Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Халăх ыйтăвне тивĕçтересси питĕ яваплă ĕç
[ ] 29.10.2010, 20:28
Çак кунсенче пирĕн корреспондент райпон çăкăр комбинатĕнче пулнă. Л. В. Соколова директортан ку коллектив ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарма ыйтнă. 
Юбилейсен çулталăкĕ йывăррăн иртет. Комбинатра çăкăр пĕçерсе кăларас калăпăш, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 65 тонна пĕчĕкленчĕ. Конкуренци çав тери пысăк, çăкăрне таçтан та илсе килсе сутаççĕ. Ассортимента пуянлатса пыма тăрăшатпăр. Кăçал "Узбекская лепешка", "Семяночка", "Витязь" çăкăр пĕçерме пуçланă. Хальхи вăхăтра 18 тĕрлĕ çăкăрпа булка изделийĕ кăларатпăр. Çăкăрпа батонсене ытларах ялсене ăсататпăр. Васнар магазинĕ суту-илÿ точки çук ялсенчи çынсене — кÿлçырмасемпе вутлансене, "Олимп" лавкка Санькасси енчисене çăкăр комбиначĕн изделийĕсемпе тивĕçтереççĕ. Кашни кĕçнерни кунах хамăр продукцине Нурăс пасарне илсе кайса сутатпăр. Унта пирĕн çăкăрпа булка тата ытти изделисене юратсах туянаççĕ. Кунсăр пуçне квас тумалли чĕр тавар кăларма тытăннă кăçал. Çу вăхăтĕнче вăл шăрăх çанталăкра питĕ лайăх сутăнчĕ.
Çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсен ытларах пайне эпир ятарлă машинăсемпе пакетсене хурса чĕркетпĕр. Хамăр кăларнă апат-çимĕç таварĕсене Шупашкарпа Çĕрпÿ хулисене те тăрататпăр, мĕншĕн тесен питĕ ыйтаççĕ.
Кондитер изделийĕсене пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 7 тонна нумайрах пĕçернĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра эпир 10182 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци кăларнă. Çав шутра çĕвĕ изделийĕсем 400 пин тенкĕлĕх. Çĕвĕ цехĕнче паянхи кун тăваттăн ĕçлеççĕ. Çĕвĕçсем виççĕн, тепĕр закройщица. Унта хĕрарăмсемпе арçынсен кĕписене, матрац çине тăхăнтартмаллисем, ватка утиялсемпе ватка курткăсем тата ытти те çĕлеççĕ. Кĕçех минтер пичĕсем çĕлеме пуçлатпăр.
Çу кунĕсенче юсав ĕçĕсем чылай турăмăр. Хутса ăшăтмалли икĕ хуранпа пăрăхсене çĕнетрĕмĕр. Мĕншĕн тесен вĕсем 25 çул хушшинче хăрса çитнĕччĕ. Халĕ шăтас хăрушлăх çук. Экспедици цехне тирпей-илем кĕртрĕмĕр.
— Людмила Варфоломеевна, хăш цехпа уйрăм ĕçченсене лайăх енчен палăртма пултаратăр-ха.
— Надежда Васильевна Михайлова ертсе пыракан кондитер цехĕн кăтартăвĕсем аван. Производство заведующийĕ Ирина Алексеевна Казакова, Елена Юрьевна Сидорова технолог хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Çăкăр пĕçерекенсенчен Наталия Леонидовна Девяткинапа Людмила Сергеевна Фадеевана ырлассăм килет. Петр Геннадьевич Павлов водитель ялан ĕçре, уншăн канмалли кун та çук. Ирхи ултă сехетрех вăл ĕçре. Ывăлне — Сергея — та кунта ĕçлеме илсе килчĕ. Владислав Романович Фомин электрикпа Андрей Леонидович Митрофанов водитель тата ыттисем пирки те лайăххинех каламалла. Хальхи вăхăтра çăкăр комбинатĕнче 46 çын вăй хурать. Çак кунсенче пирĕн коллектива çĕнĕ çын хушăнчĕ. Вăл Пулайкасси хĕрĕ Татьяна Михайлова. Ятарлă пĕлÿ, çăкăр пĕçермелли производство технологĕн специальноçне алла илнĕ. Таня пирĕн патра çирĕпленсе юласса шанас килет, халĕ вăл кондитер цехĕнче ĕçлет.
— Людмила Варфоломеевна, сире тата сирĕн коллектива професси уявĕ ячĕпе саламласа хăвăр ĕçĕрпе халăха ялан савăнтарма çирĕп сывлăх, çемьере телейпе юрату сунатăп.
— Çаплах пултăрччĕ-ха, ырă сăмахсемшĕн тавтапуç.

В.Егоров
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58 | Теги: Çăкăр комбиначĕ
Миçе çын пăхнă: 367 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024