Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 83

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 29
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-6
Страницăсем: 1 2 3 4 5 »

Красноармейски салинче 1968-1998 çулсенче район экономикине аталантарма хастар хутшăннă Николай Петрович ПЕТРОВ пурăнать. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн, чылай медаль кавалерĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ пĕлтĕр 76 çул тултарчĕ. Трак тăрăхĕнче ăна пĕлмен çын çук. Выльăхран продукци туса илессипе питĕ нумай пĕлет, анлă тавракурăмлă. Ферма ĕçченĕсене ырă сĕнÿсем парас тĕллевпе ĕçĕнче пухнă паха опычĕпе паллаштарма килĕшрĕ

Ахăртнех, лайăх зоотехник пулма вăхăт чылай кирлĕ. Çав ăслая пуçра шăнăçтарма хал мĕнле çитертĕр? - 1962 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен зоотехник специальноçне алла илсе тухрăм. Тăваттăмĕш курсра чухне Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозра практикăра темиçе уйăх пулса диплом ĕçĕ çыртăм, комисси ăна чи лайăх паллăпа хакларĕ. Маларах, виççĕмĕш курса куçсан, институтăн Шупашкар районĕнчи «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн Вăрăмту фермин заведующийĕнче ултă уйăх пултăм, зоотехник теорине практикăпа çирĕплетрĕм. Студент чухне институтăн Çĕрпÿ районĕнчи ял хуçалăх сăнав станцийĕнче темиçе уйăх пĕлĕве ÿстертĕм.

- Эсир ăна практикăра çуллен çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕр Правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлура республикăри ВУЗсенчен пĕрин студенчĕсем унта пулмасăрах хуçалăх ертÿçи производствăра пулнине алă пусса çирĕплетни палăрчĕ. Çав тĕслĕх пурне те тĕлĕнтерчĕ. Эсир паха опыт пухнă специалистсенчен кашни курсра пĕр уйăх мар, улттă вĕреннĕ. Çак йĕркене халĕ ĕçе кĕртме мĕн чарать?

- Паянхи студентсене практикăна сахалрах явăçтарни АПК ветеранĕсене кулянтарать. Ăна лайăхрах йĕркелемелле. Эпĕ институтра ăс пухнă çулсенче зоотехни ăслăлăхĕн «чулне» начар мар кăшланă-ши - диплом илсен наукăна тĕпе хурса ĕçлекен «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхне на- правленипе ячĕç. Выльăх ăратлăхне ÿстерессишĕн тăрăшрăм. Ку ĕçре пĕрмай çĕнĕлĕх шыранине институт ректорĕ асăрханă-тăр - Сăнав поселокне куçарчĕç, 1962-1964 çул-сенче ял хуçалăх станцийĕн наукăн аслă сотрудникĕнче вăй хутăм. Выльăха тăрантарма тĕпчевçĕсем сĕннĕ апат рационне хатĕрлессипе тар кăларсах тимлеме тиврĕ. Унта хĕрлĕ «курпун» /красногорбатовская/ ĕнесемччĕ.

Манăн файлсем | Пăхнисем: 10 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 20.02.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

С этого года начались преобразования в пенсионной системе. Они коснулись платежей индивидуальных предпринимателей и работников вредных и опасных производств, имеющих право на досрочный выход на пенсию, а также тарифа на накопительную часть пенсии. Об этом мы рассказывали в начале года.
Следующий этап реализации Стратегии долгосрочного развития пенсионной системы России — это новая пенсионная формула.
На днях Министерство труда и социальной защиты РФ представило ее обществу для обсуждения.
Рассказать о новых правилах исчисления трудовой пенсии по старости мы пригласили начальника УПФР в Красноармейском районе ЧР-Чувашии Петрову Альбину Валерьяновну.

— И первый вопрос, который волнует всех: Альбина Валерьяновна, повысится ли пенсионный возраст?

