Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Раштав » 5 » Трак енсем намăс курмĕç
Трак енсем намăс курмĕç
18:57
Сăн ÿкерчĕк

Республика кунне юлашки вунă-вун пилĕк çул хушшинче яллă вырăнта та ирттерсе пычĕç. Çапла тунин усси куç умĕнчех - уява йышăннă район центрĕсем пур енĕпе те хăтлăланчĕç: урамсем, çуртсем хитреленчĕç, çĕнĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç. Çитес çул Республика кунне Шупашкарпа пĕрле Красноармейски районĕ те йышăнĕ. Мĕнле паллă тăвĕç-ха ăна Трак тăрăхĕнче, мĕнпе асра юлĕ вăл? Çакăн пирки Красноармейски райадминистрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕпе Рена Осиповăпа калаçрăмăр. Рена Михайловнăран çакна пĕлтĕмĕр: «Эпир, Трак енчисем, пысăк мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересшĕн, çапла пултăр тесе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртрăмăр. Паллах, вĕсене чăна çавăрма укçа-тенкĕ кирлĕ, - терĕ вăл. - Çапах çак ĕçсене тăвассине шантарса калатăп: Республика кунĕнче Именкассинче ФАП уçăпăр, районти тĕп культура çуртне тĕпрен юсăпăр, салари çулсене йĕркене кĕртĕпĕр, çуртсен, учрежденисемпе организацисен таврашне тирпейлĕпĕр тата Филипп Лукин композитор çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа уяв концертĕнче пысăк хор йĕркелĕпĕр». Район ертÿлĕхĕ Республика кунĕнче Трак ен çыннисене ку тăрăхри виçĕ музейпе те паллаштарасшăн. Çак тĕллевпе автобуссем ятарласа тара тытса халăха унта илсе кайса кăтартасшăн. Надежда СМИРНОВА ("Хыпар")

Миçе çын пăхнă: 294 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024