Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Юпа » 18 » Унăн ячĕ вилĕмсĕр
Унăн ячĕ вилĕмсĕр
19:41
Сăн ÿкерчĕк
2013 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче пирĕн ентеш, паллă композитор, çĕр-шывăн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. М. Лукин çуралнăранпа 100 çул çитет. Филипп Миронович хамăр районти Çавалçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. 
Филипп пуçламăш пĕлĕве Чатукассинчи ултă çул вĕренмелли шкулта илнĕ. Ун хыççăн каччă Ишеке çул тытать, кунта çиччĕмĕшпе саккăрмĕш классене вĕренсе пĕтерет. Çак тапхăртах унăн музыка патне туртăм пулнă çав, вăл шкулти хора юрлама çÿрет. Тата шăпах шкул директорĕ Г. С. Сергеев ачасене музыка предметне вĕрентнĕ. Георгий Сергеевич сĕрме купăспа аван вылянă. Ф. Лукин шкул хорĕпе Ишек таврашĕнчи кашни ялта тенĕ пекех концертсем кăтартнă. Ял çыннисем вĕсене питех те ăшшăн йышăннă. Шкул директорĕ уçă саслă каччăна Шупашкарти музыка шкулĕнче пĕлĕвне малалла тăсма хистет. Пирĕн ентеш çапла тăвать те. 1928 çулта Ф. Лукин Ишек шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Аслă юлташĕн сĕнĕвĕпе тĕп хулари музыка шкулне (тепĕр çултан музыка училищи туса хунă) çул тытать. Комиссинче чăвашсен паллă композиторĕсем С. Максимов, В. Воробьев пулнă. Филипп Миронович музыка училищине кĕме экзаменсене ăнăçлă тытнă. Çапла вăл вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ пулса тăрать. Занятисене пĕр сиктермесĕр çÿрет вăл, хăй тĕллĕн нумай вĕренет. Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр маллалла шăвать. Алăра — диплом. Пултаруллă каччăна Чăваш патшалăх хорне ĕçлеме чĕнеççĕ. Виçĕ çула яхăн юрлать вăл кунта. Çав хушăрах вăл дирижера пулăшаканĕ пулса ĕçлет. 
Ф. Лукин юрăсем çырма музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра тытăннă. Хорпа юрлама "Колхозниксен маршĕ”, "Паттăррăн утатпăр” юрăсене сĕнет, ачасем валли те чылай произведени калăплать. 
Ф. Лукинăн пултарулăхĕ ÿссе пырать, часах вăл Мускав консерваторине вĕренме кĕрет. Темĕнле йывăр пулсан та, Филипп Миронович Аслă Отечественнăй вăрçă пынă тапхăрта, 1942 çулта, ăна ăнăçлă пĕтерет. Пирĕн ентеше Чăвашсен юрăпа ташă ансамбльне ертсе пыма шанаççĕ. Асăннă коллектива вăл 14 çул ертсе пынă. 40 çула яхăн Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче студентсене вĕрентнĕ, виçĕ теçетке çул ытла республикăри композиторсен канашĕн тилхепине тытса пынă вăл. 
Ф. Лукин хор, ансамбль валли, пĕччен юрламалли юрăсене 700-е яхăн кĕвĕленĕ. Чыслă ĕçшĕн 1952 çулта Ф. Лукина СССР Патшалăх премийĕпе чыслаççĕ. 
Ф. Лукин Трак енре çуралса ÿснĕ композиторсене те манмасть, май килнĕ таран пулăшу кÿме тăрăшать. Вăл Н. Григорьев кĕвĕленĕ "Тавах, анне” юрра питех те ăшшăн йышăнать, Наум Григорьевичпа килĕшсе, ăна чăваш халăх артисткин Т. Чумакован репертуарне кĕртме сĕнеççĕ. Çак юрă чылай çул Чăвашрадио урлă янăрарĕ, халĕ фонотекăра упранать. 
Ф. Лукинăн К. Архиповпа та çыхăну çирĕп пулнă. Константин Архиповичăн "Ан хумхан, çăкалăх”, "Сарпике юрри”, "Кăн-кăвак килсессĕн шуçăм”, ытти хăш-пĕр юррисене чăваш юрăçисем шăрантарма тытăнаççĕ. 
Пирĕн ентеш М. Ильин кĕвĕленĕ "Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем”, "Инçетри юрă”, "Кÿршĕ ял хĕрне” юрăсем пирки хăйĕн сĕнĕвĕсенче лайăх енчен палăртать. 
Эпĕ кĕвĕленĕ "Кĕтетĕп”, "Иккĕн тан çÿрерĕмĕр”, "Çăл патĕнче”, "Сана курсан”, "Çулçине тăкатчĕ хурăн”, ытти юрăсене Ф. Лукин чăваш юрăçисене хăех валеçсе панă. Эпĕ ун чухне Магнитогорск хулинче ĕçлесе пурăннă, аякра пулсан та çыхăнăва татман. 
Филипп Мироновичăн Çĕньял Упинче ÿснĕ истори наукисен докторĕпе В. Романов профессорпа та çыхăну çирĕп пулнă. Вилорик Федорович та чылай илемлĕ юрă авторĕ-çке. Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ А. Сергеев композитор та Ф. Лукин пулăшу кÿнипе вун-вун юрра халăх умне кăларчĕ.
Çитес çул музыка аксакалĕ Ф. М. Лукин çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитет. Ман шутпа Филипп Мироновичăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнас тĕллевпе Красноармейскинчи пĕр урама е райцентрти ачасемпе çамрăксен искусство шкулне унăн ятне парсан питĕ аван пулĕччĕ. Хаклă çыннăмăр çакна тивĕçлех.

Илья Степанов композитор çырнă статья ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 442 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024