли тата ăна малалла аталантармалли çинчен сăмах пуçарчĕ. Чăваш наци конгресĕ районсемпе хуласенче хăйĕн уйрăмĕсене уçма палăртнине пĕлтерчĕ, çавна май ăна Трак енре те уçма сĕнчĕ.
Пуху пĕр саслă пулса Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмне уçма йышăнчĕ.
Тÿрĕ сасăлавпа  пуху Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн правлени йышне çак çынсене кĕртме йышăнчĕ:  район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай пуçлăхне Осипова Рена Михайловнăна, ял тăрăхĕсен информаципе культура центрĕнчи вулавăшăн тĕп библиотекарьне Гурьева Светлана Аверкиевнăна, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн культура аталанăвĕпе вулавăш центрĕн тĕп библиотекарьне  Герасимова Раиса Гурьевнăна, Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Михайлова Зинаида Петровнăна, район хаçачĕн пай редакторне Борисов Юрий Зиновьевича, районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçине, таврапĕлÿçĕне тата çыравçăна Ершов Николай Гавриловича тата районти историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченне Тихонова Валентина Аркадьевнăна кĕртрĕç.
Уйрăмăн правлени ертÿçи (председателĕ) пулма  тÿррĕн сасăласа Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Михайлова Зинаида Петровнăна суйласа лартрĕç.

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=67&type=news&id=2676503
Миçе çын пăхнă: 473 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024