Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Раштав » 27 » Вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
22:31
Сăн ÿкерчĕк
Вĕрентекен пулмах çуралнă вăл. Вĕрентекенсен вĕрентекенĕ халĕ. Марина Филимоновна Фризен — район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ. 15-мĕш çул çапла.
Вăл 1963 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче çуралнă. Унтан — студентăн хаваслă çулĕсем. 1988 çулта, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче диплом илнĕскере, Упи вăтам шкулне физика предметне вĕрентме янă. Хумхануллă пĕрремĕш урок, ачасен çамрăк учитель çине пăхакан куçĕсем, педагогсен çĕнĕ колллективĕ Марина Филимоновна асĕнче яланлăхах "çырăнса” юлнă. Красноармейскинчи "Чебурашка” ача сачĕн воспитателĕнче те тимленĕ пĕр тапхăр. 7 çул районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн методистĕнче вăй хунă хыççăн пуçаруллă та пултаруллăскере вĕрентÿ пайĕн методика пÿлĕмĕн (каярахпа паянчченех информаципе методика центрĕ) заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Марина Филимоновна ку должноçра ертсе пырас ĕçĕн культури пысăккипе палăрать: центра квалификациллĕ кадрсемпе çирĕплетнипе пĕрлех вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе педагогсене пĕлĕвĕсене хăпартсах тăма йыхравлать. 2005 çулта, калăпăр, çак центр çумĕнче дистанци вĕрентĕвĕн ресурс центрне уçнă. М. Фризен йĕркелесе пынипех шкулсенчи вĕрентÿпе воспитани процесне инноваци программисем кĕртессипе вăй хунă. Авă, тепĕр çулнех районти 12 учитель педагогика инновацийĕсен республикăри конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. "Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртессипе те Трак енре тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртмасăр тăма май çук. Çакăнта, паллах, Марина Филимоновна тÿпи те сумлă. Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен районти канаш членĕ пулнă май, вăл ку тытăма çĕнетсе улăштарас, паха опыта ыттисем патне çитерес ыйтусемпе районпа республикăри семинарсенче пĕр хут çеç мар тухса калаçнă, вырăнлă сĕнÿсем панă.
М. Фризен кунсăр пуçне "Муниципаллă методика службин çĕнĕ моделĕ” проект авторĕ, Пĕтĕм Раççейри "Вĕрентÿ-2002” конкурс дипломанчĕ. 2006 çулта вăл ертсе пыракан центра Пĕтĕм Раççейри муниципаллă методика службисен "Методика служби — Раççей вĕрентĕвне” конкурс çĕнтерÿçин дипломĕпе чысланă. 2007 çулта Марина Филимоновна Интернет-вĕрентĕвĕн "Поколение.ru” программипе Вĕрентÿ ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе квалификацине хăпартмалли Академире пĕлĕвне тарăнлатнă. аслăлăх енĕпе те ĕçлет вăл, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ çумĕнчи аспирантурăна вĕренсе пĕтернĕ.
Пĕр сăмахпа, вĕрентекенсен вĕрентекенĕ учительсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем тата общественноç умĕнче пысăк хисепре. 2007 çулта Марина Филимоновнана "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă.
2010 çулхи ака уйăхĕнче вăл Пĕтĕм Раççейри "Вĕрентÿ пуянлăхĕ” педагогика виççĕмĕш ассамблейин "Хальхи шкулпа ертсе пырасси” конкурсĕнче мала тухнăшăн Вĕрентĕвĕн федераллă агентствин I степеньлĕ Дипломне тивĕçнĕ.
Мăшăрĕ те — Владимир Николаевич — педагог. Туслă çемье икĕ ача ÿстернĕ. Хĕрĕ — Вероника — нимĕç-акăлчан чĕлхисен куçаруçи. Ывăлĕ — Евгений — Мускаври Кутафин ячĕллĕ патшалăх юридици институчĕн III курс студенчĕ.
[r]Çак кунсенче М. Фризен пурнăçĕнче сумлă пулăм: çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. Саламлатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр Сирĕн, хисеплĕ Марина Филимоновна, пурнăçăр çурхи хĕвел евĕр çутă, кĕрхи кун пек пуян пултăр!


В. Данилов
Миçе çын пăхнă: 597 | Кам хушнă: demonics21 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024