Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 13 » Чăваш Ен Элтеперĕ М. В. Игнатьев — Трак енре
Чăваш Ен Элтеперĕ М. В. Игнатьев — Трак енре
00:46
Миçе хут пăхнă: 572 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: М.В.Игнатьев, Трак ен | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (13.11.2011 00:47) [Материал]
Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Элтеперĕ М. В. Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ.
Кăнтăрла иртсен чи малтанах Михаил Васильевич тулли мар яваплă “Чесла” тата “Чесла - АСТ” пĕрлешÿсене çитрĕ, вĕсенче ĕçлекенсемпе курнăçрĕ. Ку пĕрлешÿсем 2004—2005 çулсенченпе ĕçлеççĕ, çĕр-шывĕпех саланакан атă-пушмак хатĕрлеççĕ, предпирятисенче 92 тата 86 çын вăй хураççĕ. “Ю. А. Дурасов ырă тĕслĕх кăтартакан ертÿçĕ. Вăл çакнашкал производство йĕркелесе чылай çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хунă”, палăртрĕ Президент.

Унтан çул çĕнĕрен тăвакан “Трак керамики” заводалла выртрĕ. М. В. Игнатьева кунти ĕçсемпе хупă йышши “ТУС” акционер обществин генеральнăй директорĕ Н. Ф. Угаслов паллаштарчĕ. Николай Федорович каланă тăрăх, строительство ĕçĕсем кăçалхи январьте пуçăннă, çулталăкра 60 миллион штук керамика кирпĕчĕ кăларма тытăнакан завода 2012 çулта туса пĕтермелле, пĕрремĕш продукцие вара 2013 çулта кăлармалла, унăн хакĕ аякран кÿрсе килекенннинчен чылай йÿнĕрех пулмалла. Строительсемпе сăмахланă май, Михаил Васильевич вĕсен ĕç условийĕсемпе те интересленчĕ.
Виççĕмĕш тĕл пулу тулли мар яваплă “Чул хула Газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕнче — “Заволжски ЛПУМГра” иртрĕ. Унăн директорĕ С. А. Александров Президента предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Филиал ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Васильевич ялти çамрăк специалистсене пулăшу кÿмелли программăсем, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, ача сачĕсен нушисене татса парассипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Çÿлерех асăннă коллективсенче Чăваш Ен Президенчĕпе М. В. Игнатьевпа пĕрле район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Н. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ю. Ермаков, ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. В. Андреев тата уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер обществин генеральнăй директорĕ В. И. Николаев пулчĕç.
Унтан Михаил Васильевич район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче “Красноармейски районĕн 2011 çулхи 9 уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем, 2020 çулчченхи стратегине пурнăçласси мĕнле пыни, вăтам тата нумай вăхăтлăх тапхăрсем валли тăракан задачăсем çинчен” темăпа район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Çак ыйтупа унта район администрацийĕн пуçлăхĕн В. В. Александровăн докладне итлесе сÿтсе яврĕç. Пухăннисен умĕнче ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ А. А. Быченков, Раççей Перекет тата Ял хуçалăх банкĕсен републикăри филиалĕсен представителĕсем, ыттисем тухса каларĕç.

Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Президенчĕ хăш-пĕр организацисен ĕçĕ-хĕлĕнчи уйрăм çитменлĕхсене, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе тĕллевлĕрех вăй хумаллине кăтартса хăварчĕ.
Юлашкинчен М. В. Игнатьев нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ трактористне О. Ю. Васильева тата Красноармейскинчи вăтам шкул учительне Л. Ю. Илларионована Чăваш Республикин Президенчĕн Тав хутне пачĕ.

Регистрациленнĕ усăçсем çеç кунта комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024