— Не повысится. В новой пенсионной формуле предусмотрены иные механизмы стимулирования трудовой деятельности после достижения пенсионного возраста, о которых мы поговорим сегодня.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 210 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 28.07.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăвашсен Эдисон Патмар çыравçине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, вулама юратакан 100 ытла кĕнеке кăларнă писателе пĕлмесĕр тăма май çук. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Эдисон Патмар «Сувар» редакцине килсе хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Меллĕ самантпа усă курса эпир писательтен интервью илтĕмĕр.
Паян «Сувар» хаçат сире çыравçăпа, фольклористпа çывăхрах паллаштарать. юнашар ялта библиотекарьте ĕçлетчĕ. Вăл мана пĕчĕклех вулама вĕрентнĕ, шкула кайичченех ун библиотекинчи ача-пăча кĕнекисене вуласа пĕтернĕччĕ.
– Эсир аçăрпа аннĕр искусство, литература патне туртăннине курса çырма пуçланă-и?
– Мана çыравçă ĕçне атте хăнăхтарчĕ. Юмахсем çыртаратчĕ, интервью илме вĕрентрĕ. Чи пĕрремĕш хайлав вара 1969 çулта Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче пичетленсе тухрĕ.
Пирĕн яла Мускавран пĕр генерал килнĕччĕ, тĕнчери лару-тăру çинчен лекци вуласа пачĕ. Атте хавхалантарнипе эпĕ çакăн çинчен хаçата çыртăм, пичетлерĕç. Гонорар та тӳлерĕç – 44 пус. Вăл укçапа çур кило пĕремĕк илнине халь те ас тăватăп.
Пĕрремĕш сăвă та манăн 1970 çулта «Ял пурнăçĕнчех» пичетленчĕ.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 256 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 17.07.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

