Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Çу » 19 » "Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
"Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
21:08
Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче (ăна, хутшăнакансем ыйтнипе, çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсма тиврĕ) Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе, Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн  Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тата Чăваш патшалăх символĕсен авторĕн Э.М.Юрьев ÿнерçĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейĕ-картинăсен галереййи йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.

Ăна Культура çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Е.Петров çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

Конкурса пурĕ 70 ытла ача ыйтса çырни ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Ачасен ĕçĕсенчи тĕп çитменлĕхсем çаксем: факт тата орфографи йăнăшĕсем, хуравсене вырăсла çырни (ку вара вăйă конкурс йĕркипе килĕшсе тăмасть). Кунсăр пуçне пĕр пек тата йĕкĕреш хуравсем те пурччĕ (вăйă конкурс ушкăнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те). Пĕтĕмĕшле илсен, çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:

Красноармейски районĕ – 54 ача (Упи шкулĕ – 18, Трак шкулĕ – 14, Красноармейски шкулĕ – 7, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ – 3, Чатукасси шкулĕ – 8, Именкасси шкулĕ – 4)

Муркаш районĕ – 4 ача

Елчĕк районĕ - 4 ача

Çĕрпÿ районĕ - 3 ача

Комсомольски районĕ – 2 ача

Сĕнтĕрвăрри районĕ – 2 ача

Тăвай районĕ - 1 ача

Шупашкар хули – 1 ача 

Пĕтĕмпе 8 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма йывăртарах пулчĕ пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Ачасем чаплă юрăçа халалласа сăвă та çырчĕç (Красноармейски шкулĕнчи Надежда Козловăпа Аня Васильева, Çĕрпÿ районĕн Тавăшкасси шкулĕнчи Анастасия Федорова, Ольга Паневина тата Ольга Андреева). Презентаци те тума ÿркенмерĕç вĕсем (Елчĕк районĕн Шăмалак шкулĕнчи Марта Печкова). Чăннипех маттур вĕсем. Конкурса хутшăнакансенчен нумайăшĕ конкурса хутшăннă май Чăваш патшалăх символĕсен авторĕн Э.М.Юрьев ÿнерçĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейне çитсе курма пултарчĕ. Уйрăмах Упипе Трак шкулĕсем хастар пулчĕç. Музей ĕçченĕсене (В.П.Петровăна тата В.М.Николаевăна) уншăн пысăк тав!
Вăйă конкурс оргкомитечĕ 23 ачан ĕçне (хутшăннисен 30% ытла) тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 3 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 7 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 13 ача йышăнчĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Красноармейски район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче кĕçнерникун, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 14 сехетре чыслаççĕ. Сертификатсене вара çак страницăран уçласа илмелле те тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа пичетлемелле.

Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

Сертификат

Тĕрĕс хуравсем

Халал сăввисем

Презентаци

Миçе çын пăхнă: 477 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024