Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 23
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăхĕн ĕç, наци тата культура йăли-йĕркине малалла çирĕплетсе пырас, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен çар мухтавне тата паттăрлăх историне илемлĕх хатĕрĕсемпе пропагандăлас, çамрăксене патриотла воспитани парас, тăван ене хисеплесе юратма вĕрентес тата сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарас тĕллевпе кăçалхи июнĕн 4-мĕшĕнче, шăмат кун, Краноармейски ялĕнче, вăрман çывăхĕнчи "Факел” стадионта, йăлана кĕнĕ ĕç, юрă тата спорт уявне — "Ака туй-2011” — ирттереççĕ. 
Хальхинче ăна Раççей космонавтикин çулталăкне тата хамăр ентеш — Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев çуралнăранпа 100 çул çитнине халаллаççĕ. 
"Ака туй” ирттерме район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе йĕркелÿ комитетне туса хунă, унăн председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ — ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. В. Степанов.
Миçе хут пăхнă: 803 | Хăçан хушнă: 23.05.2011 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче пурăнакан ку çемьене чылайранпа пĕлетĕп. Кил хуçи — В. С. Сергеев — çак ялсемех. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 80 çул тултарчĕ Валериан Сергеевич. 
Хресчен çемйинчен тухнăскер, мĕн пĕчĕкрен ял çыннин йывăр ĕçне тутанса çитĕннĕ. Вăй питтисемпе танах хуçалăх уй-хирĕнче ир пуçласа каçчен пилĕкне авнă. 26 çулта чухне ыт ахальтен мар-тăр ял çыннисем В. Сергеева хăйсен бригадирĕ пулма шаннă. Çакăнта 37 çул вăй хуни хăех Валериан Сергеевич вĕсен шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларнине çирĕплетет. Ял хуçалăх производствинчи хастарлăхпа пысăк кăтартусемшĕн ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, "Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей медалĕпе наградăланă, "1978 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи”, "XI пилĕк çуллăх ударникĕ” паллăсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Районпа хуçалăх шайĕнчи грамотăсемпе парнесем те темĕн чухлех.
Унăн мăшăрĕ — Зинаида Егоровна — яманаксем. Валериан Сергеевичран ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 505 | Хăçан хушнă: 23.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024