Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Раштав » 15 » Трак тăрăхĕнче тавçăруллисемпе хаваслисем тупăшрĕç
Трак тăрăхĕнче тавçăруллисемпе хаваслисем тупăшрĕç
12:11
Сăн ÿкерчĕк
Ĕнер, раштавăн 13-мĕшĕнче, Красноармейскинче вырнаçнă тăрăхсен пĕрлехи информаципе культура центрĕнче ХТК ушкăнĕсен пĕтĕмлетӳллĕ вăййи иртрĕ. ХТК тени ĕнтĕ вăл хаваслипе тавçăруллисен клубĕ тени пулать, е вырăсла — КВН. Ку вăййа та районтисем çамрăксен пултарулăхне ӳстерес тĕлĕшпе ирттерчĕç. 
Пурĕ 3 ушкăн хутшăнмалла пулнă та иккĕшĕ çеç çитме пултарнă. Пĕрисем — Трак шкулĕнчи «Острые перцы» (чăв. Хаяр пăрăç) пулчĕç, теприсем — Красноармейски шкулĕнчи «Дети Газпрома» (чăв. Газпром ачисем). Унччен вĕсен суйлав вăййисем витĕр тухма тивнĕ. 
Пурĕ вăйăра 3 пай пулчĕ: хаваслипе тавçăруллисем хăйсемпе паллаштарасси, 25-мĕш кадр тата юрă-кĕвĕллĕ килти ĕç. Хаклавçăсен йышĕнче район администрацийĕнче вăй хуракан Карпова А.Г, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Васильев В.В. тата ыттисем пулчĕç — пурĕ 5 çын. Председатель вырăнĕнче районăн вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Голубев М.Д. пулчĕ. 
Икĕ ушкăн та вăййа тĕплĕх хатĕрленни курăннă — çавăнпа та икĕ ушкăна та 1-мĕш вырăн панă, иккĕмĕш е виççĕмĕш вырăна никам та лекмен. 
Каласа хăварас пулать, ХТК вăййисем районта пĕрремĕш хут кăна иртмеççĕ, çултан çул вĕсем лайăхланса пыраççĕ.

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/4581.html


Миçе çын пăхнă: 449 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024