2011 çул çĕр-шывра нумай улшăнусемпе палăрчĕ. 2010 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнчи 49-мĕш №-лĕ Федераллă Закон вăя кĕнĕ май, Красноармейски район сучĕ Элĕк районĕнче те уголовлă, гражданла, административлă 1-мĕш инстанци ĕçĕсене, миравай судья пăхса тухнă уголовлă тата гражданла ĕçсене апелляци енĕпе, административлă ĕçсен çăхавĕсем тăрăх тишкерсе тата суда пыракан ытти материалсене пăхса тухма пуçларĕ. 
Судсене пĕрлештерни çынсемшĕн чăрмав кăларса тăратмарĕ. 2008 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 262-мĕш №-лĕ Федераллă Законпа килĕшÿллĕн, вĕсем суд ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултараççĕ. Суд алăкĕ пурин валли те уçă. Çынсем хăйсен прависемшĕн кĕрешес тĕллевпе суда килсен, вĕсем валли ятарлă стенд, файл папкăсем çинче заявленисем , çăхавсем (жалобăсем) çырмалли тĕслĕхсем пур. Мĕнле хуравпа кам патне мĕнле çырмаллине пĕтĕмпех ăнлантарса панă. Мĕнле суд ларăвĕ пынине те çак стенд çинчен пĕлме пулать. Судăн йышăну пÿлĕмĕнче те тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. 
Интернетра район сайчĕсене уçнă хыççăн тата пысăк улшăнусем пуçланчĕç. Кунта суд епле графикпа ĕçленине, суда мĕнле майпа заявленипе, искпа тухма пулнине кăтартса панă. Вĕсен тĕслĕхĕпе усă курма пулать. Суда тухма патшалăх пошлини тÿлемелли квитанцине те хут çине çаптарса кăларма пулать. 
Суда тăратнă заявленин, искăн малашлăхне, вĕсемпе судья кăларнă определенине, суд ларăвне хăш куна, вăхăта палăртнине пĕлме пулать. "Судебное делопроизводство” пайра вĕсем паллă та. Суд пăхса тухнă йышăнусене (решенисене), приговорсене "Судебные акты” пая вырнаçтарнă. Патшалăх, çемье тытăмĕсемпе, çул çитмен çамрăксем пирки пăхса тухнă ĕçсен решенийĕсемпе приговорсене çеç ку пая вырнаçтармаççĕ. 
Иртнĕ çулта Федераллă тĕрлĕ законсем нумай улшăнчĕç. Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăснă пулăмсен Кодексĕ, Уголовлă Кодекс, Гражданла Кодекс, Уголовлă процессуаллă Кодекс, Гражданла процессуаллă Кодекс тата ыттисем те нумай улшăнусемпе палăрчĕç, Патшалăх Думи вĕсене чылай улшăнусем кĕртрĕ. Палăртнă саккунсем улшăннă май, район сучĕ, миравай судьясем пĕрремĕш номерлĕ Красноармейски тата Элĕк районĕсен суд участокĕсем хăйсен ĕçĕсене çĕнетсе пычĕç. 
Гражданла процессуаллă Кодексăн улшăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин Аслă Судĕнче апелляци инстанцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май район сучĕн решенийĕсене апелляци майĕпе Аслă Суд ячĕпе çырмалла. Апелляци жалобипе суд решени кăларнăранпа вара пĕр уйăх хушшинче çырмалла, тепĕр майлă каласан, суд решенийĕ вăя кĕриччен. Çакна каласа хăварни вырăнлă: кун пек апелляци жалобипе малтан миравай судья кăларнă решенипе, приговорпа килĕшмесен, енсен район судне тухмалла пулнă. Çак йĕрке миравай судьяпа район сучĕ хушшинче малтанхи пекех юлать. 
Аслă Суд гражданла ĕçĕн район сучĕ пăхса тухса кăларнă решенине апелляци жалобипе пăхса 1-мĕш суд инстанцийĕ пекех енсене чĕнсе пур енчен те тишкерет. Суд ларăвне чăрмав кÿнипе тăратайман хушма документсене тăратма юрать, свидетельсене чĕнме май пур. Тĕплĕнрех Интернет сайтри район сучĕн информацийĕнче паллашма пулать. Район сучĕн йышăну пÿлĕмĕнчи специалистсем, тĕслĕхсемпе усă курса, тĕплĕнрех ăнлантарса пама пултараççĕ, ыйтусене татса параççĕ. 
Манăн файлсем | Пăхнисем: 198 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 19.02.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Трак ен вулаканĕсем, çав шутра шкулсенче ĕçлекенсем те, хамăр ентеш-çыравçă, Кайри Карăк ялĕнче çуралнă Геннадий Федорович Трофимов-Юмарт ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ. Çавăнпах "Ял пурнăçĕ" хаçат Шупашкарта пурăнакан сăвăç-тĕпчевçĕ халĕ мĕнле кăмăл-туйăмпа вăй хуни пирки пĕлтерес терĕ. Пирĕн корреспондент нумаях пулмасть хатĕрленĕ калаçăва пичетлетпĕр паян. 

Корр.: Геннадий Федорович, Эсир халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Пур пĕр ĕçсĕр лармастăр-ха. Çапах та иртнĕ çулсене епле хаклатăр-ха?

Г.Ф.Ю.: "Пурнăçăм сая каймасть" тенĕ пулăттăм. Эпĕ ĕçлени, вулакана пĕлтерес тени халăх патне çитрĕ, пĕрлехи йыш ĕçне хушăнчĕ. Юлашки вăхăтра пухса кăларнă литературăпа фольклор кĕнекисем вĕрентÿ программисене пуянлатрĕç. Вĕсен шучĕ вăтăра яхăн пулĕ. Хам çырнисем, куçарнисем те, ача сачĕсенчен пуçласа аслă шкул таранах усă курма тивĕçлĕ пулчĕç. Ман пултарулăха тишкерсе темиçе студент та диплом ĕçĕ çырчĕ. Çаксем чун-чĕрене самаях савăнтараççĕ.

