Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Кăрлач » 12 » 2014 çул умĕн — çĕнĕ ферма
2014 çул умĕн — çĕнĕ ферма
21:10
Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ çул умĕн район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ пулчĕ.
Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ С. Молотков уçса йĕркелесе пычĕ. Сергей Львович çулталăк кăтартăвĕсене кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Çăмăл лекмен пулсан та, районĕпе кашни гектартан вăтамран тĕш тырă — 18, 3, çĕр улми — 165, 2, пахча çимĕç 206, 4 центнер пухса кĕртнĕ. Çĕрпе усă курасси лайăхланнă. Унчченхи çулхинчен аш-какай туса илесси ÿснĕ. Шел, кашни 100 ĕне пуçне 65 пăру кăна илнĕ. С. Молотков çĕнĕ çулхи задачăсене те палăртрĕ. Отрасльсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕллевĕсем çинчен семинар-канашлура çавăн пекех ял хуçалăх тата апат-çимĕç пайĕсен тĕп эксперт специалисчĕсем Г. Матвеев, В. Чаховский, В. Васильев, ертсе пыракан эксперт специалисчĕ З. Гаврилова, ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Н. Арсентьева, районти тĕп агрохимик Н. Александрова пĕлтерчĕç. Вĕсен сăмахĕсенчи хăш-пĕр цифрăсемпе фактсене илсе кăтартас тетĕп. "... Хуçалăхсен район администрацийĕпе тунă килĕшÿсене пурнăçламаллах. Çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртмелле. Ĕнесен хисепĕ 90 пуç чакать... 2013 çулта 75 миллиона яхăн тенкĕлĕх 67 единица техника туяннă, çитес çул вĕсене 46 миллион тенкĕлĕх илмелле... Вăрлăхăн 82, 9 % тĕрĕслеттернĕ, çав шутран 42% кăна кондициллĕ. Вăрлăх аллассипе пурĕ те 5 звено çеç ĕçлет... Ĕç укçи "Красное Сормово”, "Таябинка” Агрофирма” тата "Караево” хуçалăхсенче районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах...”
Унтан ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем Именкассинчи Л. Посадский ХФХĕн сурăх фермине савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕç. Витене ялти комбикорм завочĕн вырăнĕнче хăпартса лартнă. Тимĕр-бетон каркас çеç пулнă унччен.
Çĕнĕ витене уçнă çĕрте С. Молотков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Тихонова сăмах каларĕç. Л. Посадский — ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ, грант выляса илнĕ май ăратлă сурăхсем туяннă. Малтан вĕсене килти хуçалăхра тытнă, анчах пысăк йыша çапла усрама май çуккине туйса илнĕ, кĕске вăхăтрах çĕнĕ вите хăпартса лартнă. Леонид Иванович пĕлтернĕ тăрăх, кунта 120 сурăхпа качака усраççĕ. Çăмне касса илнипе пĕрлех кашнинчен 50-55 килограмм аш-какай тухать. Выльăхсем валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вĕсене 4-ăн пăхаççĕ. 2014 çулта юнашарти тепĕр витене хута яма пăхаççĕ. Тепĕр енче тырă склачĕпе техника валли ангар вырнаçмалла.
"Малашлăхра офис, çăм арманĕ тата çăматă йăваламалли цех тăвасси”, — хĕрлĕ хăйăва каснă май тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ фермер.

В. Данилов
Миçе çын пăхнă: 533 | Кам хушнă: demonics21 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024