Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Нарăс » 1 » Вĕрентекен çулталăкне пĕтĕмлетсе
Вĕрентекен çулталăкне пĕтĕмлетсе
18:54
Сăн ÿкерчĕк
Учитель, Вĕрентекен çулталăкĕ, вĕçленчĕ. Асăннă çулталăкра Трак енре педагогăн ĕç-хĕлне малалла тăсас, ят-сумне çĕклес тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса ирттернĕ. 
Çак тапхăрта 38 учительпе вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿçи çак тытăмри тĕрлĕ шайри парнесене тивĕçрĕç. "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа Еншик Чуллăри вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентекене Е. Вышинскаяна, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине, тăван енпе экономикăна вĕрентекене В. Михайлова, Упири ятарлă шкулти В. Григорьев физрука чысланă. Елизавета Марковна вĕрентÿ тытăмĕнче икĕ чĕлхепе ĕçлекен учительсем хушшинчи мастер классен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче лауреат пулса тăнă. Виталий Михайлович тата унăн мăшăрĕ Зинаида Петровна вара республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн 50 пин тенкĕлĕх премие илме тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех Виталий Михайлович республикăри инновациллĕ проектсен "Вĕрентÿ ĕçченĕсен информаципе коммуникаци технологийĕсен професси ăсталăхĕ" конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн ĕçне Мускав хулинчи "ПНПО информаци опычĕ" вĕрентÿ ĕçченĕсен професси хатĕрленĕвĕн тата квалификацие ÿстерес ĕç" академийĕн Интернетне кĕртнĕ. РФ Вĕрентÿпе наука министерствин хисеп грамотине физкультура учителĕсем — В. Моисеев (Трак гимназийĕ) тата В. Павлов (райцентрти иккĕмĕш шкул) илме пултарнă. Пĕтĕм Раççейри "Мастер педагогического труда по учебным и внеучебным формам физкультурно-оздоровительной и спортивной работы" ятлă республикăри тапхăрĕн черетлĕ конкурсĕнче Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн вĕрентекенĕ А. Сидоров иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кунпа пĕрлех пирĕн вĕрентекенсем ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин грамотине 9, райадминистрацин хисеп тата тав хучĕсене 10, вĕрентÿ уйрăмĕн тав хучĕсене 14 çын тивĕçнĕ. 
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе Карай, Упи, Трак гимназийĕ вĕрентÿ учрежденийĕсем тата И. Миронова, Ю. Федоров (Упи шкулĕ), Л. Илларионова ( райцентрти иккĕмĕш шкул) педагогсем район администрацийĕн пуçлăхĕн премийĕллĕ пулнă.
Асăннă тапхăрта, Вĕрентекен çулталăкне халалласа, муниципаллă шайра чылай мероприяти ирттернĕ. Малтанхи çур çулта историпе ют çĕр шыв чĕлхисен учителĕсен районти фестивальне йĕркеленĕ. "Çулталăкри учитель-2010" районти тупăшăва 13 педагог хутшăннă, Пикшикри чăваш чĕлхипе литература учителĕ Л. Тихонова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 
Иртнĕ тапхăрта Трак гимназийĕпе Карай шкулĕ хăйсен 120 çулхи юбилейĕсене савăнăçлă лару-тăрура ирттернĕ. Кăрлачра Упи вăтам шкулĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ И. Н. Никифоров 100 çул тултарнине халалласа 5—8 классем хушшинче математикăпа олимпиада иртнĕ. Унта Вăрнар, Канаш районĕсенчи тата хамăр районти — пĕтĕмпе 104 вĕренекен — хутшăннă. Апрельте вара Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа Трак енри шкул ĕçченĕсен VI спартакиадин II тапхăрĕ иртнĕ. Унта 158 вĕрентекен хутшăннă.
Пирĕн учительсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрчĕç. Акă 2010 çулта Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ республикăри "Вĕрентÿри пуçаруçă" конкурсăн "Паянхи шкулăн инфраструктури" номинацийĕнче çĕнтернĕ, 250 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. 
