Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Чуна çывăххи — юрă-кĕвĕ ыйтăвĕ тавра: Илья Степанов композитора сăмах паратпăр
[ ] 08.09.2009, 16:48
Хальхинче сайт тĕпелне Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, Кушкă ялĕнчи И. Р. Степанов композитор килме кăмăл турĕ. Аяларах вулакансене унăн хăйне хумхантаракан ыйтусемпе пĕлтернĕ шухăш-кăмăлĕпе паллашма сĕнетпĕр.

nullТăван халăхăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе уявĕсем те юрă-кĕвĕпе çыхăннă. Тутар, пушкăрт, мари çыннисене çывăх вĕсем. Пирĕн кĕвĕсем хăйне евĕрлĕ сасă çаврăнăшĕпе уйрăлса тăраççĕ. Халăхăн та, чăваш композиторĕсен те юрри-кĕввисем сăввипе кĕвви тĕлĕшĕнчен пуян, çепĕç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă, чăнах та. Акă, Мăн Шетмĕпе Еншик Чуллă, Упи тăрăхĕсенче çуралнă, вăй илнĕ халăх юррисене чĕре патне илсе пăхар-ха. Епле чуна çĕклемелле, ура хуçса ташламалла хавхалантарса, хастарлантарса яраççĕ вĕсем. Нихăçан та ватăлмаççĕ, халăхран ютшăнмаççĕ, йăхран-йăха куçа-куçа пырса çăлкуç таппи евĕр çĕнелсе, çунат хушса пыраççĕ тăван тăрăх юррисем. 

Трак тăрăхĕ яланах юрă-кĕвĕ ытамĕнче, вĕсене вуншар-вуншар хĕлĕх витĕр сăрхăнтарса кăларакан творчествăлла çынсем пуррипе палăрать. Кам пĕлмест пуль Филипп Лукин, Константин Архипов, Михаил Ильин, Вилорик Романов, Наум Григорьев, Николай Филимонов, Иван Прокопьев, Юрий Шепилов, Валентина Рудникова, Зоя Петрова, Николай Никоноров композиторсене. Филипп Мироновичăн "Чечекленет çĕр-шывăм”, "Уçланкăри палан”, "Хăмла пахчи”, "Çутă ĕмĕт” тата ыттисем те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрере упранаççĕ, сцена çинчен те, çемье уявĕсенче те шăранаççĕ. Пĕтĕмпе ентешĕмĕр 700 ытла юрă-кĕвĕ хывнă, вĕсем халăхра анлăн сарăлнă. 

Константин Павлович Архипова та манмастпăр эпир. Вăл Красноармейскинчи вăтам шкулта химипе пĕлÿ паратчĕ. Юрă урокĕсене те хăех ирттернĕ çав. Кам пĕлмест пулĕ вăл кĕвĕленĕ "Ан хумхан, çăкалăх”, "Кăн-кăвак килсессĕн шуçăм”, "Сарпике” тата ытти юрăсене те. Халăх ентешĕмĕрĕн кĕввисене концертсенче те, çемье уявĕсенче те хаваспах шăрантарать. 

Çакнашкал çынсем хушшинче Кăлавара çуралса ÿснĕ, чылай çул районти культура пайĕн "тилхепине” тытса пынă Наум Григорьевăн "Тавах, анне” юрри те чапа тухрĕ. 

Кушкăра вăй илнĕ Михаил Ильин композитор-вĕрентекен те сахал мар юрă кĕвĕлерĕ. Акă, унăн "Икĕ хурăн”, "Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем” юррисем ваттишĕн те, çамрăккишĕн те чун-чĕрене çывăх. 

