Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 26
Сăн ÿкерчĕк
Çамрăк пулин те вăл районта, Чăваш Енре чыс-хисеп çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Ун пирки виçĕм çул Мускавра кăларакан "Труд" хаçатра та çырса кăтартнăччĕ. Сăмах кунта тулли мар яваплă "Таябинка" пĕрлешÿри Олег Васильев механизатор пирки пырать. Олег Юрьевич нумай çул ĕнтĕ çур акипе вырмана хутшăнать, çитĕнÿпе палăрать. Кăçал та çаплах пулчĕ. "Уй-хир карапĕн капитанĕ" хăйне шанса панă (1218 КЗС) комбайнпа 7085 центнер тырă вырса çапса районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче мала тухрĕ. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă уявра ăна "Вырма-2010" хĕрлĕ хăюпа, хаклă парнепе тата ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.
Миçе хут пăхнă: 786 | Хăçан хушнă: 26.11.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи çул юбилейлă паллă кунсемпе, уявсемпе пуян пулчĕ. Фашистла Германине çапса аркатнăранпа 65, хамăр тăван района йĕркелесе янăранпа 75, Чăваш Ене 90 çул çитнипе палăрчĕ. Пирĕн Карай тăрăхĕшĕн те 2010 çул — юбилейлă çул. Карай ялĕнче шкул уçнăранпа 120 çул çитрĕ.

Асапсăр мар этем кун çулĕ,
Çутта тухма — ялан пĕр çул…
Çав сукмакпа ав Карай шкулĕ
Мал ĕмĕтпе утать 120 çул!

Хальхи вăхăтра шкула Р. И. Малинина ертсе пырать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче 1956 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче кун çути курнă. 1963 çулта ялти 8 çул вĕренмелли шкулта 1-мĕш класра вĕренме пуçланă. 1971 çулта тăван шкула Мухтав хучĕпе пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта асăннă училищĕрен вĕренсе тухсан, тăван шкулта физкультура учителĕнче вăй хурать. 1976 çултанпа Карайри вăтам шкулта ĕçлет, малтан — пуçламăш классенче, 8 çул хушши — директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, 17 çул хушши пĕр улшăнмасăр шкул ерт ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 724 | Хăçан хушнă: 26.11.2010 | Рейтинг: 4.7/3 | Комментарисем (3)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024