Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Укçа çумне укçа хурсан, хутаç тулать
Укçа çумне укçа хурсан, хутаç тулать
17:01
Сăн ÿкерчĕк

Ваттисен каларăшĕнчи çак сăмахсене пурте аван пĕлетпĕр темелле. Анчах пур чухне те ăна тĕпе хумастпăр. Акă, районти ĕç коллективĕсенче халĕ пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртаççĕ. Çỹлерех асăннă шухăш вĕсенче те яр-уççăн палăрать. Пуху-конференцисенче çавна май район ертỹлĕхĕ те, администрацин яваплă ĕçченĕсем те тухса калаçаççĕ, кăтартусене ỹстернĕ май, укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илес тĕлĕшпе сĕнỹ-канаш параççĕ. Ĕнер вара Трак енре Чăваш Ен Правительствин председателĕ И. Б. Моторин пулчĕ, район ертỹлĕхĕпе курнăçрĕ, депутатсемпе, ытти активпа “Районăн 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2017 çулхи тĕллевĕсем” темăпа анлă канашлу ирттерчĕ. Унччен вăл Трак вăтам шкулĕнчи агрокласс ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. ПирĔн справка. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Трак енре пулнă чухне республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев “Красное Сормово” ООО-па район центрĕнчи Г. Степанов урамĕнчи 23-мĕш çурт патне çитсе курнăччĕ, унтан район администрацийĕн çуртĕнче муниципалитетăн 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тата умри задачăсене сỹтсе явма хутшăннăччĕ. “Тирпей-илем енĕпе сирĕн тĕллевлĕ программа çук. Халăхăн влаç органĕсем мĕн ĕçлени пирки тулли информаци пулмалла. Ыйтусене çынсемпе канашласа татса памалла. Çынсем хушшинче ытларах пулмалла”, — тенĕччĕ республика Пуçлăхĕ. Кунпа пĕрлех вăл районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсав фондне укçа-тенкĕ хывасси, ытти çĕртипе танлаштарсан, юлса пынине, ку енĕпе ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине пĕлтернĕччĕ. Çаксем тĕлĕшпе район тата ял администрацийĕсен малалла та тимлемелли каламасăрах паллă. Ĕнер кăнтăрла иртсен район администрацийĕн çуртĕнче пулнă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков Трак енĕн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ку информацие эпир район хаçачĕн иртнĕ номерĕн 1—2-мĕш страницисенче пичетлесе кăларнăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа Сергей Львович сăмахĕнчи шухăшсем пирки нумай чарăнса тăмăпăр. Вăл отрасльсенче вырăн тупнă лайăх тĕслĕхсемпе пĕрлех уйрăм йывăрлăх-çитменлĕхсем çинчен те пайăррăн чарăнса тăчĕ. Сергей Львович Иван Борисовичран Красноармейскинче бассейн тумашкăн пулăшма ыйтсан, залра ларакансем çакна тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Туса çитерейменнисем хальлĕхе çук маррине, паллах, пытараймăн, анчах вĕсенчен хăтăлассипе вара çанă тавăрсах вăй хумалла. Çакна хăй сăмахĕнче Иван Борисович Моторин та палăртрĕ. “Çемье, сывлăх, ачалăх, ветерансем çине тимлĕрех пăхмалла. Бюджета пуянлатасси çинчен ытларах шухăшламалла, укçа-тенке перекетлемелле. 2018 çул тĕлне мĕнпур тĕллевсене пурнăçа кĕртме çине тăмалла. Инвестицисене ытларах явăçтармалла, бизнеса аталантармалла. Грантсемпе проектсем çĕнсе илмелле. Район, пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар, вăйлă енсем те пур, туса çитерейменнисене те пурнăçлассине вĕçне çитермелле”, — терĕ Правительство Председателĕ. Пренире Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. В. Лаврентьев (“Пĕлтĕр урамсене çутатса тăнăшăн çеç 937 пин тенкĕ тỹлерĕмĕр. Кăçалхи январьте вара куншăн 197 пин тенкĕ кайрĕ. Светодиоднăй лампăсем лартассипе ĕçлетпĕр. Территорисене тирпей-илем кĕртме çỹллен 1,5 миллион тенкĕ расхутланă. Нумай хваттерлĕ çуртсен 24 картишĕнчен 11-шне юсамалла. Çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçасси пирки ытларах шутламалла, хальлĕхе нумай хваттерлĕ 60 çуртран 13-шĕ кăна çак ырлăхпа усă курать. “Красноармейски — газовиксен ялĕ” тенине асра тытмалла. Йĕлтĕр трасси лайăх пирĕн, ăна каçхи вăхăтра çутатса та тăраççĕ. Пире кунта йĕлтĕр бази уçма пулăшу кирлĕ”), ЧР финанс министрĕн çумĕ С. А. Иванова (“Красноармейскисем харпăр хăй тупăшĕсене ỹстерессипе аван ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр енсемпе — вăтам кăтартусем. Ку хушăрах çĕр налукĕ пухассипе, муниципаллă пурлăха сутнăшăн кĕрекен тупăшсем илессипе вĕсем чакнă. Куçман 73 объектăн хуçи çук. Резервсем вара пур. Муниципалитетăн задачи — пуçару ушкăнне туса хурасси, ăнăçлă проектсене суйласа илесси тата вĕсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕпе тивĕçтересси”), ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. В. Кудряшов ( “Ялсенчи ача сачĕсене туллин ĕçлеттермелле. Хушма вĕрентĕве аталантарма та майсем пур. Профориентаци ĕçне лайăхлатмалла. Пур шкулта та электронлă журналсемпе тата дневниксемпе усă курма тытăнмалла. Педагогсен çамрăк кадрĕсене хатĕрлемелле”), ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. И. Федотов (Александр Иванович пур резервсемпе те, çав шутра ял хуçалăх отраслĕнчисемпе те, туллин усă курма сĕнчĕ), Красноармейскинчи С. М. Мефодьева (Светлана Матвеевна пухăннисене “Трак ен — кедр тăрăхĕ” проекта, конкурссене активлăрах хутшăнма йыхравларĕ), В. С. Серафимов таврапĕлỹçĕ (И. Б. Моторина “Элли Юрьев” ятлă кĕнеке парнелерĕ, унăн Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейне пырса курма чĕнсе каларĕ) тухса каларĕç. Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ И. Б. Моторин ĕçри ỹсĕмсемшĕн Трак вăтам шкулĕнчи пуçламăш классен учительне И. В. Афанасьевана тата Красноармейскинчи вăтам шкулти физкультура учительне В. И. Павлова “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята тивĕçни çинчен паллăпа удостоверенисем пачĕ. Красноармейскинчи Лариса Вячеславовнапа Станислав Анатольевич Николаевсем çемье йăли-йĕркине çирĕплетнĕшĕн тата ачисене воспитани пама тỹпе хывнăшăн ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçрĕç. Иван Борисович çакăн евĕр наградăнах Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Кушар ялĕн старостине Л. Н. Иванована тата районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникне З. Г. Петрована та пачĕ. Районти шкулсенчи вĕренекенсен пĕр ушкăнне вара республика Правительствин Председателĕ ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕсене тивĕçни çинчен калакан свидетельствăсемпе чысларĕ. Çапла, Трак ен ĕçченĕсем умĕнче Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче пысăк тĕллевсем тăраççĕ, палăртнине пурнăçа кĕртесси вара кашни хастарăн тивĕçĕ.

В. Данилов.

Миçе çын пăхнă: 334 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024