Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Пуш » 5 » Трак енре «Янкас вулавĕсем» иртрĕç
Трак енре «Янкас вулавĕсем» иртрĕç
14:54
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ пуçарнипе Нестер Янкас ентеш-поэта тата 2017 çулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа таврапĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Тухса калаçакансем (пурĕ 27 çын: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕсем, культура ĕçченĕсем, журналистсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем) Нестер Янкас тата 14 юбилярăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Юбилярсем: Василий Васькин, Борис Романов, Николай Ершов, Николай Карай поэтсем, Георгий Тусли, Виктор Данилов журналистсем, Вилорик Романов, Николай Филимонов композиторсем, Дмитрий Александров таврапĕлÿçĕ, Зоя Ананьева юрăçă, Раиса Федорова артистка, Дмитрий Иванов учĕнăй, Александр Кириллов тухтăр тата Александр Сымокин общество деятелĕ. Кусем пурте ятлă-сумлă, пултаруллă, хисепе тивĕçлĕ çынсем. Хамăрăн Трак ен çĕрĕнче çуралса ÿснĕ, район историне пуянлатса пынă тата пыракан талантлă çынсене пирĕн тивĕçлипе хакламалла, вĕсен пархатарлă ĕçĕсемпе мухтанмалла, вĕсен ятне çĕклесе пымалла. Çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ «Янкас вулавĕсем» конференци.

Тухса калаçакансем тĕплĕн хатĕрленни, хăйсем суйласа илнĕ темăна тарăннăн тишкерсе çутатса пани, ентешсем çинчен мăнаçланса калаçни питĕ савăнтарчĕ. Хăйсен калаçăвне мультимедиллĕ презентацисемпе, асаилÿсемпе, юрăсемпе, сăвăсемпе пуянлатни пушшех те кăмăла çĕклерĕ. Тăватă сехете пынă конференци сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мĕншĕн тесен кашни тухса калаçакана итлесе ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Хамăр юратнă ентешсем çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.

Ăслăлăх конференцине Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова йĕркелесе пычĕ. Самантпа усă курса çак кунсенче хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă Виктор Данилов журналиста Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Николай Ершов ентеш-поэт хăйĕн ятарлă премине ку хутĕнче Туçи-Çырма ялĕнче пурăнакан районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн общество корреспондентне Аврам Николаева пачĕ.

Конференцие хутшăннисем «Янкас вулавĕсене» кашни çулах ирттерме, унта Чăваш енре пурăнакан ытти ентешсене, çитес çулхи юбилярсемпе вĕсен тăванĕсене чĕнсе йыхравлама йышăнса хăварчĕç, конференцире тухса калаçнисен материалĕсене кĕртсе кĕнеке пичетлеме палăртрĕç.

Зинаида Михайлова, ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 389 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024