Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 11 » Трак енре "Чăваш пики - 2011" конкурс иртрĕ
Трак енре "Чăваш пики - 2011" конкурс иртрĕ
22:02
Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă çамрăксене палăртас, чăваш халăхĕн ырă-йăли йĕркине упраса хăварас, çамрăксен социаллă активлăхне ÿстерес тĕллевпе Трак енре Красноармейскинчи Халăх пултарулăх çурчĕн сцени синче "Чăваш пики - 2011" конкурс иртрĕ. Чи илемлĕ те сапăр пике ятне çĕнсе илес тесе 8 хĕр упраç тупăшрĕ. 
Конкурс пилĕк енлĕ тупăшура иртрĕ. 
Пĕрремĕш тупăшу - "Паллашу" дефиле. Кунта хĕр упраçсем каçхи платье тăхăнса хăйсемпе паллаштарчĕç. Жюри членĕсем хĕр пикесем культура этикечĕпе епле усă курма пĕлнине сăнарĕç.
Иккĕмĕш тупăшу - "Интеллект конкурсĕ". Кунта хĕрсем чăваш халăх йăли-йĕркине епле тарăн пĕлнине кăтартрĕç. Жюри членĕсем ертсе пыракан панă ыйтусем çине хĕрсем тулли хурав панине шута илчĕç.
Виççĕмĕш конкурс - пултарулăх конкурсĕ. Хĕрсем кунта искусствăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Жюри членĕсем кашни хĕр упраçăн ăсталăх шайне тивĕçлĕ хакларĕç.
Тăваттăмĕш конкурс - чăваш апачĕн кулинари ăçталăхĕн конкурсĕ. Хĕрсем хăйсен кулинари ăсталăхне кăтартассипе тупăшрĕç. Жюри вара конкурсантсен килте хатĕрлесе килнĕ чăваш наци апат-çимĕçне тулаш енчен тата пахаăах енчен хакларĕ.
Конкурсăн пиллĕкмĕш тапхăрĕ чăваш тумне тăхăнса наци тумĕпе капăрлăхĕн илемне уçса парасси пулчĕ.
Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинаципе палăртрĕç. Жюри чи нумай балл пухнă çак хĕрсене палăртрĕ: 
– «Хÿхĕм пике» – Ксения Григорьева (Красноармейски 2-мĕш шкулĕ);
– «Çепĕç пике» – Ирина Федорова (Трак гимназийĕ);
– «Ăслă пике» – Наталья Ильина (Пикшикри кану çурчĕ);
– «Кăмăллă пике» – Отльга Афанасьева (Именкасси тĕп шкулĕ);
– «Сăпайлă пике» – Людмила Васильева (Пикшикри кану çурчĕ);
– «Ăста пике» – Екатерина Курицина (Ман Шетмĕри кану çурчĕ). 
Чи илемлĕ те сапăр "Чăваш пики - 2011" ята Пикшикри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 10 класра вĕренекен Наталья Ершова çĕнсе илчĕ. «Вице-Чăваш пики – 2011» ята вара Карай ял тăрăхĕ тăратнă Марина Степанова çĕнсе илчĕ.
Конкурса хутшăнакансем пурте диплом тата страхлакан "Поддержка" фирмăпа "Орифлейм" компанин парнисене илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Миçе çын пăхнă: 764 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024