Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Ака » 09
Сăн ÿкерчĕк

ФОТОРЕПОРТАЖ

ВИДЕОРЕПОРТАЖ

Красноармейски вăтам шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн А.М.Иванов ÿнерçĕн пултарулăх выставки уçăлчĕ. Ăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков, вĕрентÿпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ М.Д.Голубев хутшăнчĕç. Выставкăна шкул директорĕ С.М.Гаврилова уçрĕ. Художник вĕрентÿçĕ  пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Нестер Янкас правлени членĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ.  Ăна сăмах хушса Николай Янгер поэт тухса калаçрĕ.

Сăпайлăскер хăйĕн пирки каласа пама питех кăмăлламасть вăл. Ÿнер тавра сăмах пуçарсан вара куçĕсем хĕм сапма пуçлаççĕ. Акă мĕн çунатлантарать унăн чун-чĕрине! Çак хĕлхем ăна çитĕнÿ çул- ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 505 | Хăçан хушнă: 09.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш Енĕн аграрийĕсем Раççейĕн ял тăрăхĕсен депутачĕсен Волгоград хулинче иртнĕ сьездне хутшăннă.

Чăваш Ен хресченĕсенчен йышра Елчĕк районĕнчи «Прогресс» акционерсен хупă обществин ертӳçи Петр Краснов, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» кооператив председателĕ Владимир Мурайкин, Красноармейски районĕнчи Леонид Посадский фермер пулнă. Ял тăрăхĕсен депутачĕсен съезчĕ терĕмĕр те, пирĕн Трак енри халăх тарçисем те унта хутшăннă.

Депутатсен съездне аграрисем епле лекнĕ-ши тесе ытлашши пуç ватма кирлĕ мар. Республикăн Ял хуçалăх министерстви кун пирки ăнлантарнă тăрăх хакласан, унта чыслă хресченсем кайма тивĕçнĕ. Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хуçалăх, акă, Чăваш Енĕн аграри отрасльне йĕркелекен хуçалăхсенчен пĕри шутланать. «Нива» выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илет иккен, Трак Ен тăрăхĕнчи (Именкасси) Леонид Посадский фер ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 526 | Хăçан хушнă: 09.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Виçĕмкун Шупашкарта паллă общество тата патшалăх ĕçченĕн Леонид Прокопьев ячĕпе асăну хăми уçнă. Ăна Дзержинский урамĕнчи 31-мĕш çурт çине вырнаçтарнă.

Савăнăçлă мероприятие ăна пĕлекен çынсем, унпа пĕрле ĕçленисем пуçтарăннă. Тĕрлĕ шайри пуçлăхсем те пулнă. Сăмахран, Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ертӳçи Иван Моторин, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи элчи Энвер Аблякимов, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ Ирина Клементьева.

Асăну хăмине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Энвер Аблякимов ăсталанă.

Леонид Прокопьев 1934 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Четвертти ялĕнче çуралнă. 1961–1975 çулсенче КПСС Шупашкар хула комитечĕн инструкторĕнчен пуçласа пĕрремĕш секретаре çитнĕ. Каярах республикăн Министрсен Кабинетне ертсе пынă, РСФСР Патшалăх комитечĕн наци ĕçĕсемпе ĕçлекен ертӳçи, РФ Фед ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 442 | Хăçан хушнă: 09.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024