
Фоторепортаж
Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ 2022-мĕш çулшăн паракан Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачӗсене тата ҫак пӗрлӗхӗн сумлă хастарӗсене чысларӗ. Асăннă çулхи лауреатсем: Роза Власова - "Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕ, Людмила Терентьева - эстрада юрăçи, Андрей Николаев (1993-2005) - çыравçă тата таврапĕлÿçĕ Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш ĕç коллективĕ. Кунсăр пуçне "Чăваш культурипе искусствине тата литературина аталантарма тÿпе хывнăшăн" ордена Гурий Дубров - таврапĕлÿçĕ тата сăвăç-очеркист, Виктор Данилов - таврапĕлÿçĕ тата журналист тивĕçнĕ. "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медале вара Клавдия Тукайăкĕ поэт-çыравçă тата Владимир Григорьев ирĕклĕ кĕрешÿ тренерĕ тивĕçнĕ. "Пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" паллана вара Валентина Рудникова çыравçă тата композитор тивĕçнĕ. Чыслав хççăн малтанхи тата паянхи лауреатсем концерт лартса пачӗҫ. Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ хастар ӗҫлени, пултаруллӑ ентешсене хавхалантарса тӑни чуна савӑнтарать. Кашни ҫулах лауреатсен йышӗ ӳссе пырать. Ҫак сумлӑ ята илме тивӗҫлӗ пулнисене ӑшшӑн саламлатпӑр, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме, пултарулӑха аталантарса пыма, Трак ен ят-сумне ҫӗклесе тӑма ҫирӗп вӑй-хӑват, ырӑ ӗмӗт-шухӑш, пархатарлӑ ӗҫсем, ӑнӑҫу сунатпӑр. |