Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Çу » 19 » Шăпăрлăварта çурхи шыва ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ
Шăпăрлăварта çурхи шыва ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ
16:08
Сăн ÿкерчĕк

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.

Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук. Пушарнӑйсем киличчен ял халӑхӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑйлӑ алхасакан пушара пӗр витре шыв сапни тинӗсе тумлам ӳкнипе танах.

Эпир лайӑххи пирки ҫеҫ пуплеме юрататпӑр ҫав. Юлашки вӑхӑтра тÿре-шара ялсене таса шывпа тивӗҫтересси пирки нумай калаҫрӗ. Ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программи те ӗҫлерӗ. Анчах Трак тӑрӑхӗнче пӗр ял пур. Унта таса шыв ҫук. Тӗрӗссипе, ялӗнче ҫынни те юлман. Ҫамрӑксем хулана туртӑнаҫҫӗ, ваттисем вилсе пыраҫҫӗ… Хуларан автобуспа килес тӗк — нумай утмалла, 5 ҫухрӑм. Яла автобус ҫӳремест. Ялта ӗҫме юрӑхлӑ шыв ҫукки те ҫамрӑксене ялтан сивӗтет. Унта ача-пӑчаллӑ ҫемье те пурӑнать. Шӑпӑрлансене шкул автобусӗ илсе ҫӳремест. Вӗсем хӗлле-и, ҫулла-и — уй урлӑ пӗлӳ ҫуртне утаҫҫӗ. Хӗлле сукмакран аташса каяс мар тесе йывӑҫ тарачӗсене лартса тухаҫҫӗ.

Ялта, Шӑпӑрлӑвар ятлӑ вӑл, шыв колонкисем ҫук, башня туман. Унта ҫӑлсем ҫеҫ. Вӗсем те пулин йӗркеллӗ мар. Ҫу шӑрӑх килсен мунча хутма та хӗн — шыв ҫӑл тӗпӗнче ҫеҫ юлать е пачах типет. Ҫуркунне ҫӑлсене шыв тулать. Ҫапла ҫынсем халӗ юр шывне ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑ мар. Ӗҫме юрӑхлӑ-и е ҫук-и — пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен нимӗнле специалист та тӗрӗслемен. Лавкка ҫук, эрнере икӗ хут автолавкка килет. XXI ӗмӗрте те ҫакӑн пек ялсем пур ҫав. Юрать, ял патне асфальт ҫул илсе ҫитернӗ.

Ялӗ илемлӗ вырӑнта. Пӗве, вӑрмансем… Ҫулла ҫӗр ҫырли пуҫтар кӑна. Улӑх-ҫаран вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлать — выльӑх-чӗрлӗх усра ҫеҫ. Анчах ӗне тытакан пӗр-икӗ ҫын ҫеҫ. Ватӑлаҫҫӗ ҫав ҫынсем, ҫамрӑксем унта тӗпленмеҫҫӗ. Пенсие тухнисене вара ӗне тытма ҫӑмӑл мар.

Ҫак яла пӗтме парас килмест те… Анчах таса шыв пулмасан унта мӗнле ҫамрӑк тӗпленӗ? Пушар тухсан вара мӗн тумалла? Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑм ҫине пӑхса тӑрасси ҫеҫ юлать. Чим-ха, пӗверен витрепе йӑтма пулать-ха. Анчах унта анса хӑпариччен вӑй та юлмасть, пушар та нимӗн те хӑвармасть… 

Софья Савнеш

Миçе çын пăхнă: 98 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017