Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Утă » 23 » Трак енре кирпĕч завочĕ пулатех!
Трак енре кирпĕч завочĕ пулатех!
15:47
Сăн ÿкерчĕк
Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Кайри Карăк ялĕнчен инçех мар — "Красноармейски — Шупашкар” автоçулпа юнашар облицовка кирпĕч туса кăлармалли çĕнĕ завод пулмалла. Ăна Шупашкарти хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешĕвĕ тăвать. Инвестицисен калăпăшĕ — 1,1 миллиард тенкĕ. Çулталăкра 60 миллион штук кирпĕч кăларма тытăнмалла. 
"Трак керамики” завод территорийĕ пĕтĕмпе 10 гектар йышăнать. Халĕ ун тавра бетон плитасем вырнаçтарса карта тытнă. Столовăй, пĕрремĕш ытти объектсене тума пуçăннă. Пĕрремĕш кирпĕче кунта 2013 çулхи çулла кăлармалла. 
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче завод территорийĕнче никĕс хывма тытăнас умĕн экскаватор пĕрремĕш кубла метр тăпра кăларса тиесе янă ятпа савăнăçлă митинг пулчĕ. Ăна хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешÿ ертÿçи Н. Ф. Угаслов уçрĕ, çак евĕр завод Тутарстанрисĕр пуçне пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсенче урăх çуккине, Трак енри тăм питĕ паха чĕр тавар пулнине, кирпĕче Европăри çĕр-шывсен технологийĕпе туса кăлармаллине, ку завод шăпипе республика Правительстви те интересленсех тăнине, çавăнпах строительсен яваплăхĕ çав тери пысăккине палăртрĕ. 
Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та хутшăнчĕ. Владимир Валерьянович чи малтанах ку строительствăна пуçăннăшăн хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешĕвĕн ертÿçине тав турĕ. "Çак ĕçрен эпир те аякра тăма пултараймастпăр. Пĕлтерĕшĕ районшăн калама çук пысăк. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ пирĕн çынсем валли. Завод строительствипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă 3 ларăва хутшăнма тиврĕ. Вăл хута каясса тем пекех кĕтетпĕр”, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. 
Унтан строительсен ертÿçи Н. Ф. Угаслов ырă йăлапа экскаватор алтăрĕ çинче шампански кĕленчине çапса çĕмĕрчĕ. 1992 çултанпа экскаваторпа ĕçлекен И. П. Григорьев пĕрремĕш алтăр тăпра кăларса автомашина кузовĕ çине тиерĕ. Çакна пухăннисем — строительсемпе хăнасем — алă çупса йышăнчĕç. 
Пĕрремĕш утăм пур! Никĕс хывма пуçăнас умĕнхи пархатарлă ĕçе Красноармейскинчи Иоанн Креститель ячĕпе тăракан чиркÿри Василийпе Анатолий аттесем светить турĕç, строительсене "ĕçĕрсем ăнса пыччăр”, терĕç. 
Сăн ÿкерчĕксенче: "Тус” пĕрлешÿ ертÿçи Н. Ф. Угаслов ырă йăлапа экскаватор алтăрĕ çинче шампански кĕленчине çĕмĕрет; И. Григорьев экскаваторщик пĕрремĕш алтăр тăпрана автомашина çине тиет; район администрацийĕн пуçлăхĕн В. В. Александровăн пулас завод ертÿçисемпе канашламалли пурах.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 871 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: ЗАО ТУС, кирпĕч завочĕ, Трак ен | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024