Корр.: Юлашки тапхăрта та Сирĕн кĕнекĕрсем тухсах тăчĕç. Вулакансене пĕлсе тăма ик-виç сăмахпа та пулин асăнса тухмăр-ши вĕсене?

Г.Ф.Ю.: Вĕсене эпĕ маларахах — куçран хавшаса ÿкичченех хатĕрленĕччĕ. Çийĕнчех тухаймарĕç, 3—4 çул хушшинче кăна кун çути курчĕç. Çав шутра — "Истори халапĕсем", Тарас Кирилловăн "Суйласа илнисем", И. Яковлевăн "Çитĕннĕ вăхăт", А. С. Пушкин юмахĕсем. "Тăван Атăл" журналта чăваш поэзийĕн антологийĕ пичетленчĕ (пысăк пайне хĕрĕмпе пĕрле хатĕрленĕ). "Библире" те эпĕ куçарнă икĕ сыпăк пур.

Манăн файлсем | Пăхнисем: 312 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 20.08.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

  100 ытла киллĕ Чиркÿллĕ Упи ялĕ ят-сум илнĕ, хăйсен ĕçĕнче ырăпа палăрнă çынсемпе пуян. Çак йыша Тимофеевсене те кĕртмелле. Çу уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ ятарласа Нинăпа Николай Тимофеевсем патĕнче пулса куртăм. 
Çур куннен юлашки уйăхĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ теççĕ, анчах çут çанталăк чĕрĕлнĕ тапхăртан пахараххи çуках пулĕ. Паян хăвна кирлĕ çынна пÿрт-çуртра шыраса тупаймăн. Эпĕ те кил хуçипе тĕл пулас тĕллевпе вăхăтлăха Тимофеевсен улма-çырла пахчине тухрăм. Те кил хуçисем йăваш пулнăран, те урăх сăлтавпа хура тĕслĕ хураçка мана курсан пĕр сас та кăлармарĕ. Чылай улма-çырла йывăççи пахчара. Иртнĕ çул çимĕç паманран кăçал пĕтĕмпех чечек ăшне путнă вăл. Апла пулсан улмиççипе чие, груша кăçал япăх мар тухăç парнелес шанăç çуратать. Улмуççи, çĕмĕртпе сирень чечекĕсемпе пĕрле сăмсана ырă-ырă шăршă кĕрет. 
Ман телее килтех иккен Тимофеевсем, пахчара кăшăртатаççĕ. Сад пахчинче ятарласа çу шăрăхĕнчен пытанма çуллахи пÿрт туса лартнă. Епле меллĕ кунта. Шăпах çавăнта кил хуçисемпе пурнăç çăмхине сÿтме пуçларăмăр та. 
Нина Ивановна Упи ялĕнче 1934 çулта çуралнă. Иван Захаровичпа Агния Ивановна çемйинче хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ: Нина, Коля, Валя. Кил хуçин алли ылтăн пулнă, тимĕрçĕре ĕçленĕ пирки ун патне таврари ялсенчен те çынсем тĕрлĕрен ыйтусемпе килнĕ. 
— Çемьери ачасенчен эпĕ асли пулнă май яваплăх ман çине нумайрах тиеннĕ, — тет Нина Ивановна куççульпе тулнă куçĕсене шăла-шăла. — Пирĕн ачалăх калама çук йывăр вăхăтра килчĕ. Ачасемпе мăнукăмсем ăна нихăçан та ан курччăр. Упи шкулĕн пуçламăш классне çÿреме пуçласан Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланчĕ. Кĕçех ялти ытти вăйпитти арçынсем евĕрех пирĕн аттене те фронта илсе кайрĕç.
Манăн файлсем | Пăхнисем: 234 | Уçласа илнисем: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăш кун: 03.06.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017