Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 3 » Тракра Юрий Сементерĕн юбилей каçне уявларĕç
Тракра Юрий Сементерĕн юбилей каçне уявларĕç
12:44
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн ентеш — Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчи Танăш ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа нарăсăн 24-мĕшĕнче Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнче литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.
Трак тăрăхĕ халăхăмăра сахал мар паллă çын парнелерĕ. Шетмĕпе Ункă юхан шывĕсем хушшинче вырнаçнă ялсенчен кăна Раççей халăх артисчĕ Филипп Лукин композитор, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров юрăç, чăваш халăх художникĕ Элли Юрьев, паллă художник Г. Николаев, чăваш халăх артистки Раиса Федорова, чăваш халăх ăсчахĕ Иван Патмар фольклорист тата ытти нумай чаплă çын. Чăваш халăх поэчĕн — Юрий Сементерĕн поэзи тăвĕ çинчи çăлтăрĕ вара пушшех те çутăрах, хăватлăрах ялкăшнăн туйăнать. Юрий Семенович чăваш поэзийĕн вĕçĕ-хĕррисĕр анине сухаласа, вулакан чун-чĕрине тыткăнлакан çĕршер хайлав çырма пултарчĕ. Ентешĕмĕрĕн 30 ытла кĕнеки кун çути курчĕ. Вăл 30 çул ытла чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ кăларнă "Ялав” журнал редакторĕнче вăй хучĕ. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ”, "Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ” ятсемпе чысланă, Çеçпĕл Мишши премине панă. Сементер — Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ те.
Çапла, чăн-чăн поэзие, Юрий Сементере юратакансем пухăнчĕç унăн сумлă юбилей каçне. Ăна кĕске сăмах каласа район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров уçрĕ.
Тăвăллăн алă çупса, ăшшăн саламласа, ырлăх-сывлăх сунса юбиляра сцена çинче хисеплĕ вырăн пачĕç. Халăх поэчĕн вышкайсăр пысăк талантне хак парса, Владимир Валерьянович Трак ен халăхĕ унпа тивĕçлипех мухтаннине, мăнаçланнине палăртрĕ, ăна ентешĕн Шупашкарти уявĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотине панине пĕлтерчĕ, асăнмалăх сувенир-парнепе чысларĕ.
Юрий Семеновичпа пĕрле Шупашкартан унăн çывăх юлташĕсем, "Трак ен” ентешлĕх ертÿçисем чылайăн килнĕ. Уява ертсе пыраканĕ вĕсемпе паллаштарчĕ. Юрий Сементерĕн кун-çулĕ тата творчествăри пултарулăхĕ çинчен Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай чарăнса тăчĕ.
— Поэзи вăл пурин валли те, анчах та хăй патне пурне те ямасть. Çав вăхăтрах поэзие пĕр талант çеç тытса тăраймасть, халăха нумай талант кирлĕ. Çавсен шутĕнче тăрать те Юрий Сементер, — терĕ Туркай, — Унăн çынлăхĕ çав тери çÿллĕ шайра, пултарулăхĕ вара — Турăран...
"Трак ен” ентешлĕх ертÿçи А. Н. Львов каланисем те асра юлчĕç: "Хамăр çĕр çине килсен, пĕчĕк тăван çĕр-шыв ытамĕнче чух, эпир çунатланса каятпăр, хамăра телейлĕ туятпăр. Эсир пире яланах юратса кĕтсе илетĕр. Акă, паян, район центрне киличчен, Кĕçĕн Шетмĕ — Юрий Сементерĕн çуралнă кĕтесĕн çыннисемпе ăшшăн тĕл пултăмăр — хавхалантăмăр.
Ентешлĕх ертÿçин çумĕ А. В. Яковлев та витĕмлĕн сăнарларĕ Сементере: "Сементер пеккисем кашни ялтах çуралмаççĕ. Вăл — кашни ялшăн — пĕр çын”. Кунта ентешлĕхĕн яваплă секретарĕ О. А. Алексеев каланине те хушса хурас килет: "Сементер пурри — ĕмĕтсене пурнăçлама вăй-хал парса тăрать. Халĕ юратнă пекех юратса пурăнар ентеше”.