Хамăр ентешсем пирки кăна мар-ха манăн сăмахăм. Кăштах республика шайне тухнă композиторсем çинчен те чарăнассăм килет. Тĕслĕхрен, Ф. Павлов, Г. Максимов, В. Воробьев, Ф. Лукин, Г. Хирбю, А. Михайлов, А. Орлов-Шуçăм çырнă юрăсене халăх халĕ те итлесе савăнать, чун туртăмĕпе киленсе шăрантарать. Эпĕ астăвасса, чăваш композиторĕсен кĕввисене Чăвашрадиора вăй хунă Иван Ахрат музыка передачисенче йĕркелесе пыратчĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн туртрĕ çав лава çывăх тус-юлташăмăр. Çак тапхăрта тăхăр пине яхăн концерт-очерксемпе композицисене эфира кăларчĕ вăл. Шел те, музыка редакторĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. 

А. Сергеев, Ю. Кудаков, Н. Карлин, Ю. Жуков, Н. Эриванов, А. Бурундуков композиторсене те ăш пиллĕн аса илетĕп эпĕ. Александр Сергеев композиторпа час-часах куçа-куçăн тĕл пулса калаçаттăмăр. Çынна кÿрентерес йăла çукчĕ. Çав тери сăпай-лăччĕ. Эпир иксĕмĕр пĕрле чăвашсен паллă композиторĕ, хамăр ентеш, Çавалçырмара çуралнă Филипп Лукин патне каяттăмăр, хамăр кĕвĕленĕ юрăсемпе паллаштараттăмăр. Тăпри çăмăл пултăр Александр Сергеевăн. Унăн "Шупашкар ура-мĕ”, "Шупашкарăн лăпкă каçĕсем”, "Шăмат кун каçхине” тата ыттисем те ĕмĕр-ĕмĕр упранасса шанас килет. 

Юлашки вăхăтра Виталий Адюков юрăç-композитор хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтарни куç умĕнчех. Анчахрах Вячеслав Христофоровăн концертне пăхма тиврĕ. Хăйĕн хут купăсне çепĕççĕн тăсса ярать те илĕртÿллĕ сасăпа куракансене тыткăнларĕ юрăç. Шупашкарти оперăпа балет театрне пухăннă çынсем те, эпир мăшăрпа иксĕмĕр те Вячеслав Христофоровăн иксĕлми пултарулăхне ăмсанса пăхрăмăр, ăна мухтаса чылайччен алă çупрăмăр. Чылайччен янăрарĕç, чун-чĕресене хавхалантарчĕç чăваш юррисем пĕтĕм концерчĕпех. 

Шел пулин те, юлашки вăхăтра сценăсем çинчен те, чăваш телевиденийĕпе те чăваш композиторĕсен чун-чĕрене тыткăнлакан, асра юлакан, хавхалантаракан юрри-кĕввисем çухалса пыни сисĕнет. Мĕн пытармалли пур, вĕсен вырăнне çине-çинех чăвашсен эстрада юрăçисем, вăйпах та пуль, хăйсен чухăн, вырăсла-чăвашла сăмахсемпе купаланă юрри-кĕввисене параççĕ. Çав концертсенче артисчĕсем те, композиторĕсем те хăйсемех-çке! Хăш-пĕр юрăсенче, сăмахран, "юрататăп” сăмаха темиçе хутчен те аса илеççĕ, шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ çук сăмахсемпе. Хăш-пĕр юрри-кĕввисем тата пĕтĕмпех вырăслисене аса илтереççĕ. Пентатоника çинчен вуçех мантăмăр-ши? Пиçсе çитнĕ-çитмен юрăсене оранжировка тăвассине йăларан кăларасчĕ эстрада çыннисен! Ĕлĕкрех ку тĕлĕшпе чăваш композиторĕсен союзĕ ырă тĕслĕх кăтартса ĕçлетчĕ. Вăл е ку юрă-кĕвве илемлĕх советĕнче тĕрĕслесе халăх умне кăларнă. Чăвашрадиора та хăйсен илемлĕх совечĕ пулнă. Вĕсем кашни юрра тимлĕн тĕрĕслесе, хак парса эфира кăларнă вĕт. 

Чăваш юррисем вырăсла шăранма тытăнни, паллах, тăван халăха куç кĕретех хаклама, юратма пăрахнипе унран ютшăнма пуçлани. Акă мĕн çинчен çирĕплетеççĕ çÿлерех асăннă тĕслĕхсем.

Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 628 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024