2010 çулта районта пĕтĕмпе шкулсенче 119 класс ертÿçи пулнă. Трак енре çулран çул "Самый классный классный" конкурс вăй илсе пырать. Ку вăл воспитани ĕçне çĕнĕ шая çĕклеме тата учительсене инновацин педагогика практикин тĕслĕхĕсене алла илме пулăшать. Иртнĕ тупăшăва 109 ĕçчен хутшăннă. Ку вăл мĕн пур класс ертÿçисен 90 проценчĕпе танлашать. Районти конкурсра вара 18 класс ертÿçи хутшăннă. О. Гурьева, И. Иванова (Трак гимназийĕ), Т. Алексеева (райцентрти иккĕмĕш шкул) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 
2010 çулта районти шкулсенчи 7 вĕренекен пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. 
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн педагогĕсем истори, обществознани, пуçламăш классен, физика, чăваш чĕлхи учителĕсем валли 5 пособи пичетлесе кăларма хатĕрленĕ, райцентрти иккĕмĕш шкул вĕрентекенĕсем вара тĕрлĕ журналсенче тăватă статья пичетленĕ. 
Иртнĕ çул шкулсенчи Учитель çулталăкне халалланă хаçатсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Шывпуçĕнчи, Чатукассинчи шкулсен хаçачĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 
Районти 12 шкул Интернет сетьне кĕнĕ. 14 шкултан тăваттăшĕ РФ Президенчĕн Премине (1 миллион тенкĕ) тивĕçнĕ. 23 учитель Раççей Президенчĕн Гранчĕллĕ пулнă. Шкул çулне çитмен учрежденисенчи 2 воспитатель тата 2 учитель ЧР Президенчĕн, 17 учительпе воспитатель район пуçлăхĕн премийĕсене илнĕ. 
Иртнĕ çул шкул пĕтернĕ 54 каччăпа хĕр ылтăн тата кĕмĕл медальсене илнĕ. 
Районти мĕн пур шкулсенчи пуçламăш классен, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен, истори предмечĕсен кабинечĕсене сĕтел-пуканпа, электронлă пособисемпе тивĕçтернĕ. Ытти кабинетсене оборудованисемпе тивĕçтересси те малалла пырать. 
Иртнĕ çул районти вĕрентÿ учрежденийĕсене патшалăх енчен — тĕрлĕ грантсем тата субсидисем — 15 миллион тенкĕлĕх парса пулăшнă. 
Январĕн 27-мĕшĕнче Трак енри шкулсенче вĕренекенсем Вĕрентекен çулталăкне пĕтĕмлетме халăх пултарулăхĕн районти çуртне пухăнчĕç. Пухăннисен умĕнче чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Ю. Васильев тухса калаçрĕ, пурне те хыçа юлнă Учитель çулталăкĕпе тепĕр хут саламларĕ, иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Профсоюзсен районти координаци канашĕн председателĕ Г. Николаева вĕрентÿре вăй хуракансен профсоюз рескомĕн ертÿçин З. Степанован саламлă сăмахне вуласа пачĕ. Уява килнисем район администрацийĕн пуçлăхĕн В. Александровăн тав сăмахне те тимлĕн итлерĕç. Районти педагогсен пысăк ушкăнĕ, шкул çулне çитменнисен "Звездочка", "Парус" учрежденийĕсен ертÿçисем, Трак енри вĕрентÿ тытăмне витĕм кÿрекенсем Раççей шайĕнчи паллăсене, район администрацийĕпе вĕрентÿ пайĕн, "Единая Россия" политика партийĕн районти орган изацийĕн хисеп грамотисемпе тав хучĕсене тивĕçрĕç. Сăмах май каласан, районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн пай редакторне Ю. Борисова иртнĕ çул райхаçатра вĕрентекен темине анлăн çутатнăшăн Трак енри вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотипе наградăланă.
Юлашкинчен педагогсем газ уçлакансен Заволжски клубĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен суйласа илнĕ номерĕсене пăхса савăнчĕç. Паха концертшăн газ уçлакансен Заволжски клуб директорĕ П. Владимирова, пултарулăх коллективĕн ертÿçисем районти вĕрентÿ пайĕн хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Г.Борзин ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 644 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Вĕрентекен çулталăкĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024