Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 11 » Упире "Юрий Скворцов пултарулăхĕ тавра" конференци иртрĕ
Упире "Юрий Скворцов пултарулăхĕ тавра" конференци иртрĕ
22:12
Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 11-мĕш числинче Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Юрий Скворцов пултарулăхĕ тавра" конференци иртрĕ.  Хăнасене вĕренекенсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Конференцие Красноармейски районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури предметне вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех хăнара Илья Николаевич Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологипе культура факультечĕн ăслăлăх ĕçченĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем ку шкулпа ĕçлĕ килĕшÿ тунă. Çавна пула кунта прфессорсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем час-часах пулаççĕ. Конференцие аслă категориллĕ вĕрентекен Васильева Вера Вениаминовна йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах сăмах Красноармейски районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Васильев Юрий Алексеевич илчĕ. Килнĕ хăнасене программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме ырлăх сунчĕ. Учительсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Ун хыççăн филологи ăслăлăхĕн тухтăрĕ, профессорĕ,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕ кафедрин пуçлăхĕ Виталий Григорьевич Родионов "Паянхи литература аталанăвĕн тĕп туртăмĕсем" темăпа тухса калаçрĕ. Литература вĕрентĕвĕнче çĕнĕлле ĕçлемеллине те палăртрĕ.Малалла Галина Алексеевна Ермакова профессор, чĕлхепе литература методикин кафедра ертÿçи сăмах илчĕ. Вăл чăваш литературипе вырăс литературине танлаштаруллă вĕрентмелли çинче чарăнса тăчĕ. "Чăваш поэзийĕнче тухăç лирикин жанрĕсем" темăпа филологи ăслăлăхĕсен кандитачĕ Ирина Владимировна Софронова калаçрĕ. Çавăн пекех Юрий Скворцов пултарулăхĕнчи хаклăхсем çинчен филологи ăслăлăхĕн кадитачĕсем Екатерина Романовна Афанасьева тата Ирина Юрьевна Кириллова чарăнса тăчĕç. Хăнасем хыççăн Васильева Вера Вениаминовна, çак шкултах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель "Ю. Скворцов хайлавĕсенчи илемлĕх мелĕсем" темăпа паллаштарчĕ. Унтан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, районти творчествăлла ĕçлекен ушкăн ертÿçи, аслă категориллĕ учитель Михайлова Зинаида Петровна тухса калаçрĕ. Скворцов хайлавĕсем философилле произведенисем пулни çинче чарăнса тăчĕ. Хăнасене ырă канашсем панăшан тав турĕ.  Конференцие пухăннисене Упири вăтам шкулăн 7 класс ачисем, "Çавал хумĕсем" кружок членĕсем, "Улахра" сценкăпа савăнтарчĕç. Ĕçе малалла Çавра сĕтел хушшинче тăсрĕç. Кунта та калаçмалли, сÿтсе явмалли чылай пулчĕ. Шкул администрацийĕ пысăк ĕç тунине те плăртрĕç хăнасем. Уйрăмах шкул музейĕ çĕнелсе пынине асăнчĕç. Космонавтика çулне халалланă стендсем те кăмăла кайрĕç. Шкул ачисене студентсем эстрада юррисемпе савăнтарчĕç. Хăнасем конференципе кăмăллă юлчĕç.

Миçе çын пăхнă: 996 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024