Халĕ Трак тăрăхĕнче пурăнакан паллă литераторсем те умлă-хыçлăн саламларĕç Юрий Сементере, хăйсене пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшнăшăн тав турĕç Леонид Антонов, Георгий Ефимов-Тусли, Зинаида Михайлова сăвăçсем. Районти Нестер Янкас пĕрлĕх премийĕн лауреачĕн медальне Юрий Сементере пĕрлĕх правленийĕн хисеплĕ председателĕ Николай Ершов поэт çакса ячĕ, ăна халалланă çĕнĕ сăввине вуларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче 55 çул каялла Сементерпе пĕр вăхăтра райхаçатра çырса тăнине асăнчĕ.
Кашни салам хыççăн тенĕ пекех Юрий Сементер сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем черетленчĕç. Чи малтанах хамăр ентеш — Çĕньял Чуракасси хĕрĕ — Шупашкарти оперăпа балет театрĕн солистки Надежда Степанова Филипп Лукин кĕвĕленĕ "Уçланкăри палан” юрра шăрантарчĕ. Ун хыççăн Владимир Александровăн "Вăйăра” юррине парнелерĕ. Шупашкар хăнисен йышĕнчи Роза Данилова та виçĕ юрă юрларĕ. Ытти сăвва-юрра йăлтах вырăнти артистсем кăтартрĕç. "Трак ен” халăх музыкин фольклор ансамблĕ Валентина Рудникова кĕвĕленĕ темиçе юрра шăрантарчĕ. Уйрăм юрăçсенчен Геннадий Яковлев, Эльвира Федорова, Альбина Павлова хăйсен сассисемпе илĕртрĕç. Трак гимназийĕнче вĕренекенсем Сементер сăввисене пăхмасăр илемлĕн каларĕç: Наталия Иванова, Настя Жукова, Таня Иванова, Анжелика Грачева, Анна Маркова, 2-мĕш вăтам шкулти Мария Данилова. Вĕсем Сементерпе Туркай кĕнекисене тивĕçрĕç.
Юрий Сементер пулăшнипе литература çулĕ çине тăнă юлташĕсем — Валери Туркай, Светлана Светлая, Сергей Саманташ хăйсен сăввисемпе тыткăна илчĕç.
Юлашкинчен чăваш поэзийĕн мăнаçлă Улăпне — Юрий Сементере сăмах пачĕç. Вăл пухăннисене хăйне çапла сума сунăшăн чĕререн тав турĕ, "Эсир кĕтни маншăн кулленхи телей, — терĕ. — Сирĕн куçсенчи çырусене вулатăп та — савăнатăп. Татах та тĕл пулăпăр”.
Юрий Сементер паллăрах икĕ сăввине вуларĕ. Сывпуллашу сăмахĕнчи çак йĕркесем вара уява пынă кашни çын асĕнче юлчĕ: "Чăваш поэзийĕ — питĕ пысăк поэзи. Чăваш литератури пурри — пирĕн мухтавăмăр. Çĕр-шывăм, сăвăçусене ĕнен, пилле, упра!”
Уява Светлана Гурьевапа Надя Филиппова культура ĕçченĕсем йĕркелесе ертсе пычĕç. Районти тĕп библиотека Юрий Сементерĕн пур енлĕ пултарулăхне сăнлакан анлă курав йĕркеленĕ. "Чăваш халăх сăвăçи Юрий Сементер”, "Çĕкле, поэт, çынра çынна — халăх çухатмĕ сан ятна” электронлă презентацисем пулчĕç.
Çырма шухăшласа, палăртса хунă темăсем нумай ентешĕмĕрĕн. Ăна пурнăç çулĕпе малашне те салтак пек патвар та çирĕп утма, умра тăракан мĕн пур тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей сунар. Пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăтăр иксĕлми! Шăпчăк юрриллĕ, тăри сассиллĕ сăвăсем ытларах шăранччăр поэзи лаççинче!

Ю.Борисов


Миçе çын пăхнă: 727 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024